Хĕçпе çурла :: 4


Çакăн пек туйăмпа пырса ларчĕ Алексей Гурьянович палламан çын кăтартнă пукан çине, сĕтел хĕррине.

— Калăр-ха, — сăмах пуçласа ячĕ кабинет хуçи, — сирĕн хушаматăр?..

— Гурьянов, Алексей Гурьянович, — васкаса пĕлтерчĕ «Шурăмпуç» колхоз председателĕ хăйĕн хушамачĕпе ятне, умĕнче лараканни ăна тата тинкеререх пăхнине асăрхаса. Хăй каллех кăшт шикленнине туйрĕ.

— Сирĕн Николай ятлă ывăлăр пур-и?

— Пур. Халĕ Уралта, госпитальте сывалать вăл. Аманнă пулнă, Николай Алексеевич Гурьянов, — тата ытларах тĕлĕнчĕ ватă çын, çав самантрах хăраса та ӳкрĕ (пĕррехинче Барановский хушаматлă офицер, военкоматра ĕçлекенскер, Николай пиркиех çапла хăратнăччĕ ăна): унпа мĕнле те пулин усал инкек-синкек пулман-ши?

— Тепĕр ывăлăр мĕн ятлă? — хальхинче сĕтел хушшинче лараканни Гурьяновран хăйĕнчен ытларах тĕлĕнсе ыйтрĕ.

— Игнатий. Игнатий Алексеевич Гурьянов, — терĕ ватă çын, пуçне усса. — Вилни çинчен... хут илтĕмĕр.

Унпа калаçаканни, темле тарăн шухăша кайнăран-и, чĕнмест те чĕнмест-ха, икĕ тăнлавне икĕ аллипе тытса пĕшкĕнсе ларчĕ. Гурьянов чĕрине тем вĕчĕрхентерме тытăнчĕ — кам пулчĕ ку, терĕ хăй ăшĕнче, мана çапла тытса лараканскер, ахаль те вăхăт çук, мĕнле-ши унта Сăпани?

— Эсир мĕн çăмăлпа килнĕ терĕр-ха района? — ыйтрĕ тинех палламан çын, шухăшран вăраннă пек, пуçне çĕклесе. — Барашкин чĕнтернипе-и?

— Çук. Эпĕ вăл чĕнтернине илтмен-курман. Ывăлăмăр вăрçăра пуç хунине пĕлсен, хут килсен, карчăк йывăр чирлесе ӳкрĕ, ăна больницăна илсе килмелле пулчĕ. Анчах унта вырăн çук иккен. Пулăшмĕç-ши тесе, сывлăх пайне васкаттăм, коридорта Барашкин тытса чарчĕ, хăйĕн патне сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ. Манăн васкамалла. Каçарăр...

Çар тумли телефон трубкине тытрĕ.

— Мана район больниципе çыхăнтарăр... Больница-и? Аслă врач кирлĕччĕ... Борис Михайлович, сывлăх сунатăп сире. Итлĕр-ха, сирĕн патăрта, коридорта, Совет Союзĕн Геройĕн амăшĕ выртать. Ăна халех йĕркеллĕ вырнаçтарма, унта сыватма тăрăшăр. Шанатăп. Сывă пулăр.

Фатюшин трубкине хучĕ, калаçма чарăнса, шухăша кайрĕ.

Алексей Гурьянович тĕлĕннипе малтан ним тума, ним калама аптрарĕ, чĕлхи çыхланчĕ, хăй чул пек шак хытса ларчĕ. Унтан, темшĕн-çке, чĕркуççийĕ çинче выртакан кăвак шăнăр тапса тухнă аллисем çине пăхрĕ, пуçне çĕклеймерĕ, сăмах чĕнеймерĕ.

— Саламлатăп сире, Алексей Гурьянович! — аран илтрĕ вăл таçтан çĕр тĕпĕнчен килнĕ пек туйăннă сасса. — Указ илтĕмĕр. Сирĕн ывăлăр паттăррăн çапăçса пуç хунă. Ленин орденĕ тата Ылтăн çăлтăр. Вĕсене хăвăр ялăрта, пĕтĕм халăх умĕнче сире, ашшĕне, парăпăр.

— Мĕн калам? — куçне пӳрнисемпе шăлкаласа илчĕ ватă çын. — Тавтапуç сире... Урăх нимĕн те калаймарĕ.

