Пăва çулĕ çинче :: Яла кисрентернĕ кунсем


Пӳрт айккинчи тăпрас çинче çурхи хĕвелпе хĕртĕнсе ларакан ялйышсем Савик пирки сăмахлаççĕ. Асатте, халăх хăйĕн çурчĕ умне пухăннине кура, хуçа йăлипе ура çинчех тăрать. Тăпрас çумне тĕртĕннисем хутран-ситрен асатте енне çаврăнса пăхаççĕ, вăл мĕн каласса кĕтсе, пĕр кана чĕнмесĕр лараççĕ. «Тӳрĕ каякан шурлăха кĕрсе ӳкнĕ, тет». Акă мĕнле сăмахсем çунатланса тухаççĕ асатте чĕлхи вĕççĕн.

Патшана вырăнтан сирпĕтнĕренпе виçĕ уйăх çитрĕ ĕнтĕ. Часах акана тухмалла. Савик çĕрĕ пирки нимĕнле уйрăм уççи те çук-ха. Асатте çурчĕ умне пухăннă çынсем чи малтан Савик çĕрне валеçесшĕн.

— Тĕрĕссипе каласан, Савикĕ куштанни куштан та, пурпĕрех хресчен çынни, — тет Шаккаман старик, — çĕр валеçме тытăнсан, эпир ун ятне те шута илĕттĕмĕр, çĕрсĕр тăратса хăвармăттăмăр. Унăн килĕнче миçе ятчĕ-ха? — Шаккаман старик шĕшлĕ пек кукăр пӳрнисене тăсса пĕрерĕн хутлатма тытăнчĕ. — Хăй пĕрре, арăмĕ пур, иккĕ тейĕпĕр, икĕ ывăлĕ, кинĕ...

— Тарçисене те хушма пулать, — тет качча тухнă хĕрĕ патне кӳршĕ ялтан хăнана килнĕ ырă кăмăллă çын.

— Тĕрĕс, — кӳршĕ ял çынни хутне кĕрет Лăриван, — Савик хуçа тарçисем хамăр ялйышсемех вĕт, çĕрĕ те хамăр ялăн...

— Мĕн калама... — сăмаха тăсса асатте чĕлĕмне тивертсе ячĕ. — Мĕн чул тымар кăкламан-тăр, мĕн чул çапă çунтарман-тăр пирĕн аслă асаттесем çак çĕре тырă акма юрăхлă тăвас тесе. Хамăр ял Çĕрпӳ уесĕнчен куçса килнине эпĕ пĕчĕккĕллех пĕлнĕ. Çĕрĕ вăл Савик хирĕ таранах хамăрăн пулнă. Чĕмпĕртен килнĕ улпут утелне валли çĕр теçеттин касса илнине ку таврара пĕлмен çын та çук-тăр. «Ку патша çĕрĕ, эсир ăна ахалех кăкласа асапланнă», — тесе каланă пулать вара вăл. Тĕк тăнă çĕртех ялйыша çаратса кайнă. Унтан утелне çĕр хуçи Савик пулса тăчĕ.

— Çăхан куçне çăхан сăхмасть, теççĕ, — юптарса илчĕ кӳршĕ ял çынни.

— Патша пирĕн çĕре Савике йăнăш суттарнă, — терĕ асатте, пĕр кана чĕнмесĕр тăнă хыççăн. — Куратăр-и, халĕ мĕн пулса тăчĕ?

— Мĕн пулчĕ?

— Патши çук, çĕрне илсе юлнă Савикĕ пур... Вăл ăна укçа парса ĕмĕрлĕхе илтĕм тет. Çитменнине, хуларан та ăна хут парса янă, тивме юрамасть тесе каланă пулать...

Кĕпер енчен Ухик килни курăнса кайрĕ. Вăл хĕвел ăшшинче те матрос пиншакĕпе çӳрет иккен. Пăчă-мĕн — йӳле янă. Пиншак айĕнчен те яланхи ула кĕпине — тельняшкине — тăхăннă. Ухикрен кăштах кая юлса чăлах Ярхун утать. Стариксем матроспа салтака тарават: асатте вĕсене пĕрене çине ларма сĕнсе аллипе хăлаçланчĕ, Лăриванĕ хыпаланса табак хутаççине туртса кăларчĕ, çамрăксен енне тăсрĕ:

— Пирĕнне туртса пăхăр-ха.

— Тем çинчен сăмах тапратса янă ĕнтĕ? — стариксем хушшине кĕрсе ларнă май ыйтрĕ Ухик.

— Сăмахĕ вăл пирĕн пĕрмай пĕр йĕрпе пырать-çке, — тесе хучĕ Шаккаман.

