Хĕçпе çурла :: 5


Кăчăрт-кăчăрт ура сасси урамра — хăйне евĕрлĕ кĕвĕ. Аван-çке ăна итлеме çакăн пек уяр каç. Икĕ хутлă çурт чӳречисенчен йăл-йăл çутă пас тытнă йывăçсем çине ӳкет, вĕсем вара кĕмĕл пĕлĕт пек курăнаççĕ. Аялти хутăн чӳречисенчен ӳкекен лампа çути шурă кĕртсене тĕллĕн-тĕллĕн сенкертерех тĕспе витет: килте вĕсене çӳхе кăвак хутпа чĕркенĕ пулмалла. Урам варрипе утма çăмăл, çул ĕнтĕ такăрланнă, çавăнпа кăчăрт-кăчăрт ура сасси хăйне евĕрлĕ кĕвĕ пек илтĕнсе пырать.

Çăмăллăн утать Елена Гурьянова. Питĕнчен шартлама сивĕ чĕпĕтни те ăна халĕ çиллентерме мар, савăнтарать кăна. Хĕрĕн нимĕн çинчен те шухăшлас килмест. Хăй умĕнче мĕн курни кăна-çке ăна темĕне аса илтерет. Авă, шурă упа пек пĕр тăсланкă кĕрт выртать. Нумаях пулмастъ-ха — нихçан манас çук çав пăтăрмах мыскарана — гортан купаланнă çавраçил ăна çав кĕрт çине вăйлăн йăтса ывăтнăччĕ. Пĕр çын ăнсăртран курман пулсан-и? — шухăшлама хăрушă! Госпитале йăтса кĕрекенни — ăна вăл хăйне ура çине тăратсан курчĕ — майор погонĕпеччĕ. Танкист. Сасартăк мĕн те пулин пулса иртнĕ самантра куçпа ăс питĕ хăвăрт ĕçлеççĕ иккен, хăвăн ăсунта манăçми йĕр хăвараççĕ.

Кăчăрт-кăчăрт. Акă Рябинина пурăнакан çурт. Чӳречерен урама çутă ӳкет. Елена çултан пăрăнать те тăвăр сукмакпа пĕчек хапха умне пырса тăрать, шухăша каять. Кĕрес-ши, кĕрес мар-ши? Тем иккĕлентерет ăна. Федорова калани тĕрĕс пулсан? Кам вăл Рябинина? Кирек те кам пултăр, тепĕр тесен! Вăл ăна çисе ярас çук, хăвăн çулăнтан пăрас çук, пăрма хăтлансан та, пăрма пултарас çук. Эпĕ хĕрача мар ĕнтĕ, ӳссе çитнĕ хĕр. Çак шухăшпа хăйне хăй лăплантарса, Елена картишне, тем тума васканă пек, хăвăрт кĕрсе кайрĕ.

Маргарита Ивановна малтанхи пекех ăна хаваслă йышăнчĕ. Вăл хальхинче вăрăм халачĕпе мар, илемлĕ хура платьепе, кăкăрĕ çинче хĕрлĕпе шурă тĕрĕ, çийĕнчен медальон çакнă, çӳçне хыçалалла тураса пусарнă, тип-тикĕс шурă çамки унăн çаврака та уççăн курăнса тăратъ. Урине çӳллĕ кĕлеллĕ хитре туфли тăхăннă. Çавăнпах-и вăл пĕвĕ-сийĕпе ӳснĕ пек, пилĕкĕ картина çинчи пек кĕрнеклĕ. Каснă-лартнă графиня тейĕн.

— Эсир, Маргарита Ивановна, чĕннĕ çĕре хăнана кайма пуçтарăнман пулĕ-çке? — тĕлĕннине палăртсах ыйтрĕ Елена. — Эпĕ чăрмантартăм пулать вара. Каçарăр, тархасшăн.

— Çук, çук. Мана никам та чĕнмен, — лăпкăн хирĕç тавăрчĕ Рябинина. — Хăш чухне манăн, Елена, тĕк тăнă çĕртех питĕ хитре тумланас килсе каять. Пурнăç ахаль те кичем пирки илемлĕ тăхăнса хăвна ху тĕкĕр умĕнче кăтартас шухăш çуралать пуçра... Хĕрарăм, ман шухăшпа, яланах илемлĕ пулмалла. Салтăн хăвăртрах. Мĕншĕн тĕлĕннĕ евĕр пăхса тăратăн?