— Çавăн пек паттăра пăхса çитĕнтернĕшĕн хăвăра тавтапуç, Алексей Гурьянович. Амăшĕ пирки ан шикленĕр. Ăна йĕркеллĕ вырнаçтарчĕç пуль ĕнтĕ, сыватма тăрăшĕç, халĕ кĕскен те пулин хăвăр çинчен, колхозăр çинчен йĕрки-йĕркипе каласа парăр...

Больница коридорĕнчи сак çинче, хунямăшĕ ури вĕçĕнче ларакан Валентина хăйсем патнелле шурă халат тăхăннă, куçлăхлă, мăйăхлă-сухаллă, пĕвĕ-сийĕпе çӳллĕ арçын тата ун ик енĕпе юнашар икĕ хĕр, çавăн пекех шурăскерсем, утса пынине курчĕ те ура çине тăчĕ, вĕсене сывлăх сунса, пуçне сăпайлăн тайрĕ.

— Çакă хĕрарăма, — терĕ арçынни, Сăпание питрен-куçран тинкерсе пăхса илнĕ хыççăн, — халех çăвăнтарса, 5-мĕш уйрăм палатăна вырттарăр.

— Вăл запаснăй палата-çке пирĕн, Борис Михайлович, — астутарма тăчĕ икĕ хĕртен пĕри, аслăраххи.

— Хушнă — тунă! — хыттăнах каларĕ врач. — Ку хĕрарăм... (Вăл лешсене Валентина илтмелле мар тем пăшăлтатса каларĕ.) Эсир кам пулатăр? — ыйтрĕ вара, Валентина енне çаврăнса, хунямăшне нуçилкке çике хунă чух. — Ăна эсир илсе килтĕр-и?

— Эпĕ унăн кинĕ пулатăп. Манăн хамăн та пĕр чăрмав пурччĕ, — хăюсăррăн пĕлтерчĕ Валентина. — Манăн хĕрарăм врачĕпе курса калаçмалла.

Врач халат кĕсйинчен блокнот туртса кăларчĕ те пĕр листи çине тем çыркаласа ăна Валентинăна тыттарчĕ, ăçта, кам патне каймаллине ăнлантарчĕ.

— Хунямăршăн ан пăшăрханăр, сыватма тăрăшăпăр, — терĕ вăл, сывпуллашса.

Хĕрарăм врач, лутра та тачкаскер, Валентинăна ни сиввĕн, ни ăшшăн йышăнчĕ, хăш пукан çине лармаллине, сăмахсăр, тăрчанкă аллипе тăсса кăтартрĕ. Вăлах, çамрăк та хитре хĕрарăм хăйне хăюсăррăн тыткаланине кура, ирĕксĕрех тенĕ пек йăл кулчĕ. Çавăн чухне тин ăна Валентина аслă врач çырса панă хутне сĕнчĕ. Хĕрарăм врач хăвăрт вуласа тухрĕ те, темшĕн-çке, Валентинăна куçран тĕлĕннĕ пек тинкерсе пăхрĕ. Çавăнтах унăн кăмăлĕ йăлтах улшăнса кайрĕ.

— Халех пăхăпăр-курăпăр, тĕрĕслĕпĕр, чипер хĕрĕм. Мĕн ятлă эсĕ?

— Валентина?

— Хушамату?

— Гурьянова.

— Илемлĕ ят. Валентина. Хывăнăр. Ак çак кушетка çине выртăр, — шăкăлтатать хĕрарăм врач. — Пĕрремĕш-и?.. Апла шикленмелли çук. Малтанхи çăмăлпа çуралать. Миçемĕш уйăхра тесе шутлатăн ху?... Çук, тĕрĕсех мар. Ман шухăшпа, çиччĕрен иртейнĕ çеç...

Унтан хĕрарăм врач, чĕлхи-çăварĕ те, кăмăлĕ те уçăлса кайнăскер, Валентинăна хăйне мĕнле тытмалли, мĕн çимелли-ĕçмелли çинчен каласа пачĕ. Унтан пĕр çӳхе кĕнеке илсе тыттарчĕ.

— Манса каясран акă сана, — терĕ вăл. — Ан ман, вăл саншăн, пăхмасăр каламалли сăвă пек пултăр.

Кăмăллă врача сăпайлă тав туса, Валентина унăн кабинетĕнчен тухрĕ.

