Пăва çулĕ çинче :: «Вутлă арман»


Урамра ачасем темле «вутлă арман» çинчен калаçнине эпĕ темиçе хут та илтнĕччĕ, анчах вăл мĕнлине пĕлсех пĕтерменччĕ. Паян акă ăна хам куçпах курма тĕл килчĕ.

Савик хуçан «вутлă арманĕ» пысăк мар — икĕ вите пысăкăш хуралтах шăнăçнă. Пĕринче нефтьпе ĕçлекен двигатель ларать, тепринче арман чулĕпе пĕрме тата çăнăх ларĕ вырнаçтарнă. Çакнашкал армансем пирĕн таврара урăх никамăн та çук. Савик хуçа ăна Хусантан кӳртертĕм тет. Çил арманĕнче çăнăх авăртнăшăн кашни пăтран кĕреçе çăнăхĕ икĕ кĕрепенкке илеççĕ. Савик хуçа — тăватă кĕрепенкке тытса юлать. Çынсем çил çук чухне пурпĕрех вутлă армана пыраççĕ.

Атте двигатель мĕншĕн ĕçлеменнине тĕрĕслеме тытăнчĕ. Эпĕ инструментсен ещĕкĕ патне кукленсе лартăм, атте ман енне çаврăнса: «Плоскогубцы пар» е «французски ключне кӳр-ха», — тесе ыйтать. Эпĕ ещĕкри инструментсен ячĕсене пурне те пĕлетĕп. Ку хуçана та килĕшрĕ пулас, вăл мана, пуçран шăлса, çапла каларĕ: «Тепĕр икĕ çултан, Лука Тимофейчă, санăн помощникӳ çитĕнет». Кăна хирĕç атте: «Помощник çитĕнет те, анчах пĕр-пĕр çĕре вĕренме кĕртесчĕ-ха ăна», — тесе хучĕ. Савик хуçа аттепе килĕшмерĕ: «Хăвпа пĕрле тăрмашсан, сисмĕн те акă, ăста çын пулса тăрĕ». Акă мĕнле шутлать вăл.

«Вутлă арман» патне ялти çынсем пухăнчĕç. Пурте атте куçĕнчен пăхаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем, аттене пулăшам пекки туса, шалах та кĕрсе тăраççĕ. Атте хăйне кансĕрлекенсене юратмасть. Хуçапа ывăлĕ те ăна кашни çаврăнмассерен: «Ку мĕншĕн апла та, ку мĕншĕн капла?» — тесе аптратаççĕ. Атте кас-кас шухăша каять, хуçапа ывăлне хирĕç те чĕнмест. Ун пек чухне эпĕ тытăнатăп аттерен ыйтма, хуçапа ывăлĕ мĕн çинчен пĕлесшĕн пулнине астутаратăп. Атте ман сăмаха та хăлхана чиксех каймасть. Пĕр самантлăха двигатель лаççи шăплăха путать.

Савик хуçапа ывăлĕ те, армана пынă çынсем те атте двигателе ĕçе ярасса кĕтеççĕ. Çак машинăна манăн та ĕçлеттерес килет. Киле таврăнсан, «вутлă арман» çинчен эпĕ аннене, хамăр касри ачасене те каласа тĕлĕнтерĕттĕм ĕнтĕ. Эпĕ халĕ двигателĕн цилиндрĕ пуррине те, поршеньсем çине кăшăл пек пысăк çĕрĕсем тăхăнтартнине те пĕлетĕп. Двигатель тĕнĕлĕ çинче пĕчĕк кустăрма ларать, ăна шкив теççĕ. Çак шкив тăрăх чĕн пиçиххи чупать. Вăл юнашар çуртри арман чулне çавăрать. Паян тем те пĕлекен пултăм эпĕ. Атте пек пысăк пулсан, çакнашкал двигательсене хамах юсăттăм та-ха. Анчах мĕн çинчен шухăшлать-ши атте, мĕн пирки вăл иккĕленет е кулянать-ши? Цилиндр хуппине уçса юсанăранпа вăхăт чылай иртрĕ ĕнтĕ, çу юхакан трубкине те тасатрăмăр, анчах темшĕн атте двигательне чĕртсе яма васкамасть. Ăна кĕте-кĕте манăн хырăм та выçрĕ, киле те каяс килекен пулчĕ. Çапах та хам атте куçĕнчен пăхса: «Манăн шыв ĕçес килет», — тетĕп.