— Эпĕ салтăнма вăтанатăп. Мĕн эпĕ сирĕн çумăрта? — терĕ Елена хывăннă вăхăтра.

— Эсĕ манран темиçе хут хитре, Елена. Сан çийӳнте мĕн пурри пурте килĕшӳллĕ, ăнлан: хĕрĕн-хĕрарăмăн илемĕ, тепĕр тесен, тумран кăна килмест.

Гимнастерка çинчен çыхнă ременĕ Еленăн пилĕкне çап-çаврака кăтартать, тăпăл тытăнса тăран кăкăрĕ унăн чăп-чăмăркка та çӳллĕ, çӳçĕ — çăра хумлă кăтра. Çутă атă кунчи ура хырăмне çат тытнă. Хĕр темерĕн! Илемлĕ!

— Хĕр вăл хĕрех çав. Пурте килĕшет сана, — ун çинчен куç илеймесĕр калаçать Рябинина. — Хам каччă пулсан, эпĕ сан çумăнтан хăпмăттăм, тупата... Çитĕ-çке, халĕ — сĕтел хушшине.

— Анчах коньяк мар.

— Пулсан тем пекехчĕ те, çук çав. Пĕтрĕ.

Çак самантра картишĕнче ура сасси, такамсем калаçкалани илтĕнчĕ. Елена Гурьянова, теме сиснĕрен шикленнĕ пек пулса, Рябинина еннелле вĕлт пăхса илчĕ. Маргарита Ивановна чĕнмерĕ, алăк патнелле утса кайрĕ, пăлтăра тухрĕ. «Ман тĕлĕшрен тем шут тытман-ши ку? — шухăшларĕ Елена. — Кĕçĕр мана юри чĕнмерĕ-ши вăл? Мĕншĕн?..»

Шухăшĕ вĕçне тухса çитеймерĕ, алăк уçăлчĕ те пӳлĕме Рябининăпа пĕрле икĕ арçын кĕрсе тăчĕç.

— Паллашăр, Елена Алексеевна, — икĕ арçын хушшинчен савăнăçлăн кулкаларĕ Рябинина. — Полковник Сидоров, Иван Андреевич — хушамачĕ, ячĕ те, ашшĕ ячĕ те тĕп вырăсла, астуса юлма питĕ çăмăл; майор Антонов, Александр Юрьевич... Хывăнăр, хаклă хăнасем, шинелĕрсене çакăнта çакма пултаратăр, — унтан алăк патнелле вăрт-варт çаврăнса тăчĕ Рябинина.

«Мĕншĕн килтĕм-ши, — шухăшларĕ Гурьянова. — Федорова асăрхаттарни тĕрĕс пулсан, мĕнле тытмалла хама хам ку арçынсем умĕнче».

Полковникĕ — Рябинина тĕрĕсне каланă — вăтам çулсенчен иртнĕ хытканрах та çӳллĕ арçын. Елена хăй ăшĕнче кăшт кулса илчĕ: Маргарита Ивановна унăн хулĕ айне кĕрсе тăмалла. Хăйне пăхăнакансем унран шикленеççĕ пулмалла: курпунтарах сăмсаллă (ăмăрткайăкăнни пек), çивĕч хура куçлă, тăрăхла та типшĕмрех питлĕ, паттăр кĕлеткеллĕ. Майорĕ вăтам пӳллĕ... Малалла ун пирки Елена ним калаймарĕ. Ăна çак çынна таçта курнă пек туйăнчĕ. Вăл вăрттăн-вăрттăн ун еннелле пăхса илчĕ.

Рябинина, тĕпеле кĕрсе кайса, тем хатĕрлеме тытăнчĕ.

— Чим-ха, Маргарита Ивановна, — асăрхаттарчĕ ăна Сидоров полковник, — эпир малтан пирĕн хутаçра мĕн-мĕн пуррине пăхар, вара мĕн тумаллине пĕлĕпĕр. Майор, кăларса хур мĕн илсе килнине сĕтел çине.