Çав вăхăтра Алексей Гурьянович ăнсăртран тĕл пулнă çынпа ун кабинетĕнче калаçса ларнă-ха. Вăл кам иккенне, ăна хисеплесе мĕнле чĕнмеллине Гурьянов, ырă çынна ытла хапăлскер, малтан хăяйман. Епле-ха ыйтăн «Эсĕ кам пулатăн?» тесе. Хăй умĕнче çав тери ырă çын ларнăран, вăл ăна ăспа хакласа çитерме çук хыпар пĕлтернĕрен, Гурьянов ăна хăйсен колхозĕ çинчен, йывăрлăх çинчен йĕрки-йĕркипе каласа пачĕ. Çынсене те манса хăвармарĕ вăл. Тăрăшакансене мухтарĕ, кахалсене ятларĕ, тĕрлĕрен элекçĕсем, сӳпĕлтисем пирки вара тарăхса каласа пачĕ. «Акă паян мана коридорта Барашкин тытса чарчĕ, — терĕ вăл. — Элеклесе каламастăп, хута кĕме йăлăнса та каламастăп, анчах тĕрĕс çултан пăрăнаймастăп: кунта çав Миронов, ревкомисси председателĕ (ятне пултăрах!) жалоба çитернĕ те, Барашкин, хăй пырса тĕрĕслемесĕр, ун юррине юрлать».

Вăлах пĕррехинче Барановский, военкоматра ĕçлекен майор, хăйне хăратма пăхни çинчен те каласа пачĕ. Ывăлĕ вăрçăра çухалнă пулать иккен. Паллă мар... («Барановский, Барашкин — шухăшласа илчĕ Гурьянов. — Пĕр евĕрлĕ хушаматсем. Таçтан тупăнаççĕ!»)

Итлесе лараканни хăш-пĕр çĕрте тем çыркаласа пычĕ.

— Каçарăр, тархасшăн, — терĕ юлашкинчен Алексей Гурьянович, теме аса илнĕ пек сывласа. — Эпĕ, айван, сирĕн вăхăтăр çинчен шухăшламарăм. Каçарăр.

— Эсир каласа пани вăл питĕ лайăх, — терĕ çар тумли, сĕтелĕ хушшинчен тухса. — Сирĕн колхозăр çинчен райком бюровĕнче ыйту лартиччен малтан пырса тĕплĕн тĕрĕслĕпĕр. Ĕçе ху куçупа хăвăн курас пулать. Ку — пĕрре. Унтан... Акă мĕн: эсир хăвăр ман çинчен мĕншĕн ним те ыйтса пĕлмерĕр? Кам эпĕ? Мĕн ятлă? Ăçтисем? Мĕнле çапла тӳрех ĕненсе пăрахрăр пулать ют çынна?

— Тепĕр хут каçарма ыйтатăп. Анчах эсир ют марри куçранах, сăмахăртанах палăрать. Эсир — ырă кăмăллă çын, усал шухăшлă пулма пултараймастăр. Урăхла калама пĕлместĕп. Кам иккенне, хушаматăра ыйтма, ырăпа калаçса ларнăран, мансах кайнă. Каçарăр.

— Юрĕ-çке, — терĕ умĕнче тăраканни, çамкине аллипе сăтăркаласа. — Вăл темĕн мар. Пĕлĕр эппин: эпĕ вăрçă пуçламăшĕнче сирĕн Николай ывăлăрпа пĕрле çапăçрăм, амантрĕç те ăнсăртран Шупашкарти госпитале илсе çитерчĕç, сывалсан мана райком секретарĕ туса хучĕç. Ман хушаматăм — Фатюшин...

 

Алексей Гурьяновичпа Валентина район хулинчен каяс умĕн больницăна кĕрсе тухрĕç. Сăпанипе сывпуллашрĕç, ун чирĕ çинчен тухтăрпа калаçрĕç (вăл вĕсене, паллах, йăпатрĕ), вара, çуна çине юнашар ларса, хăйсен ялнелле çул тытрĕç. Утсем, ăçталла каймаллине сиссе, тытса чарма çук юртаççĕ, Валентинăпа хуняшшĕне калаçма памаççĕ. Калаçас килет.

— Мĕнле ырă кăмăллă çынсем кунта, — терĕ Валентина хире тухсан. — Малтан, пĕр хĕрарăмпа тепĕр тухтăрĕ сиввĕн калаçнă чух, эпĕ хăраса ӳкрĕм, сехрем хăпса тухатчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, аннене тирпейлĕн таса вырăн çине вырттарчĕç. Васкасах, ман сывлăха та тĕрĕслерĕç (мĕншĕн тĕрĕслени çинчен шарламарĕ). Питĕ ăшă-ăшă кăмăллă çынсем!

— Сана вĕсем, — терĕ ватти, — Игнатий Алексеевич ывăлăн, Совет Союзĕн Геройĕн мăшăрĕ вырăнне йышăннă...

Валентина нимĕн те калаймарĕ.

■ Страницăсем: 1 2