Ирхине тăрантаспа лартса килнĕ чухне Савик хуçа калама çук ырă çын пек туйăнчĕ, двигательне юсама тытăнсан та, пур енчен те тарават та вашават пек курăнчĕ. Халĕ, кăнтăрла иртрĕ пулсан та, пире апата чĕнмест. Килте пулсан, эпир тахçанах апатланмалла. Анне кăмакана çăмарта хăпартни лартатчĕ. Эпир ку таранччен апата таврăнманнине курсан, анне ик-виçĕ хут та пирĕн пата лаççа пырса кайнă пулĕччĕ, апат сивĕнет тесе ӳкĕтленĕ пулĕччĕ. Кунта акă пирĕн çинчен аса илекен те çук.

Атте, ман пуçри шухăша пĕлнĕ пекех, кĕсйинчен çутă ункăллă пăртманет кăларать, мана пăхăр укçа тыттарать.

— Авă унта лавкка пур, — урам енне тăсса кăтартать вăл, — пĕремĕк кайса ил.

— Манăн киле каяс килет, — тетĕп йăвашланса.

— Çак двигателе ĕçе ямасăр киле каясси çинчен ан та шухăшла ĕнтĕ, ачам. Каларăм сана, илсе килес мар терĕм. Эсĕ пырам-и те пырам-и тесе аптратма тытăнтăн. Халĕ киле васкататăн. Эх, нуша!

— «Вутлă арманĕ» каçчен те хатĕр пулмĕ.

— Е, ан йынăш. Эпĕ аннӳ мар, йынăшакана юратмастăп. Ăста пулас тесессĕн, йынăшма пăрахас пулать. Текех пĕчĕк ача мар ĕнтĕ.

Урам урлă лавккари хуçа эпĕ кам ачине пĕлет иккен. «Вутлă армана» час ĕçе яратăр-и, ăна юсама мĕн чула килĕшрĕр, укçине Савик хуçа çийĕнчех тӳлеме пулчĕ-и, килте аннӳ мĕн тăвать, аслаçупа асаннӳ патне хăнана каятăр-и, хăйсем сирĕн пата пыркаласа лараççĕ-и? — тесе ыйтса тĕпчерĕ. Эпĕ чĕрĕк кĕрепенкке пĕремĕке карттус ăшне тултарса кайма тăрсан, лавккаçă: «Аçуна кала, канмалла ман пата кĕрсе тухтăр, лайăх йышши стемас-табак пур», — тесе кăшкăрса каларĕ. Унăн сассине Савик хуçа та илтрĕ пулмалла, пĕр-икĕ хутчен куç шуррине тавăрса, усал лаша хăмсарнă пек, лавккаç енне çаврăнса пăхрĕ. Ман карттусран пĕр пĕремĕке илчĕ те вăл çыртса пăхрĕ. Унччен те пулмарĕ, пĕремеке каялла карттус ăшне ывăтса, тем пулнăн кăшкăрса ячĕ:

— 0-ох! Чул пек хытă, чутах шăла катса пăрахмарăм. Ха, усал, намăса та пĕлмест, пĕремĕк вырăнне ачана шăши юлашкисем тыттарса янă.