— Нумаях мар, — чемоданĕнчен хутпа чĕркенĕ япаласене кăларма тытăнчĕ майор. — Запасĕ вĕçнелле çите пуçларĕ. Акă консервăсем, тĕрлĕрен. Кусем юлашкисем ĕнтĕ. Тĕпĕ тутлă, теççĕ. Çавăнпа калатăп, пули — Норвегирен, хура кофе — Болгарирен, икĕ кĕленче коньяк — Францирен. Кулачă — ку хамăрăн. Урăх нимех те çук. Европа вăрçа пула чухăнлансах пырать. Каçарăр.

— Ăçтан тупма пултарнă эсир çаксене? — ыйтмасăр тӳсеймерĕ Елена. — Хăвăр унта кайса килмен пулĕ-çке?

— Пире, лейтенант юлташ, хамăра илсе килсех параççĕ, — кулкаласа, ун енне пăхса шӳтлерĕ майор. — Телее, укçасăрах тата... Акă халь пире Маргарита Ивановна хура кофе вĕретсе парать те, эпир вара сĕтел хушшинче вăхăт ирттернĕ чух ун çинчен ăнлантарма тăрăшăпăр.

Рябининăпа полковник кофе вĕретме тĕпеле кĕрсе кайрĕç, Антонов консерва банкисене уçма тытăнчĕ, Еленăна çăкăрне касма хушрĕ — ыйтрĕ мар, хушрĕ, кĕçĕнни аслисене итлемелле, терĕ кулкаласа, — вара ĕç пуçланчĕ.

— Чимĕр-ха, — терĕ майор, ĕçленĕ хушăрах Еленăна куçран пăхса. — Эпĕ сире таçта пĕрре курнă пек, тупата. Анчах ăçтине, хăçанхине ниепле астăваймастăп. Эсир хăвăр курман-и мана?

— Курнă, — именнипе куçне тартрĕ Елена. — Ăна асăнма аванах мар. Эпĕ вăйсăр пулнă, çил мана улăм пĕрчи пек кĕрт çине вĕçтерсе кайнă. Çак урамрах...

— Халĕ ак аса илтĕм! — хĕпĕртенĕ пек каласа хучĕ майор. — Ыйтса юлма ăс çитереймерĕм. Калăрăр пулсан та, мантăм. Каçарăр. Тупа ту тĕл пулаймасть, теççĕ, çынпа çын...

— Çынсем пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ иккен, — пӳлчĕ ăна Елена. — Ăнсăртран.

— Ун чухне турра ĕменес килсе каять манăн, — хальхинче сасăпах кулса илчĕ Антонов майор. — Ăнсăртран мар, çӳлти хушнипе пулмарĕ-ши ку?

Тĕпелтен полковник, пăс кăларакан чейник йăтса, Рябинина, черккесемпе чашăксем тытса, тем калаçкаласа тухрĕç те аллисенчисене сĕтел çине лартрĕç.

— Мĕн сăлтавпа пулчĕ-ха ку пирĕн? — пурне те пăхса çаврăнчĕ полковник. — Пĕр-пĕр уяв кунĕ мар паян. Хăш чух, сăмах май каласан, уявра та тутли çакланмасть пире çак çулсенче. Тен, хамăр хушăра ларакансенчен камăн та пулин çуралнă кунĕ? Эсир, хĕрсем, чухласа илеймерĕр-и çавна?

— Манăн августра пек астăватăп, — шухăша кайнă пек пулчĕ Рябинина. — Елена, санăн хăçан?

— Май уйăхĕнче!

— Илемлĕ уйăх! — терĕ майор. — Телейлĕ.

— Мана анне йĕпе-сапара çуратнă, — вĕсенчен юлмарĕ полковник. — Октябрьте. Çавăнпа, çавăн чухнехи пĕлĕт пек салхуллă пултăм пуль. Тупнă вăхăт.

— Кам сире салхуллă е хаяр тейĕ? — ăшшăн пăхрĕ ун еннелле Маргарита Ивановна, — эппин, черкке çĕклеме сăлтав çук-им?

— Пур! — хыттăнах каларĕ Сидоров. — Паян пирĕн хисеплĕ майорăн, «Хĕрлĕ Çăлтăр» орден кавалерĕн — Антонов Александрăн çуралнă кунĕ!

Пурте алă çупса ячĕç. Антонов ура çине тăрса пурин еннелле те çаврăнса пуç тайрĕ.

