Симĕс ылтăн :: X пай


Пĕтĕм тĕнчене çуратнă иксĕлми Аслă Ама — вилĕмсĕр çутçанталăк — хĕл ыйхинчен вăранни çурхи кунсенче хăватлă палăрать: вăл хăй чĕрĕлнипе пĕрлех хăйĕн асамлă хăвачĕпе мĕнпур чĕрĕ чуна, ӳсентăрана çĕнĕ пурнăç, çĕнĕ вăй кӳрет, вăхăтлăха шанчăкне çухатнă е çунатне уснă çынна та тепĕр хут пысăк шанчăк парать, çĕнĕ çунат хушать. Актаев халĕ, илĕртӳллĕ, илемлĕ çурхи кун, хăйне шăпах çавăн пек туйрĕ.

«Ну, тата мĕн калас ĕнтĕ сана? Текех хăвăн шăпушăн ан пăшăрхан, ĕçле, халăх умĕнче ялан таса чунлă пулма, ĕçпе тӳрре тухма тăрăш. Тăван çĕршыва таврăннă ятпа саламлатпăр, ялан халăхпа пĕрле пулма, çенĕ пурнăç тума ырă сунатпăр», — терĕç ăна районта.

«Эпĕ халĕ пуринпе те пĕр тан праваллă гражданин! Мана, айăпсăр айăпланăскерне, Тăван çĕршывăм, халăхăм каçарчĕ; йышăнчĕ. Эпĕ — çуралнă çĕрĕм çинче иреклĕн çӳрес, ĕçлес, пурăнас, телей курас çын! Эпĕ каллех Совет Союзĕн гражданинĕ... вулăр! Амсанăр!» — хавхаланса, виçесĕр савăнса, çĕнĕ докуменчĕсене кăлара-кăлара пăхса каларĕ вăл. Халĕ ăна çурхи тĕнче те, ачаран палланă ялсем те — йăлтах ĕнерхи пек мар, урăхла, çĕнĕлле курăнчĕç, хаваслă кайăксемпе пĕрле пĕтĕм çут-çанталăк савăнăç, ирĕклĕх юрри юрланăн туйăнчĕ.

Ирĕклĕх! Мĕн тери хаклă иккен эсĕ этемшĕн!

Тăван яла çывхарса пынăçемĕн Актаев хăвăртраххăн утрĕ. Акă ял пуçĕнче ларакан çил арманĕ çунаттисем, унтан йăмра тăррисем курăнчĕç, акă айлăмри пĕтĕм ял ал тупанĕ çинчи евĕр тухса тăчĕ — вăл паян ĕнерхи евĕр сивлеккĕн те хăрушшăн мар, ăшшăн та хаваслăн кĕтсе илнĕн туйăнчĕ. Валентин, чун хавалне тытса чараймасăр, çырманалла чупса анчĕ, пĕчĕк кĕпер çийĕнех шарласа юхакан шыв урлă çăмăллăн сиксе каçрĕ те тăвалла утрĕ. Тăвайкинчен хăпарса çитсен кăштах салхуланчĕ.

Çул хĕрринче — ял çăви, унта унăн ашшĕ выртать... Вил-тăпри, тавра Урхи мучи ракатка тытса çавăрнă, виçĕ хурăн лартнă; унтах ларса канмалăх пĕчĕк сак пур... Ирхине çакăнта питĕ йывăр кăмăлпа кĕрсе курнăччĕ Валентин, халĕ питĕ савăнçлă килсе кĕчĕ. Нумайччен шухăша кайса ларчĕ вăл хĕрес умĕнче. Тем ашшĕ илтес пек, ăна хăйĕн савăнăçĕ çинчен сасăпах пĕлтерчĕ:

— Халĕ пуçпех таврăнтăм эпĕ, атте! Халĕ эпĕ çанна тавăрса ĕçлеме пикенĕп, хамшăн та, саншăн та ĕçлемелле халĕ манăн. Тен, эсĕ ман айăпсăр айăпăма пулах вăхăтсăр çĕре кĕтĕн. Çирĕпчĕ-çке эсĕ, атте, нихçан чирлесе курман теттĕн. Ахальтен мар сана ялйыш «Петĕр-салтак» тенĕ. Хаяр, усал хыпарах-çапса çурчĕ пуль сан чĕрӳне, тĕрĕс каланă иккен ваттисем: çын сăмахне пула çын вилнĕ, тенĕ...

Ăна мучăшĕпе амăшĕ Варсун пирки калани аса килчĕ те, вăл пушшех салхуланчĕ, чикарккă чĕртрĕ, йывăр шухăша кайса ларчĕ, çурхи хĕвел хĕртсе пăхнине те туймарĕ, тăри хаваслă юрланине те тăнламарĕ.