Эпĕ, тĕлĕннипе, пĕрре пĕремĕк çине, тепре атте çине пăхса илтĕм. Вăл хăй тĕллĕн кăштах кулса: «Шăлу витет пулсан çи, ан хăра, нимĕн те пулмĕ», — тесе каларĕ. Паçăр, ыйхăри пек тĕлĕрсе, шухăша кайса ларнă атте халĕ сасартăк васкама, гайкăсене мĕнпур вăйĕпе пăрса хытарма пикенчĕ, çавăнтах, форсунка умне краççынлă çĕтĕк хурса, вут чĕртсе ячĕ, ман çине те ăшă куçпа пăхма пуçларĕ. Атте куçĕсем ыррăн ялкăшни манăн кăмăла та çĕклет. Эпĕ çăвар тулли пĕремĕке çăтнă-çăтманах ялкăшса çунакан çĕтĕк çине пикенсех вĕрме тытăнатăп. Атте çулăма карттусĕпе сулласа вĕртерет, çулăм парăнмасть, сӳнмест. Ахăртнех, хăватлă çулăм двигателе чĕртсе яма та кунăçлăрах. Атте хыççăн эпĕ те хамăн пĕремĕклĕ карттуса икĕ алăпа чăмăртаса çулăм çине суллатăп. Кăлăхах пулчĕ. Икĕ пĕремĕк вут çине вĕлт сиксе ӳкрĕç. Ку аттене çеç çиллентерчĕ: «Айван, çиме пĕлместĕн», — тесе, ятласа пăрахрĕ вăл.

Эпĕ ăна юри алхасса ӳкермен те, пурпĕрех, айăпа кĕнĕн, алăк патне кайса тăтăм.

Атте йăлкăшса тăракан çулăм хевтипе, форсункăна ăшăтса, двигателе тапратса ячĕ. Хуçапа ывăлĕ малалла ӳпĕнчĕç. «Тук-тук, тук-та» тенĕ сасă, пĕтĕм тавралăха савăнăçпа тултарса, манăн тăсăк тутана та (эпĕ атте айăпсăр вăрçнăшăн кăмăлсăр пулнă-çке!) кулăпа ирĕлтерчĕ. Двигатель, туклатмассеренех, çăра тĕтĕм вĕрсе кăларать, темиçе лаша хăвачĕпе шкив кустăрмине кĕрĕлтеттерет — çаврăннине куçпа курма та çук, лаç çуртне чĕтретет, çĕре те кисрентерет. Çак тапхăрта лаçра аттерен асли никам та çук, вăл двигателе пăхăнтарать, васкарах та майĕпентерех те ĕçлеттерет, тухтăр чирлĕ çын чĕрине итлесе пăхнă пек, атте те цилиндр çумне лăпчăнса итлет, нефть чупакан трубкăсене тĕрĕслет, шĕтĕрнексем çине сăмсаллă масленкăран шĕвĕ çу тумлатать.

Савик хуçапа ывăлĕ атте çумăнчен хăпмаççĕ, вăл мĕн каласса кĕтсе, аш ыйтакан кушак пек куçран пăхаççĕ. Двигатель шалтлатать, ӳлет, тулашать, инçетри аслати пек кĕмсĕртетсе, хăйĕн хăватлăхĕпе мухтанать. Часах шкив çине чĕн пиçиххи тăхăнтарчĕç. Юнашар çуртри арман чулĕ, пĕрмерен юхакан тырă лутукне силлесе, ĕçчен çын пек кунăçса ĕçлеме тытăнчĕ.

Ĕç ăннă хыççăн эпр аттепе иксĕмĕр те, çанăсене чавса таран тавăрса, çыран хĕррине антăмăр, çăвăнма тытăнтăмăр. Кăмăллă Савик хуçа тахăшне кăшкăрни илтĕнчĕ:

— Кине калăр-ха, Лука Тимофейчă алă çума анчĕ тейĕр, алшăлли илсе килтĕр!

Хĕвел анса ларнă çĕре тин эпир Савик хуçа сĕтелĕ хушшине кĕрсе лартăмăр. Хырăм тем пек выçнă пулсан та, эпир кашăксене тирĕкри яшкана ăсса илмессеренех сĕтел çине хурса унăн-кунăн пăхкаласа илетпĕр, майĕпен кавлетпĕр; хăнара çапла çимелле тесе, мана мĕн пĕчĕкренех вĕрентнĕ. Савик хуçа çине-çинех аттене сăра чаплашки тыттарать те кăмăллăн хистесе илет.