— Çакă сивĕ кун, хĕлле, Атăл çинчи пĕр пĕчĕк хулара, Чăваш республикин тĕп хулинче, Шупашкарта çуралнă. Учительсен кил-йышĕнче. Унтанпа шăп та лăп 25 çул иртет паянтан. Атăл çинче çуралнă — моряк пулайман, ашшĕ-амăшĕ учительсем — хăй педагога тухайман, Чапаев çуралнă хула — йĕнер çине ларайман. Ăнман çын. Чăвашра çуралнă — чăваш мар. Пуçне ниçта чикеймен пирки танкист пулса тăнă... Унăн сывлăхĕшĕн!

— Эппин, эпĕ те юлмăстăп, — терĕ Елена. — Янташ сывлăхĕшĕн.

Хаваслă, савăнăçлă вăхăт!

Елена Гурьянова хăй те чăваш хĕрĕ иккенне пĕлтерчĕ.

— Каллех ăнсăртран-и? — ыйтрĕ ун енне пăхса Антонов, — çук, çӳлтен хушниех пулмалла.

Елена та ăна хирĕç йăл кулса илчĕ. Ыттисем вĕсене ăнланаймарĕç, анчах ыйтса-туса шарламарĕç, пĕлмĕш пулса ирттерсе ячĕç.

Елюкăн шикленес-тăвасси йăлтах иртсе кайрĕ. Вăл ыттисемпе калаçма, шӳт тума тытăнчĕ, кăмăлĕ уçăлчĕ. Çын тени кирек ăçта çуралса ӳснĕ пулин те пĕр, мĕншĕн тесен пĕр çĕр-шывра çуралса ӳснĕ, пĕр пек шкулта вĕреннĕ, пĕр ĕмĕтпе пурăннă, халĕ те çаплах пурăнатăн, анчах ху пĕлекен тавралăхра çуралнă çынна курсан, темшĕн-çке, тăванпа курнă пекех туйăнса каять.

— Эсир, майор юлташ, тем каласа пама пулнăччĕ, — хăюллăнах астутарчĕ Елена.

— Хаваспах, — аслисенчен ирĕк илсен тата туртма ирĕк парсан, хăй умне пĕр пачка сигарет кăларса хучĕ Антонов. — Ку сигарет Югославирен пулас, — терĕ вăл, ассăн сывласа. — Кама кăна çаратман Гитлер!.. Сталинград патĕнче нимĕçсене тимĕр унка хупăрласа илсен, вĕсем хайхи выçăпа вилме тытăнасса çитнĕ. Вĕсем умĕнче ишĕлсе-çунса пĕтнĕ ялсем витĕр сивĕ çил шăхăрнă, шурă çеçенхир кăна юлнă. Вырт та вил! Акă вара нимĕç самолечĕсем хăйсен вĕтĕннĕ вăрă-хурахĕсем çине ещĕкĕ-ещĕкĕпе апат-çимĕç пăрахма тытăнчĕç. Эпир — хавас! Тăшмана лекес вырăнне, çав ещĕксем пирĕн алла та сахал мар çакланчĕç. Кулăш. Пирĕн салтаксем нимĕç самолечĕсене шикленсе мар, савăнса кайса кĕтсе иле пуçларĕç. Бомбăсемпе мар, тĕрлĕрен апат-çимĕçпе вĕçсе килеççĕ. Çав кăна. Запас пĕтсе килет хайхисен, умра пур чухне ĕçсе-çисе юлар.

— Вĕсене тимĕр унка хупасси татах та пулĕ, ыранхишĕн ан шухăшлăр, умрине ан хĕрхенĕр теççĕ, — хушса хучĕ полковник.

Вĕсем çав каç Рябинина патĕнче нумайччен калаçса ларчĕç. Ĕçрĕç-çирĕç, йĕркеллĕн шавларĕç, картла та выляса илчĕç, унтан арçынсем хăйсем патне пуçтарăнма тытăнчĕç. Чипер, йĕркеллĕ сывпуллашса кайрĕç. Тухас умĕн, Елена аллине тытсан, Антонов ăна шăппăн: «Тепре курма телейĕм пулĕ-ши?» тесе ыйтрĕ. Гурьянова ун сăмахне хирĕç ним чĕнеймерĕ, ун çине ăшшăн пăхса илсе пуçне лăпкăн пĕкни, алли ăшшăн-ăшшăн туйăнни çавăн пекех ăшă сăмах вырăнне пулчĕç.

