Симĕс ылтăн :: II пай


«Кам та пулин пур-ши, çук-ши? Урхи мучи пулсан юрĕччĕ: мĕн тесен те, хамăр çын, аттепе пĕртăван, хăваласах ямĕ, тен», — иккĕленсе те шикленсе шухăшларĕ Актаев, утар уçланкине çывхарнăçемĕн. Пĕчĕк пӳрт мăрйинчен шурă тĕтĕм тухнине курсан, йытă вĕрнине илтсен, унăн чĕри кăртлатса тапма тытăнчĕ.

Утар пахчи тавра тытнă çăтан карта ишĕлсе-саланса пĕтнĕ, пӳрт умĕнче вара пачах юлман. «Вăрçăччен капла марччĕ, картине хамăр тытсаттăмăр», — аса илчĕ Актаев. Çав самантра ун умне лапсăркка шурă йытă туртса çурас пек хăр-хамлатса ыткăнчĕ.

Актаев хăвăрт пĕшкĕнсе ларчĕ те пĕççисене шарт! шарт! çапса йыхăрчĕ:

— Кампур! Кампур!

Йытă тăпах чаранчĕ, тем аса илнĕ евĕр, пĕр самант хӳрине пăтраткаласа тăчĕ.

— Кампур! Кампур! — терĕ каллех Актаев, пĕççисене çапса.

Кампур кĕтмен хăнана, хăйĕн ĕлĕкхи хуçине, палласа илчĕ те ун патне хырăмпа шуса, такам хĕненĕ пек йынăшса-макăрса пычĕ, ĕлекхи майлах «алă пачĕ», вара хуçан аттисене, аллисене, питне çулама тытăнчĕ.

«Йытă палларĕ мана, ютшăнмасанччĕ...»

— Кам унта? — илтĕнчĕ кăмăлсăр сасă.

Утар пӳрчĕ умĕнче шурă мăн сухаллă старик хĕвеле хирĕç ал лаппи айĕн пăхса тăрать; хăй çарамас, çара пуçăн, аллине тукăн сави тытнă.

— Кам салтакĕ пулчĕ çавăнта?

— Эпĕ ку, Урхи мучи! Эсĕ халĕ те утартах-çке?

— Кам — эсĕ?

— Валентин...

Старик аллинчи савине кăшт çеç ӳкермерĕ, куçлăхне çамки çине хăпартса лартрĕ, калас сăмахне калаймарĕ.

— Чиперех-и, мучи? Ма чĕнместĕн? Чĕлхӳ çĕтрĕ-им? Паллаймарăн-им?

Актаев мучĕшĕн ĕçпе хытнă аллисене тытса чăмăртарĕ, унăн çăмламас куç харшисем айĕн ялкăшакан кăвак куçĕсенчен тӳрĕ пăхрĕ.

Старик темшĕн савăнмарĕ, вăл хăй мĕн курнине ĕненмерĕ пулас.

— Леш тĕнчерен тухса килтĕн-им? Сана эпир тахçанах вилнисен шутне кĕртрĕмĕр. Хĕрĕх кунна та, çулталăкна та тахçанах асăнса çирĕмĕр... Çĕрле курас пулсан, — челхе мар, ăс та çĕтĕ... Пакунсăр... Сухал ӳстерсе янă, таркăн салтак евĕр...

— Леш тĕнчерен тесен те пысăк йăнăшах мар. Чĕр тамăкран тухса килтĕм эпĕ, мучи, — старик куçĕнчен пăхма тăрăшрĕ Актаев, анчах лешĕ, пуçне пĕксе, куçне çăмламас куç харшипе хупларĕ, вара ирĕксĕртереххĕн каларĕ:

— Тыткăнра пуласси — тамăка чĕр халлĕн курасси, тесе ахаль каламан... Мĕнле лекрĕн? Пирĕн ратнере пурте салтак пулнă, пурте присягăна çирĕп тытнă, аманнă та, вилнĕ те, анчах пĕри те тыткăна кайманччĕ, — сиввĕн каларĕ старик.

Актаевăн сывлăшĕ пӳленчĕ, куçĕсем вери куççулĕпе тулчĕç, чĕри тапма чарăннăн туйăнчĕ. Хĕвел çути хуралса килчĕ.

— Эпĕ... мучи... эпĕ...

Пыра тем капланнипе Актаев малалла калаймарĕ. «Таркăн салтак», «присяга», «тыткăн» сăмахсем ăнă питрен чĕн пушăпа туртса çапнă евĕр çунтарса илчĕç.

— Эпĕ... хам ирĕкпе мар, Урхи мучи... ĕнен, тархасшăн... Ун чух... ман çине... çурт ишĕлсе анчĕ... эпĕ вара... тăна çухатрăм.,. тыткăнра тин... тыткăнра тин тăна кĕтĕм.., Эпĕ... э-э-э... — терĕ те пакунсăр салтак чуна пырса тивекен хурлăхлă сасăпа ĕсĕклесе макăрса ячĕ.