— Ĕç-ха, ĕç, Лука Тимофейчă, сăра хыççăн апат аван анаканччĕ.

Така яшки хыççăн сĕтел çине пăри пăтти пырса лартрĕç. Турилккесем çинчи чăкăтпа шăрттана, пиçнĕ çăмартана та пирĕн умарах тĕртрĕç, аттене те, мана та тепĕр хут сăра чаплашки тыттарчĕç. Çак вăхăтра урамра тăрантас сасси илтĕнсе кайрĕ. Ку пире ăсатма кӳлнĕ мăшăр ут пулĕ тесе, эпĕ тулалла çаврăнса пăхрăм. Ак тамаша, тăрантас çинче манăн анне лара парать. Савик хуçа ăна чĕнме пире систермесĕрех тарçине янă нккен. Атте тĕлĕннипе чыхăнсах кайрĕ.

— Пирĕн киле васкамалла, эсир манăн мăшăра илсе килетĕр, — терĕ вăл, уссисене якаткаласа.

— Çавăн пек пысăк ĕç турăмăр иккен те, епле-ха хăналамасăр ярас? Эпир лавккаçă Сименкке мар вĕт, — паçăр эпĕ пĕремĕк илнĕ суту-илӳçе тĕртсе илчĕ хуçа. — Кин, хăнана хирĕç тухăр. Курмастăр-и-мĕн кам килнине?!

Анне, сăрланă урайлă чаплă пӳртĕн урати урлă ярса пуснă май, кĕтесри турăшсем çине пăхса сăхсăхрĕ, хуçасене сывлăх сунчĕ, алă тытса тухрĕ, унтан, ман çине пăхса, тĕрленĕ саппунĕн аркине шарт çапрĕ.

— Манăн Сантăр та ăстана тухнă иккен, ашшĕле пĕрле çӳрекен пулнă!

— Эй, эсĕ, кин, ачаран ан кул, сисмĕн те акă, йĕкĕт пулĕ, авланас тейĕ, — çинçе сассăн тавăрчĕ хуçа арăмĕ.

Анне пӳртри çынсем çине пăхкаласа илчĕ те хулара вĕренекен Зоя çинчен ыйтрĕ:

— Сирĕн хĕрĕр килте çуки-и-мĕн?

— Хулара-ха, кăçал темшĕн вăраххăн вĕрентеççĕ... Эпир ăна кĕтсе те ывăнтăмăр ĕнтĕ.

— Виçĕмçулхине вăл пирĕн Сантăрпа тырă вырасшăн пулнă вĕт, — тесе, анне мана вăтантарчĕ, хирте эпĕ пĕр-пĕччен мĕнле тырă вырнине каласа кăтартрĕ.

— Сывлăхĕ пултăр, — ман куçран пăхса каларĕ хуçа, — ӳссен ашшĕнчен кая пулмĕ.

— Манăн ăна хамран ăслăрах ăстаçă тăвас килет-ха, — ерипен хуравларĕ атте. — Эпĕ ялти шкулне те икĕ çул çеç çӳрерĕм, килтисем малалла вĕрентесшĕн тăрăшманни хупларĕ.

— Э, мĕн чул вĕреннипе те çитĕ. Пурпĕрех эпир тиеке тухас çукчĕ вĕт.

— Тиеке тухма ĕмĕтленмен те...

— Апла мĕн ӳкĕнмелли пур? Телей шкулта мар! Чĕмпĕрти Ульянов инспектортан ăслă çын кам пулнă-ши? Ăвăс хушшинчи юман пекчĕ вĕт?

— Нумай вĕреннĕ çын пулнă вăл, — терĕ атте.

— Ачисем пурпĕрех телейсĕр. Пĕри çамрăклах пуçне çирĕ, тепри таçта çухалса çӳрет. Вĕреннĕ çынсем вĕт вĕсем.

— Тен, Ульянов ывăлĕ тĕрĕслĕхшĕн тăрăшать?

— Пустуй сăмах! Инçе ăсатна, тет, ăна. Пĕркун писĕр каласа кăтартрĕ.