— Тепре куриччен! — терĕ Антонов.

— Тепре куриччен! — шăппăн каларĕ Елена. Вăхăта вăрласа май килтернĕ таран, вĕсем, Гурьяновăпа Антонов, тата ик-виçĕ хутчен тĕл пулса калаçнă. Пĕрне-пĕри кăмăлланине вĕсем иккĕшĕ те сисе пуçланă, анчах ун çинчен калама нихăшĕ те хăюлăх çитереймен. Вĕсен вара «юрататăп» сăмаха илтмесĕрех уйрăлмалла килсе тухнă.

Çапах та курмасăр уйрăлман. Пĕр ирхине урампа умлăн-хыçлăн танксем ирте-ирте кайнă. Рябининăпа Гурьянова, ĕç пуçланиччен, кабинетра пулнă. Кĕр-шав илтĕнсен вĕсем, госпиталĕн аялти хутне анса, пĕр шăнман чӳречерен урамалла пăхнă. Иккĕшин ăс-тăнне чи малтан «каяççĕ» тенĕ шухăш пырса кĕнĕ, çав шухăшах чĕрисене пырса тивнĕ, Елена ăна сасăпа каласа яма шикленнĕ: сасси, пĕр сасă кăна, хăйĕн туйăмне йăлтах пĕлтерессине вăл сиснĕ. «Эх, пурнăç! — шухăшланă хăй ăшĕнче. — Юратма тытăннă савнă çыннупа та йĕркеллĕ уйрăлаймастăн».

Çапла шухăшланă çеç, алăк уçăлнă та коридора полковникпа майор кĕни курăнса кайнă. Сидоров кулкаласа утнă, Антонов тĕксĕм пулнă.

— Ну, хĕрĕм, — тенĕ полковник Рябининăна, — сывă пул та, чипер пурăн. Эпир кайрăмăр. Çитет кун чухлĕ лăпкăн пурăнса. Васкар.

Вăл пĕшкĕнсе Маргарита Ивановнăна чăн та ашшĕ пек чуптунă.

— Телейлĕ çул пултăр, старик! — тенĕ хурлăхлă сасăпа Рябинина...

— Сывă пул, Елена, — тенĕ пĕрле кĕтессерех кайса Антонов, хăй аллинчен унăн аллине вĕçертмесĕр. — Çыру çыр, сăмах панине ан ман. Юрать-и?

— Хăвăр çырсан мĕншĕн чĕнмесĕр ӳпкелештерес çынна, — теейнĕ Елена. — Тăраниччен калаçма вăхăт пулмарĕ, — хăюллăн хушса хунă вăл.

— Тепре куриччен. Халлĕхе куншăн та тав сире.

— Майор! — илтĕннĕ тепĕр енчен полковник сасси. — Вĕçтертĕмĕр! Хĕрсемпе калаçма вăхăт çук ĕнтĕ, алă пар та...

Вĕсем васкавлăн тухса кайнă, кусем хурлăхлăн пăхса юлнă.

Çав кунах каçхине Сперанский професоорпа госпиталь комиссарĕ врачсемпе сестрасене аслă пӳлĕме пуçтарнă. Малтан вĕсене комиссар хальхи вăхăтри лару-тăру çинчен, унтан Çурçĕр-хĕвеланăç фронтĕнчи ĕçсем çинчен каласа панă.

— Çапла, çитес вăхăтра пирĕн фронтра та вăйлă çапăçусем пуçланса кайма пултараççĕ. Пирĕн çав хĕрӳллĕ кунсене хирĕç, хăвăрах чухлатăр, лайăх хатĕрленсе тăмалла. Кунсăр пуçне, пирĕн умра тата тепĕр пысăк ĕç тăрать. Кун çинчен сире Аристарх Спиридонович пĕлтерĕ.