Вăл, хăйне такам ятран чĕннĕ пек, пуçне ялт çĕклесе, хирелле тинкерсе пăхрĕ: пĕчĕк вăрмантан виççĕн тухрĕç те ял еннелле килекен çулпа утрĕç. Вĕсем çывхарса килнĕçемĕн Валентин кĕске кĕрĕк, пăру тирĕнчен çĕлетнĕ пысăк çĕлĕк тăхăннă мучăшне, улăпла тĕреклĕ Кузнецова, ялти пек каласан Тимĕрç Хветĕрне, палласа илчĕ. Виççĕмĕшне, фуфайка тăхăннă, шурă тутăр çыхнă çамрăк хĕрарăма, ниепле те паллаймарĕ е, куçпа курса та мар, чунĕпе туйса палларĕ пулин те, пĕлмĕш пулчĕ. Анчах, куç улталасан та, чĕре улталамĕ. «Утти... утти çавăн. Ялта урăх мĕнле хĕр унашкал уттăр? Пуçне тӳп-тӳрĕ тытса, кăшт каçăрăларах, аллине хытă сулса, ярăнса утать. Нина!..» Асăрхарĕ-ши вăл вилтăпри çинче ларакан пĕччен салтака, çук-ши? Çăва патне çитесси пĕр виçĕ ана пĕвĕ юлсан, юлташĕсенчен уйрăлчĕ те типсе çитмен сукмакпа ял еннелле утрĕ. «Мана курса пăрăнмарĕ пуль, — хăйне хăй лăплантарма тăрăшрĕ Валентин, — вĕсем тури касра пурăнаççĕ, çулпа кайма ăна тавра пулать... Е мана курсах пăрăнчĕ пулсан? Вăл эпĕ таврăннине пĕлме кирлех-çке, мучи пĕлтернех ăна...» Хĕр, çăва еннелле çаврăнса пăхмасăр, хăйсен анкартине кĕрсе кайрĕ; часах шурă тутăр чие тĕмĕсем хушшинче çухалчĕ...

— Сывă-и, хамăр ял! Тăван çĕршыва таврăннă ятпа саламлатăп! — терĕ Тимĕрç Хветĕрĕ, салтак кĕреçи сарлакăш ал тупанне тăсса парса; каччă аллине вăл тимĕр хĕскĕч пек ыраттарса пăчăртарĕ. — Сан пирки Урхи мучипе аннӳ йăлтах каласа пачĕç мана... — Сан патна пытăм та, ĕлкĕреймерĕм, ытла ир тухса кайнă эсĕ. Военкомата, терĕç-и...

«Апла Нина та ыйтса пĕлме пултарнă вĕсенчен», — вĕлтлетсе илчĕ çунатлă шухăш. Тем самантра каччă чĕринче ырă шанчăк çуралчĕ.

— Ну, мĕн терĕç районта? Йышăнчĕç-и? — ыйтрĕ старик хуллен, Валентин çумне вырнаçса ларса. — Фу, ăшша пиçрĕм ку хĕллехи тумпа. Çуркунне çитрĕ.

— Федор Иваныч пекех каларĕç, Урхи мучи, саламларĕç... ĕçле, терĕç...

— Вăт, мĕн каларăм сана? — хура куçне ялкăштарса кулчĕ Тимĕрç Хветĕрĕ.ь — Йышăнмасăр! Валентин вăл хамăр çын. Ратнине пĕлес пулать: Актай ратнинче япăх çын пулман...

«Йăпатма тăрăшать, макăракан ачана сахăр катăкĕ панă евĕр, — кăмăлсăрланса шухăшларĕ Валентин. — Анчах эс мана ан йăпат, кувалдăпа çапнă пек çап — эпĕ тӳсме вĕреннĕ, ăна та тӳссе ирттерĕп... Мĕн сана, тимĕрçе? Эс, ав, ним чухлĕ те улшăнман. Сана мĕн, вăрçă пулман пекех...» Каччăн хăй çапла шутланăшăн çавăнтах вăтанмалла пулчĕ.

— Урхи мучи, пар-ха хăвăнне, сан хăватлă пулаканччĕ, пĕрер туртса ярар, эппин, — терĕ те тимĕрç Валентинпа юнашар ларчĕ, упа пекскер, хăех çур сак йышăнчĕ, салтак шинелĕнчен çĕлетнĕ кĕске пиншакне йӳле ячĕ — гимнастерка çинче орден колодкисем курăнса кайрĕç.

— Прага медалĕ те пур иккен санăн, Федор Иваныч? — лăпкă сасăпа ыйтма тăрăшрĕ каччă, çапах чĕри кăрт турĕ, сасси чĕтренсе тухрĕ.