Йытă та палласа йышнăнчĕ ăна, анчах пĕрремĕш таванĕ йышанасшăн пулмарĕ иккен.

Старик турткаланса йĕрекен тĕреклĕ каччă çине пăхса тăраймарĕ (чунĕ тӳсеймерĕ пулас), куçлăхне сăмси çине антарса лартрĕ те, мăшăлтатса, нăшăкласа, аяккалла пăрăнчĕ, пĕр сăмах хушмасăр пӳрте кĕрсе кайрĕ, алăкне хупмарĕ. Вăл шалта темиçе хут сăмса шăнкарни, ӳсĕрес килмесĕрĕх ӳсĕрни илтенчĕ.

— Кĕр тата! Мĕн, ыйткалакан пек, алăк умĕнче тăратăн? — терĕ ватă çын.

Актаев ун çине курман куçпа пăхса, куççульне çăтса тăче. Нимĕн те ăнланман Кампур, хуçи таврăннăшăн савăннăскер, паçăрхи пекех ун тăрăх савăнăçлăн йынăшса сиккелерĕ, ун аллисене çуласа илме тăрăшрĕ.

— Атя, кĕр...

Урхи мучи пӳртрен тухрĕ те çамрăк çынна хулĕнчĕн çавăтрĕ.

— Мĕнле пулсан та, эпе санăн мучу пулатăп... Эсĕ — пирĕн ратнерен, Актай ратнинчен, чи кĕçĕнни пĕччен тăрса юлтăн... Сан çинче мĕнпур тĕрек, шанчăк... Ман Аркаш таврăнаймарĕ, ав... Мускав патĕнче... вăрçă пуçланнă çулах... Вилнĕ хыпарĕ килсен, кинемӳн хуйхăпа шăлĕсем ӳксе пĕтрĕç... Эх-хе-хе! Нумайăшĕ таврăнаймарĕç. Хамăр ялтан çĕр çын ытла пĕтнĕ, теççĕ... Халь тин ĕнтĕ хуйхăрса та нимĕн тума çук. Атя, кĕр, каласа парăн йăлтах, тĕпĕ-йĕрĕпе...

Урхи мучи шăллĕн ывăлне, пӳрте çавăтса кĕчĕ.

— Хывăнса çăвăн, ав, сив шывпа, уçăл. Эпĕ çакăнта, кăмака умĕнче, котелокпа илсе кĕрсе кăштах мĕн тăвам-ха, — тесе старик тулалла тухса кайрĕ.

Сивĕ шывпа çăвăннă хыççăн Актаев уçăлнă пек пулчĕ. Стена çумĕнче катăк тĕкĕр витĕр пăхса çӳçне турарĕ, çав хушăрах тĕкĕрпе юнашар çыпăçтарнă хаçата вуларĕ, чăвашран тухнă пĕрремĕш ĕç паттăрссен сăнĕсене курчĕ: вунпĕр çынна тулăх тырпул туса илнĕшĕн Социализмла Ĕç Геройĕ ятне панă иккен Геройĕсенчен хăшĕ-пĕри салтак тумне те хывман-ха, гимнастĕркăпăх. Актаев вăрçăччен хăй мĕнле хастар ĕçленине аса илчĕ. «Шăпам урăхларах килсе тухнă пулсан, тен, эпĕ те... — ăмсанса шухăшларĕ вăл, çавăнтах хăйне хай тарăхрĕ; — Халь ĕнтĕ мĕн вĕçне çити хура хĕресĕме сетĕрес пулать».

— Эс, Валентин, ытлашши ан кулян, сирĕн пеккисене амнисти тухнă, — тере Урхи мучи, тултан котелокпа тем илсе кĕрсе. — Кăшт ăшăтам-ха, сивĕ ури хуçăлтăр, лартам-ха çакăнта вут умне... Эс, Валентин, ытлашши ан хуйхăр...

Старик кĕçен тăванне лăплантарасшăнччĕ пулмалла та, анчах «сирен пеккисене амнисти тухнă» тени каччă чĕрине çĕçĕпе чикнĕнех ыраттарчĕ. Мĕн тăвас тетĕн, чăтас пулать ĕнте. Тен, ĕмер тăршшĕпех çак ӳпкевлĕ сăмаха илтсе пурăнма тивĕ...

— Мĕнле пурăнатăр, Урхи мучи? Пирĕн килтисем мĕнле, сывах-и, чиперех-и? — пăшăрханса ыйтрĕ хăна.