— Писĕр пурне те пĕлес çук... Тĕрлĕ машинăсем киле пуçларĕç, вĕсене юсас тесен, кĕнекере мĕн çырнине пĕлес пулать.

— Эсĕ пурпĕрех вулама пĕлетĕн вĕт?!

— Вулама пĕлни çеç çителĕклĕ мар, алгебра, геометри, механика законĕсене пĕлмелле.

— Мĕн тен? Мĕн законĕсене тен?

— Алгебра, геометри...

— Ха-ха-ха! Тем кĕперрисем çинчен калаçать тата. Пустуй япала вăл. Эпир турă законĕпе пурăнатпăр. Укçа хутаççи сулмаклă пулсан, хулара сана кашни кĕтесрех прошени çырса паракан писĕр тупăнать, укçа çеç пултăр! Çапла, Лука Тимофейчă, малашне эпĕ нимĕнле ăста патне те каймастăп. Эхер те машина кутăнланма тытăнчĕ-тĕк — тӳрех сан патна лав яратăп. Туслă пулăпăр малашне. Ухмаха юлас мар. Чăваша ăна ухмахлăх пĕтерет.

Çакнашкал калаçу мĕнпе пĕтнĕ-тĕр — эпĕ астумастăп. Апат хыççăн мана ыйхă пусса лартнă-мĕн. Эпĕ хăнарах çывăрса кайнă. Анне каланă тăрăх, вĕсем мана лав çине хурса киле каясшăн пулнă. Савик хуçа яхăна та яман, ирĕксĕрлесех çĕр вырттарнă.

Киле эпир тепĕр кунне тин таврăнтăмăр. Яла пырса кĕреспе анне çинçе сассипе юрă пуçларĕ. Ун çумне хулăн саслă атте те хутшăнчĕ:

 

Хусан хулинче, ай, хут хаклă,

Чĕмпĕр хулинче, ай, чĕн хаклă.

Çак çутçанталăкра, ай, мĕн хаклă?

Ырлăхпала сывлăх, ай, пит хаклă.

 

Тăрантас пирĕн кил умне çитсе чарăнсан, урама кӳршĕсем чупса тухрĕç.

— Тавсье, тăвансем, тавсье! — тесе, аттепе анне, Са-вик хуçа тарçине çавăтса, пӳрте кĕрсе кайрĕç. Эпĕ ура-мах тăрса юлтăм — икĕ ут кӳлнĕ лава сыхласа тăрам пекки турăм. Часах тăрантас тавра тем чухлĕ ача-пăча пухăнса шавлама тытăнчĕç, вĕчĕхекен куçĕсемпе ман çине пăхса илчĕç.

Лавçă кайсан, анне мана çапла каларĕ:

— Пире, ывăлăм, чухăн пурăнатпăр пулсан та, шелесни хутпа илсе çӳреççĕ. Пулин, ан тив, паян пирĕн вĕрлĕк хапха кăна. Эпир пурпĕрех çынсенчен катăк мар. Çапла, Сантăрăм, пуçна ан ус!

 

* * *

Анчах çакнашкал савăнăç нумая пымарĕ. Тепĕр кунне анне аттене ятлама тытăнчĕ, мĕншĕн Савик хуçаран укçа илмерĕн, «вутлă арманне» юсанăшăн мĕн чул тӳлемеллине малтан пĕлтермерĕн, калаçса татăлмарăн тесе вăрçса тăкрĕ.

— Савик вăл япшар чĕлхеллĕ, юптарса калаçма пултарать, çемçе калаçса, хытă çĕре лартать, теме кирлĕ унăн ĕçки-çики. Укçа пулсан, килте хăнасем те пухма пулатчĕ. Хăçантанпа ĕнтĕ тăванăмăрсене хăнана чĕнейместпĕр, çынтан та намăс!

— Ан та кала, хуçа пире чике таранах лартрĕ, — тет атте.

— Ахаль каламан ĕнтĕ, чăваша ăна каçкӳлĕм ăс кĕрет тесе...

— Пуян хуçа вырăса та улталать те...