— Ылтăн Прагăра та пулма тӳр килчĕ, Валентин шăллăм. Эсĕ те унта пулнă терĕç пулас-ха? — шăйрăлса пĕтнĕ пысăк пӳрнисемпе чикарккă чĕркенĕ май, васкамасăр каларĕ тимĕрç.

— Пулма лекрĕ мана та... анчах чехсем пире «Червоной армии наздар!» тесе кăшкăрмарĕç, — терĕ Актаев, «пире» сăмаха юри хыттăнрах каласа. Тимĕрç ăна ăнланчĕ пулас, хура куç харшисене кăмăлсăррăн пĕркелерĕ.

— Пулнă — иртнĕ. Пĕрмай ӳкĕнме кирлĕ мар. Халь ĕнтĕ санăн пурнăçри вырăнна тупма тăрăшмалла.Валентин, малалли çинчен шутлас пулать. Кашни çыннăн пурнăçра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнĕ пулмалла, унсăр çын вăл ниçталла мар, таçталла.

— Манăн суйламалли çук, Федор Иваныч, мĕн хушнă, çавна тума лекет. Пурнăçăмри вырăнăм паллă: алăк патĕнчен тĕпелелле ирттермĕç пирĕн йышшине. Кама айăплас? Пĕр сăмах кăна: «изменник»...

— Çаз киревсĕр сăмаха ман эсĕ! Илтрĕн-и?! — хаяррăн пӳлчĕ ăна Кузнецов. — Никам та сан пирки ун пек шутламасть. Мĕн хăвна ху мĕскĕне персе ларатăн?.. «Тĕпел» тесе ăшăрах вырăна калатăн-им? Е тӳрех пуçлăха ларас килетчĕ-и? Çакнашкал патвар хул-çурăмлă яша пĕр-пăр кантурта ларма намăс. Ĕçле-ха эсĕ малтан аçлăку тарпа касăлса çĕтĕличчен. Атя вăт ыран е паянах тямĕрç лаççине, манпа пĕрле мăлатук çапма. Шăпах сан пек маттурсем кирлĕ унта. Е хура ĕç тесе тиркес шуту пур-и?

Валентин именнĕ пекрех пулчĕ: вăл мĕн ачаран Кузнецова хисеплесе ӳснĕ, тĕмшĕн унран кăштах шикленнĕ те.

— Эпĕ йывăр ĕçрен хăраса тăман, Федор Иваныч...

— Пĕлетĕп... Петĕр пичче çамрăксене вăй-хал ĕçĕнчен ютшăнма вĕрентмен. Хăвăн чун туртнă ĕçӳ пурччĕ-им? Сана текех иикам та ирĕксĕрлемест ĕнтĕ.

— Эпĕ атте ĕçнех, çамрăкран хăнăхнă ĕçех пăрахмăттăм, — терĕ сасартăк хĕрелсе Актаев.

Федор Иваныч ӳсĕрес килмесĕрех ӳсĕрсе илчĕ, çунса пĕтмен пирусне кирзă аттипе пусса сӳнтерчĕ.

— Кхм... кхм... Ун пирки малтан правленипе калаçса татăлас пулать. Валентин.

— Савировпа-и? Ыйткалама, кĕлмĕçленме шутламастăп эпĕ...

— Ан пăшăрхан, мăнкăмăлланма та ан хăтлан, хамах калаçса пăхăп. Эпĕ правлени членĕ, парторг та хамах... анчахрах суйларĕç мана... Специалист кирлех пире. Аçу вилнĕренпе хăмла пахчисене самай япăхтарса янă. А эсир ăçтаччĕ вара тетĕн пуль эсĕ. Ан айăпла, эпĕ пĕлтĕр çеç таврăнтăм, сверхсрочнăйне юлсаттăм та, чунăм чăтмарĕ, ик çултан таврăнтăм. Акă халĕ кӳршĕсем патне, «Çăлтăр» колхоза, кайрăмăр (эпир вĕсемпе ăмăртатпăр), соцдоговора мĕнле пурнăçланине тĕрĕслерĕмĕр — Кузнецов пĕр кана чĕнмесĕр табак тĕтĕмне хуллен сăвăрса ларчĕ, вара хыттăн каларĕ: — Хăмлапа вĕсем районта пĕрремĕш пыраççĕ. Пĕлетĕн-и, колхозăн пĕтĕм тупăшĕнчен виççĕмĕш пайне хăмларан илеççĕ вĕсем. Гектартан вунпилĕкшер центнер таса хăмла илчĕç пĕлтĕр...

— Эпир миçе?

— Калама намăс: вăтамран тăватшар центнер.

— Атте вăрçăчченех вунултшар центнер илнĕччĕ.