— Ан васка, йăлтах каласа парăп-ха, — терĕ ватă çын, кăмака умĕнче тăрмашанçи пулса. Вăл темĕнле хурлăхлă хыпар пĕлтерессе каччă чунпа сисрĕ. — Мĕн мĕнле пурăнасси пирĕн? Çăтмахра çеç пурăнма лайăх, хăнăхса çитсен — тамăкра та аптрамасть, теççĕ те... пуранкалатпăр çапла, хамăра май.

Старик чашкăракан котелока сĕтел çине пырса лартрĕ, стакансене кăпăкланакан сăра тултарчĕ.

— Пурăнкалатпăр çапла, хамăра май... Аннӳ кăштăртаткалать-ха, ман хăраххăм... Аçу... аçу кĕтсе илеймерĕ сана, Валентин, ачам... Хуйхăрсах вилчĕ Петĕр... Эсĕ нимĕç аллине лекнине пĕлсен, çĕр çывăрайми пулчĕ, йăлт кăвакарса кайрĕ... Малтанах: «Песвĕç, хыпарсăр çухалнă, шанчăк пур-ха», — текелесе хăйне хăй паттăрланатчĕ. Кайран военкоматран килчĕç, юлашки çырăвусене ăçтан çырнине тĕрĕслерĕç... Ăнланчĕ вара Петĕр... Вуçех халтан кайрĕ, урасăр пулчĕ... Шалкăм çапрĕ ăна... Юлашки сехетре те: «Валентинран çыру çаплах çук-и?» — тесе куçне хупрĕ, мăнтарăн. Чунна хытар эсĕ, ыльăм, салтак пек пул.

— Çыру çырас çĕрте пулмарăм çав эпĕ, — çунса кайнă тутипе шăшăлтатрĕ Валентин. — Хăçан?

— Çĕре чикнĕренпе иртнĕ эрнере ултă çул тултарчĕ ĕнтĕ. Мункун эрнинче пытартăмăр... Ну, Валентин ыльăм, киле килнĕ ятпа, — терĕ те старик стаканран сетел çине тумлатрĕ: — Петĕрсем, Аркашсем, ытти тăван-хурăнташ, варçăра пуç хунисем, сирĕн умăрта пултăр...

Актаев, нимĕн шарламасăр, йăлишĕн тумлатрĕ те шалт ĕçсе пачĕ, сывлăш çавăрса илчĕ. — Анне мĕнле?

— Мĕн мĕнли... Пурăнать ах-ахлатса, йынăшкаласа. Эс таврăнасса кĕтет. Никам та кĕтмест ĕнтĕ, вăл çеç кĕтет... Паян та килсе кайрĕ кунта, хăрăк шанкă пухса парса ятăм. Çунтарма вутти çук. Хĕлĕн-çăвĕн çĕклемпе йăтсах пурăнать... Паян та, пĕлнĕ пекех, эс килесси çинчен ĕмĕтленсе калаçрĕ. Тĕлĕкре те шухăшĕ сан çинчех унăн...

Актаев куççульне çăтса ячĕ.

— Хамăр ялта татах пур-и?

— Мĕн? Кам?

— Ну... ман пеккисем...

— Пур, — ирĕксĕртереххĕн каларĕ старик. — Вăрçă унсăр пулать-и? Пĕр виççĕн таврăнчĕç пулас та... ытла хисеплĕ çынсемех мар, вăрçăчченех вĕсене ырă çын вырăнне хуман эпĕ. Мĕн арçынлăхĕ вĕсен? Так — арçын йĕмне тăхăнса çӳрени çеç, кантăр ани çинчи катемпи хăраххи...

Çавăн пек килсе тухать тепĕр чух: хуйхă ытла пысăк пулсан, вăл ытла пусса çитерсен, чĕре тем самантра нимĕн туйми, пуç шухăшлами пулать, çын вара хăйĕн хуйхи çинчен мар, пачах урăххи, нимĕне пĕлтермен япала çинчен шухăшлать, унăн куçне хăйĕн хуйхи мар, пач нимен тĕшне тăман, илмен тума кирлĕ мар япаласем курăнаççĕ, çыннăн куçĕ саланса каять е пĕр-пĕр тĕле кăнн пăхса хытать. Актаева старик сăмахĕсем пачах ăна пырса тивмен пек, мучăшĕ ун çинчен мар, пачах урăх çын çинчен каланă пек туйăнчĕ. Вăл кăмака умĕнчи пӳрт пĕренисене майсăр вартаса пăснине пăхса ларчĕ-ларчĕ те пат персе ячĕ:

— Кам кун пекех вартанă ку пĕренесене?

Урхи мучи, хытă тĕлĕннипе, çăмламас куç харшине çĕклерĕ, унтан Валентин пăхнă еннелле çаврăнчĕ, çавăнтах сăмаха урăххи çине куçарчĕ (сăмах тупăннăшăн савăнчĕ пулас вăл).