Çӳллĕ пӳ-силлĕ ватă çын вырăнтан тăмарĕ, ларнă çĕртенех хулăн та лăпкă сассипе пуçларĕ сăмахне:

— Практика кăтартса панă тăрăх, — терĕ вăл, — эсир ăна хăвăр та аван пĕлсе çитрĕр, çын пурнăçĕ ăна малтанхи пулăшу панинчен нумай килет. Пирĕнни пекгоспитале çитериччен çул çинче вилинсем нумай пулаççĕ. Пăхăсăн, çын пурнăçне сыхласа хăварма йывăрах та пулман иккен. Питĕ шел. Санбатсенче ĕçлекенсен ăсталăхĕ çитсех каймасть. Унта мĕн кирли те сахалтарах-ха. Ку фронтра, çулсем питĕ япăххине пула, фронт çывăхнелле медикаментсем те вăхăтра çитереймеççĕ. Сивĕ. Тăм илтерсе шăнса пăсăлнисем йышланчĕç. Çул çуккине пулах апат çитменнипе аптракансем те пур. Йывăр фронт. Тĕрĕссипе, вăрçи ниçта та çăмăлли çук вăл, анчах кунта хăйне май уйрăмах кĕтман инкек сике-сике тухать.

Сперанский çав нумай инкеке хирĕç кĕрешмелли майсем çинчен каларĕ.

— Эпир кунта акă мĕнле шухăш тытрăмăр, — терĕ вăл сăмах вĕçнелле çитеспе. — Халлĕхе эпир, мĕн калас, лăпкă тăратпăр-ха, мирлĕ вăхăтри евĕрлех. Çак хушăра пирĕн юлташсенчен хăшĕсем фронт çывăхнерех, санбатсене кайса, унти ĕçсене йĕркелеме пулăшсан, тем пекех аван пулĕччĕ. Паллах, приказласа кăларса ярас килмест манăн. Ĕçне ирĕксĕр тăваканран усси сахал. Кам каймахăй ирĕкĕпе килĕшет, çавăн пек врачсемпе сестрасем пулсан, аванччĕ. Шухăшлама сире пĕр кун. Ыран çак вăхăтра каллех кунта килĕпĕр. Çук, тĕрĕс мар калатăп, — хăйне хăй пӳлчĕ профессор, комиссар еннелле пăхса. — Çар йĕркине хăнăхса çитейместĕп, ватăлсан та хăнăхаймастăп. Кам кайма килĕшет, çавă мана е комиссара рапорт çырса патăр... Халлĕхе саланма пултаратăр.

Елена Гурьянова нумаях шухăшламарĕ. Унăн тахçанах вăрçă çывăхнех çитсе курас ĕмĕчĕ пурччĕ. Мĕнле унта? Ыттисем мĕнле тӳсеççĕ, мĕнле чăтаççĕ? Вĕсем чăтнине эпĕ чăтаймăп-им? Курмаллине курасах пулать. Акă тупăнчĕ те сăлтавĕ. Вăл улахрах çĕре пăрăнчĕ те рапортне унтах çырса хатĕрлерĕ.

— Галя, — чĕнчĕ вăл хăйĕнчен инçех мар утса пыракан сестрана, — пыратăн-и манпала?

— Эпĕ сиртен ниçта юлмастăп, Елена Алексеевна, — ним шухăшласа тăмасăр килĕшрĕ Галя.

Галя Квитко... Мĕи тери тăрăшакан, пултаруллă хĕрача... «Эсĕ ăçтан? — тесе ыйтрĕ пĕррехинче унран Елюк. — Питĕ çамрăк тĕслĕ. «Квитко» тени мĕне пĕлтерет? «Чечек тенине пĕлтерет», — хăюсăррăн каларĕ ăна Галя. «Илемлĕ хушамат! — терĕ ăна Гурьянова. — Эсĕ хăв та чечек пек чипер, тупата туршăн. Туслă пулар-и? Кала-ха, ăçтан эсĕ?»

Галя Квитко Украинăран иккен, Десна юханшывĕ хĕрринчи пĕр пысăк ялтан. Вăрçă пуçланнă кунах ашшĕ фронта кайнă, амăшĕпе юлнă хĕрĕ — Галя — фашистсенчен кунталла тарнă. Çул çинче, пĕр станцăра, бомбăсем айне пулса, амăшĕ вилнĕ. Пĕччен тăрса юлнă вун çиччĕри хĕрача, амăшне çул çинче пытарса хăварнă хыççăн, Мускав çывăхĕнчи пĕр хулара медицина курсĕнче вĕреннĕ, унтан — фронта!

■ Страницăсем: 1 2