— Çĕр пирки пулас апла? — ялкăшса илчĕ Ухик, унтан, хаçат кĕтессине çурса, чикарккă чĕркеме тытăнчĕ, табак хутаççине чĕркуççи çине кукленсе ларнă Ярхуна пачĕ.

— Çĕр пирки сăмахлатăр пулать, — Лăриван енне çаврăнса тепĕр хут каларĕ Ухик. — Хресчен çĕр çинчен калаçать ĕнтĕ, — тесе, Лăриван аçа чулне сулмаклă çулупа çапса хĕлхем сирпĕтрĕ, ăвă татăкне, тивертсе, Ухике тăсса пачĕ.

— Мĕн шут тытрăр? — табак тĕтĕмне çăтса ыйтрĕ Ухик.

Стариксем, пĕр-пĕрин çине пăхкаласа, хăшĕ ӳсĕрем пекки, хăшĕ, çĕлĕкне хывса, шуралнă çӳçпуçне якатам пекки турĕ. Асатте сӳннĕ чĕлĕм кĕлне тасатнă май ерипен çеç акă мĕн каларĕ:

— Нимĕн те тытман-ха...

— Мĕншĕн? — юриех хытă тĕлĕннĕ пек пулчĕ Ухик.

— Мĕншĕнни паллă ĕнтĕ, — кӳреннĕн ялкăшса каларĕ Лăриван, — çĕрĕ каллех пире тивмест, тет, ав. Патшине вырăнтан сирпĕтнĕ хыççăн çĕнĕ министрсем халăхшăн тăрăшаççĕ тесе калаçатчĕç. Ну, курăр ĕнтĕ, камшăн тăрăшаççĕ вĕсем? Савик пек пуянсемшĕн мар-и? Пире шăвăç чуманпа çеç чуптарса хăварчĕç вĕт? Патша чухне те çĕр хуçи эпир марччĕ, халĕ те çавах.

— Тĕрĕс, хальхи правительствăпа патша хушшинче уйрăмлăхĕ çук ĕнтĕ, — лăпкăн кăна каласа хучĕ Ухик. — Анчах нумая пымĕ ку йĕрке, Вăхăтлăх правительство тесе ахаль каламан ĕнтĕ ăна...

Ярхун та самаха хутшăнчĕ.

— Çу варринче пăр çусан тырăсене сиен тăвать те, анчах хăй хĕвел пăхсанах ирĕлсе каять. Хальхи правительство та çавăн пек: сиенне кӳрсен те, нумая пымĕ.

— Пирĕн карап çинче пĕр матрос пурччĕ, юмах яма юрататчĕ, — терĕ Ухик. — Нихçан хĕлле пулман темле çĕршывра темле, те фенис, те феник ятлă кайăк пурăнни çинчен каласа кăтартатчĕ вăл. Кам çав кайăка тытать — телейлĕ пулать. Анчах тытма хăйне хĕн, мĕншĕн тесен ăна çичĕ çăрапа питĕрсе илнĕ, тет те, уççине çичĕ патша сыхласа тăраççĕ, тет...

— Юмах юпа тăрринче, теççĕ. — Ухике пӳлчĕ Лăриван. — Юпи питĕ çӳлте, тет, кайăкĕ тыттармасть...

— Кайăкне те тытăпăр, Лăриван йысна, пĕр патшине эпир ĕнсе чикки патăмăр. Тĕрĕс вĕт? Халĕ тин пуçа усмăпăр ĕнтĕ. Пурте хамăр ĕмĕтленнĕ пек пулĕ.

— Асту! — ура çине тăрса каларĕ Лăриван. — Патшине вырăнтан кăларнă чухне эпир те çапла шутланăччĕ. Халĕ, ав, самани йăлтах ĕлĕкхи енне çаврăнма пуçларĕ.

— Кам каларĕ? — терĕ Ярхун.

— Никам та каламан, хамăрах куратпăр! — çилленсе тавăрчĕ Лăриван. — Савик ăçта килнĕ унта унăн çĕрне тивме хушман тесе çӳрет.

Шаккаман старик Ухик куçĕнчен тинкерсе пăхрĕ, пĕр кана чĕнмесĕр тăчĕ, унтан, вăрăммăн сывласа, тахшине тĕртсе илчĕ:

— Ара, утелне çĕрне ăна Савик ĕмĕрлĕхех илтĕм тет... Ун патне халĕ пырса та ан çулăх...