— А, кам пултăр, Пахунккă Куçми пулмасан! Çавна вилĕм çук. Пурăнать çăкăр харамĕ, çĕр йăтайми мăн кахал, ханттар, паххун, мăнттай, пахмăт... Тьфу! Пĕлтĕр вĕллесене омшанике кĕртсен, ăна кунта хурала лартрамăр. Вăл пур — хĕл каçа пĕтĕм карта-хурана çунтарса янă. Намăссăрскер, тула кайма та ӳркеннĕ, тĕпсакайне тултарнă... Тьфу! Вут чĕртме типĕ турпас пултăр тесе, пӳрт пĕренисене шал енчен вартаса тухнă. Этем-и çав? Вăрманта пурăнать — карта çунтарать. Капан пек кĕлеткепе утарта лармалла-и çавăн? Ма çăлтăр персе анмасть унăн пуçĕ çине! Утара çаратнипе çитмен-ха, хуртсене апатлăх хăварнă карассене тапăннă... Юрать-ха, хам систернипе ревизисем килсе тĕрĕслерĕç те кăларса ывăтрĕç. Варсун Васильч ăна хулĕнчен тытсах кăларса печĕ...

— Мĕнле Варсун? — ыйхăран хăраса вăраннă евĕр, пуçне ялт çĕклесе ыйтрĕ Актаев; мучăшĕ каланинчен çак ят çеç ун хăлхине кĕчĕ.

— Мĕнле Варсун пултăр тата? Аюх Варсунĕ.

— Аюхин Варсонофий сывах-и вара?

— Мĕн пултăр ăна! Сталинградран аманнă пек пулса таврăнчĕ... Эс тыткăна кайни çинчен вăл пĕлтерчĕ.

Шатăрр! çыртрĕ шăлне Актаев, гимнастерка çухине карт! туртса вĕçертрĕ.

— Аюхин?! Сывах-и?!.

— Ун пекки ниçта та пĕтес çук, ачам. Йĕп пулă йышши вăл. Çавăн пек пулă пур, Сарă тинĕс çинче флотра çӳренĕ чух куркаланă эп: çав йĕп пулла акула çăтса ярать, анчах ку ун хырăмĕнчен витĕр шăтарса тухать. Вăт шăпах çавăн йышши вăл, сан Варсуну. Вăрçă вахăтĕнче вăл кунта, салтак маткисем хушшинче, утара кĕрсе кайнă упа пек тустарса çӳрерĕ. Халĕ, арçынсем таврăннăранпа, кăшт лăпланчĕ-ха. Аристарх Иванч çирĕп тытать ăна.

— Аристарх та таврăнчĕ-и?

— Кăçал Берлинтан таврăнчĕ. Лейтенант. Кăкăрĕ тулли орден, митал. Ĕлĕкрех чухăн хĕрĕн шӳлкеми те ун чухлĕ пулман, икĕ рет... Председателе суйларăмăр... Маттур ача, ăслă ача пулчĕ. Мĕн савăнăç çав ашшĕ-амăшне! Пăхсанах паллă: герой! Патшалăх çăкăрне ахаль çĕртмен, шкула чупса çăпата çĕтнине тулăксăр сая яман. Чипер ăслă-пуçлă çын, эрехпе туслă мар, хуçалăха салатма парас çук. Халь авланать, часах туйĕ пулмалла, теççĕ.

Валентин чĕри кăрт турĕ.

— Кама илет? — мучăшĕ мĕн каласса пĕлнĕ çинчех ыйтрĕ вăл. «Тен, ăна мар, ăна мар?» — телейсĕр каччă хăйне хăй самантлăха та пулин улталаса йăпатма тăрăшрĕ. Путакан çын çапла улăм пĕрчинчен тытма хăтланать.

— Кама пултăр тата, Атлас Çирки хĕрне, Нинăна, пулмасан? Ачаран пĕрле ӳсрĕç вĕт, — терĕ старик, нимĕн пулман пекех лăпкăн.

 

...Çурçĕр тĕлнелле уйăх çутинче уй урлă утакан çын курăнчĕ: вăрăм шинельпе, атăпа, çурăмĕ хыçне кутамкка çакнă, хулпуççийĕ çине шанкă çĕклемĕ хунă; вăл пĕкĕрĕлсе утнă май чарăнса тăрать те питне шурă тутăрпа шăлса илет, вара каллех малалла васкать, акă ял çумĕнчи юханшыв урлă каçрĕ те, анкартисем хыçĕпе тăвалла хăпарса, пĕр пахчана кĕрсе çухалчĕ...

Кам хăйĕн тăван ялне çапла сĕм-çĕрле, çын куçĕнчен пытанса, таркăн салтакла пырса кĕмен, вăл çак каçхине Актаев ăшĕнче мĕнле вут çуннине пĕлме пултараймĕ. Çын хуйхи ялан пирĕннинчен çăмăлрах пек курăнать.