Хĕçпе çурла :: 1


Çапла, икĕ хутлă шурă çурт крыльци çинче тăракан шинель тăхăннă кĕрнеклĕ пӳ-силлĕ хĕр никам та мар, Гурьянова Елена Алексеевна пулнă.

Куçса çӳрекен пĕр госпиталь çакă хулана вырнаçнăран вара пĕр эрне кăна иртнĕ. Врачсемпе сестрасем кунта коридорсем тăрăх хĕвĕшсе çӳремесĕр, лăпкăн ĕçленĕ. Фронт вĕсене ку тапхăрта ытла васкатман. Сайра хутра илсе килнĕ аманнисене, суранланнисене пулăшу пама, сыватма вăхăт çителĕклĕ пулнă. Пĕчĕк сурана вăрçăра хисепе хумаççĕ, ăна пула салтак çапăçуран тухмасть, юлташĕсенчен уйрăлса каймасть. Ку госпиталь ĕнтĕ мирлĕ пурнăç чухнехи больница пекех туйăннă. Сыватасса та кунта пуринчен ытла таврари çынсене — нимĕçсен асапĕнчен аран хăтăлнисене, выçăпа аптраса е шартлама сивĕре шăнса пăсăлнисене — сыватнă.

Каç-каç, ĕç пĕтсен, дежурствăра мар чухне, врачсем пĕр пушă пӳлĕме пухăнма юратнă. Вĕсем пуринчен ытла çамрăк хĕрарăмсемпе хĕрсем пулнă. Пӳлĕме чĕнтĕрленĕ витĕ сарнă çаврака сĕтел илем кӳнĕ, ун çинче хаçат-журнал сапаланса выртнă, стена çумĕнче тĕрлĕрен картина, плакатсем курăннă. Хыçлă пукансем çинче хĕрарăмсем журнал уçкаласа е пĕр-пĕринпе шăппăн калаçкаласа ларнă.

— Вăрçăчченхи евĕрлех, — терĕ пĕррехинче çавăнта пĕр çамрăк хĕрарăм. — Сире çавăн пек туйăнмасть-и, Татьяна Михайловна?

— Мĕн сăлтавпа асăнатăр эсир ăна, Маргарита Ивановна? — ыйтрĕ Федорова хушаматлă хĕрарăм, унран кăшт кăна аслăраххи, Татьяна Михайловна тени.

— Вăл вăхăтсем иртсе кайрĕç ĕнтĕ пирĕн тĕлтен. Поэт каларăш, илемлĕ тĕлĕк пек, ирхи тĕтре пек сирĕлчĕç.

Маргарита Ивановнăн хушамачĕ Рябинина. Унăн сăнне-питне те çанталăк кĕр енне сулăннă вăхăтри вăрман хĕрринчи пиçнĕ-пиçмен пилешпе танлаштарма пулать: шурри кайман, хĕрли çĕнтереймен-ха, пăхма илемлĕ, хăй йӳçĕ. Куçĕ Маргаритăн утмăлтурат чечекĕ пек кăвак, çӳçĕ сарă, тути пĕчĕккĕ те тăртанчăкрах. Пĕчĕк хăлхи алкаллă. Тĕсрен-питрен пăхма питĕ килĕшӳллĕ çамрăк хĕрарăм вăл, анчах пĕвĕ-сийĕ лутрарах та чăмăрккарах пулнăран кăна хăйне хăй те тиркет иккен тепĕр чух.

— Иртни ним сăлтавсăрах асăма килчĕ, — терĕ вăл. — Аванччĕ ун чухне! Ĕç пĕтерсен пĕр-пĕринпе сывпуллашаттăмăр та, ăçталла кăмăл туртать, çавăнталла утаттăмăр. Кунта ун пек мар. Аслинчен ыйтмасăр утăм ярса пусаймастăн. Халĕ акă кунта шăп пулнăран анчах каласа хутăм çав сăмаха.

Татьяна Михайловна, унран нумай çӳллĕскер, Рябинина енне куç хӳрипе çеç пăхрĕ. Маргарита Ивановна, темшĕн-çке, те хура куçлисем усал тенине илтнĕрен, юлташĕ умĕнче кăштах шикленнĕ пек тытнă, анчах унăн яштака пӳне-синех, çаврака пилĕкнех юратмасăр е хăш чухне ăмсансах та пăхмасăр пултарайман.