— «Вăрçăччен»... Эс хальхине вăрçăчченхипе ан танлаштар, — терĕ чĕнмесĕр ларнă Урхи мучи, çилĕллĕн мăшлатса. — Вăрçăччен Петĕр хăмла пахчинчен тухма пĕлмерĕ... Хăмла вăл ача пек ачаш, ăна пĕчĕк ачана пăхса ӳстернĕ пек пăхмалла... А халĕ кам пăхать терĕн? Аюх Варсунĕ-и? Килĕнче те нихçан хăмла карти пулман вĕсен, хăмла карти мар, сарай хыçне виç шалча та чикмен чăваш чăваш-и вăл?

— Аюхин Варсонофий хăмла пахчинче ĕçлет-им? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Валентин.

Старик ăна илтмĕш пулчĕ, чĕлĕмне паклаттарса, шăл витĕр каларĕ:

— Аçу та хăй ĕмĕрне хăмла картинче ирттерчĕ. Правленинчен пулăшу тархасласа çӳремен вăл. Мĕн виличчен хăй ĕçне пăрахмарĕ. Юлашкинчен вара, шалкăм çапсан, хăмла пахчине тухса курма хал çитерейменшĕн кулянса вилчĕ... Хуйхă ураран ӳкерчĕ ăна... Кĕтмен-туман хуйхă, çын элекĕ...

— Халĕ кам вара ун вырăнне? — пăшăрханса ыйтрĕ Актаев.

Хаяр старик нимĕн те каламарĕ, тем пысăк ĕç тунă пек, шухăшлăн чĕлĕм кĕлне сак çумне шаккаса тăкрĕ, кукăр чăпăкне пралукпа чакаласа тасатма пикенчĕ.

— Аçу вырăнне Аюхин халĕ, — терĕ Куэнецов ирĕхсĕртереххĕн.

— Пулма пултараймасть! — сисмесĕрех кăшкăрса ячĕ çамрăк çын.

— Йăлтах пулма пултарать, — лăпкăн каларĕ парторг. — Çын çук вĕт, ху куратăн. Хăмли вăл тупăшла япала та, анчах ун ĕçĕ питĕ чăрмавлă, ĕçлĕ алă нумай кирлĕ. Ăçтан тупас тетĕн? Вăрçăран, мĕн чухлĕ арçын таврăнаймарĕ. Хамăр ялтан çĕр çын пĕтрĕ... Варсун хăмлаçăсен курсĕнчен вĕрĕнсе килнĕ, пĕртен-пĕр специалист тес пулать, нимĕн çукран нимĕр тесен те...

— Гектартан тăватшар центнер... — терĕ те Актаев, пĕр хушă чĕнмесĕр ларнă хыççăн такама ӳпкевлĕн хушса хучĕ: — Баварире, Богемире, ав, вунсакăршар центнер туса илеççĕ.

Кузнецован кĕре пичĕ пĕркеленчĕ, хулăн мăйĕхĕ сиккелесе илчĕ. Кăра çилĕллĕ тимĕрç питĕ тарăхса кайрĕ.

— Эсĕ мана Баварипе Богемие ан асăн! — терĕ вăл хыттăн. — Пулса курнă эпĕ вăл çĕрсенче. Унта нимĕç хуçа пулнă, мĕнпур тыткăна лекнĕ çар çыннисене чура пек ĕçлеттернĕ... Каçар мана, эпĕ сана кӳрентерес теменччĕ, нервăсем çавнашкал... пăсăлчĕç вăрçăра, — хушса хучĕ вăл шăппăнрах сасăпа.

— Эпĕ мĕн... эпĕ хăнăхнă ĕнтĕ... хăнăхас пулать, — мăкăртатрĕ Актаев. — Эпĕ нимĕçе мухтаса мар, еç культури пирки çеç каласшăнччĕ... Пĕлетĕп, хăмла ĕçĕнче çын нумай кирлĕ. Пирĕн кунта пушшех: техника çук, мĕнпур ĕçе алăпа тумалла.

— Вăрçă вăхăтĕнче тепĕр хут асаттесен йĕркипе ĕçлеме тытăнтăмăр, ачам, — самах хушрĕ Урхи мучи. — Çапах эс, Валентин, çула май хăмла пахчине кĕрсе кур — килĕшĕ-и унта сана, çук-и... Кур, аçу ĕçне мĕнлерех малалла ячĕç, — те кулянса, те тăрăхласа каларĕ старик.

Çула маях мар пулин те, Актаевпа Кӳзнецов хăмла пахчине çитсе курчĕç. Урхи мучи вĕсемпе пымарĕ: çулĕ ытла пылчăклă, ахаль те ĕшентĕм, утара та часрах çитмелле, унта та ĕçĕ мăй таран терĕ.