Ыттисем — пӳлĕмре тата виçĕ хĕрарăм пулнă — сăмах хушмасăр хаçат-журнал вуласа ларнă. Çак вăхăтра унта хĕр пырса кĕчĕ.

— Акă вăл, — терĕ Рябинина, йăл-йăл кулкаласа. — Пирĕнтен чи телейли килчĕ. Иртсе ларсамăр, Елена Алексеевна.

Елена Гурьянова пушă пукан çине пырса ларчĕ те сĕтел çинчен пĕр журнал илчĕ.

— Мĕншĕн ун пек калатăр ман пирки. Маргарита Ивановна? Мĕнрен телейлĕ-ши эпĕ? Хам ăна-кăна туймастăп та, курмастăп та, — тĕлĕненçи пулчĕ Гурьянова.

Халь ĕнтĕ, вулама пăрахса, пурте вĕсен калаçăвне итлеме тытăнчĕç, вăрçăччен хăшин те пĕрин мĕнле кăна пулман-тăр пурнăçĕ, анчах кунта, вилĕмпе тытăçнă вăхăтра, кашнийĕн пĕр шăпа.

— Эсĕ, чиперĕм, ăна-кăна туйман-курманран калатăп та, — тунсăхпа савăнăçа хутăштарса янă пек сăмахне малалла тăсрĕ Рябинина. — Эсĕ пиртен чи çамрăкки, халиччен пĕрре те качча кайса курман, килĕнтисенчен тунсăхланисĕр пуçне, никамшăн та, нимĕншĕн те пăшăрханмастăн...

— Тен, манăн савнă каччăм пур? — пӳлчĕ ăна Елена Гурьянова иртĕнерех те савăнăçлăн.

— Пурпĕрех санăн тунсăху таса, — терĕ Маргарита Ивановна. — Каччупа пĕр вырăн çине выртман пулсан... — хушса хучĕ вăл, кăшт чарăнса тăнă хыççăн.

Гурьянова хальхинче хĕрелсе кайрĕ, ун еннелле тарăхнă чухнехи пек кăнн! пăхса илчĕ.

— Чипер калаç, Маргарита! — хыттăнах асăрхаттарчĕ Рябининăна Татьяна Михайловна. — Хăв умăнта кам ларнине ан ман! Асту! Хĕр чухне хăвна ху мĕнлерех тытнине асна ил эппин, тепĕр тесен. Эпир те çамрăк пулса курнă...

— Каçар, Елена! — терĕ ним пулман пекех, ытахальтен кăна Рябинина. — Чĕлхен чаракĕ çукран çеç килпетсĕррĕн персе ятăм пулать. Эпĕ акă мĕн каласшăнччĕ: каччу пур-и санăн, çук-и, вăл пурпĕрех упăшку мар, эсĕ унăн арăмĕ мар-ха, тесшĕнччĕ. Ирĕк чухне савни тени вăл темиçе те тупăнма пултарать. Пирĕн, пĕрре айван пуçпа качча кайнăскерсен, урăхла йышши тунсăх. Шухăш та урăхла. Тен, вăл, упăшка тени, эпĕ çук чухне ютран тупнипе пурăнать? Тен, вăл таçта аякра ман пирки те çаплах иккĕлле шухăшлать? Иксĕмĕре те акă мĕн шухăшлаттарать, чуна ыраттарать. Вара, йывăр тунсăха чĕререн кăларса перес тесе, хăш чухне алă сулас патне çитетĕн. Çапла мар-и, хĕрсем?

Çамрăк хĕрарăмсем вара, Маргарита Ивановна сăмахне хирĕç мĕн те пулин калас вырăнне, кăтрисене каялла ывăтса, ахăлтатма тытăнчĕç.

— Пултарать пирĕн Маргарита! — терĕ пĕри кулма чарăннă-чарăнман. — Темле йывăр хуйха-суйха та сирсе яма сăмах тупать.

Виççĕмĕш, чи аслăраххи, сехечĕ çине пăхса илчĕ, тăчĕ те пӳлĕмрен пĕр сăмахсăр тухса кайрĕ. Федоровăпа Гурьянова та, те хирĕç каламалли сăмаха сасартăк тупайманран, те тĕлĕннĕрен, çăвар уçса чĕнмерĕç.