— Ĕмĕрлĕхех тетĕн? — Шаккаман енне ярса пусрĕ Ухик. — Камран илнĕ вăл ĕмĕрлĕхе? Патшаран-и? Э, патшине сирпĕтнĕ, саккунĕсене пăрахăçланă. Çапла ĕнтĕ, патша çĕр сутни те халĕ саккунлă мар. Ăнлантăр-и?

Стариксем пĕр-пĕрин çине кăмăллăн пăхса илчĕç. Асатте, пуçне пăркаласа, Шаккаман хулĕнчен тĕртрĕ; лешĕ, Ухикрен тĕлĕннĕн, ним тума аптрарĕ, пӳлĕнсе тăчĕ. Эккей, епле-ха вĕсем çавна хăйсем тавçăрса илеймен? Утелне çĕрне, чăнах та, патша сутнă вĕт, халĕ патши çук!..

Савик çĕрне ялйышпа валеçсе ярасси тинех кашнийĕн чĕрине пырса тиврĕ.

Ухик стариксене ĕлĕкхи утелне улăхне тухма тĕтхĕртни çинчен Савик те илтнĕ иккен. Эпĕ ăна акă ăçтан сисрĕм: пĕр кĕтмен çĕртен пирĕн пата Савик кинĕ Кристин килсе кĕчĕ.

Пуян хуçалăхĕнче ĕçрен пушанайманнипе вăл юлашки вăхăтра пирĕн пата мар, амăшĕ патне те сайра хутран çеç килкелетчĕ. Анне Кристин ахаль килменнине çийĕнчех туйрĕ. Анчах вăл мĕн çăмăлпа çӳренине тӳрех ыйтма аван мар. Калаçу малтанлăха ăçтиçук тавра явăнать. Миçе хутăр çип арлани, миçе тăрăх пир тĕртни, миçе кĕпе çĕлени çинчен ыйтрĕ анне. Кристин вăхăт тĕпел кукринчех иртет, хĕр чухнехилле нумай арлама май çук, пĕр çĕнĕ кĕпе те çĕлетмен терĕ. Анне ерипен Савик хуçа килйышĕ çинчен ыйтрĕ. Кристин сасартăк тутăрне салтса çыхрĕ, сак çинчех пăркаланса илчĕ, çăмаха та хăвăртрах калама тытăнчĕ. Савик çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасть, çурт-йĕрне сыхлать иккен. Кăкарса усракан хаяр йыттисене каçах вĕçертсе ярать. Икĕ пăшалне те авăрласа хунă. Килте чух ялан хуйхăрать. Çын умĕнче çеç паттăрланать.

Юлашкинчен вăл йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ те, анне енне çаврăнса, акă мĕн каларĕ:

— Пăятамĕ Ухике кураймасть. Ярмуш шайккинчи усалсем пыра-пыра каяççĕ. Ухике шаккаса пăрахтарма пултараççĕ вĕсем. Систерĕр-ха ăна. Сыхланса çӳретĕр.

Кристин тухса кайсан, анне мана çитĕннĕ çын вырăнне хурсах Ухик пирки эпĕ мĕн тума шутланине ыйтрĕ. Нимле канаш пама аптраса тăтăм. Вунпилĕк çулхи ача сăмахне хăлхана чикекен пулĕ-ши вара ялта?

— Асатте патне çитсе килес пулĕ, — терĕм иккĕленсе.

— Каях, — хистерĕ анне, — асту, Кристин мĕн каланине пĕр аслаçуна çеç пĕлтер. Тем курса тăрăн.

Савик хуçа Ухике тасатасшăн ăмсанса çӳрени часах пĕтĕм ялĕпе сарăлчĕ. Пĕрисем Ухике пытанма, вăхăтлăха ют яла кайса пурăнма сĕнеççĕ; теприсем саккунĕ Савик майлă, ăна хирĕç тăма камăн хăват çиттĕр теççĕ.

Ухик саккунлă правительствăна пăхăнманни çинчен калаçаканнисем те сайра хутран тĕл пулаççĕ.

«Мĕн килĕ те мĕн кайĕ ĕнтĕ», — терĕ пĕррехинче асатте.

Ухик Савик хăратнине хăлхана та чикмерĕ, ялйышсем хăйне сыхланса çӳреме хушнă вăхăтрах вăл вĕсене акана тухма васкатрĕ, Савик çĕрне туртса илме хистерĕ.

Тинех пуçланса кайрĕç вара пирĕн яла кисрентерекен кунсем. Ухик сăмахĕ кашни çыншăн саккун пулса тăчĕ. Вăл мĕн хушать — çавна тăваççĕ. Акă Ухик акана тухмалли куна та палăртрĕ. Стариксем пĕртте турткаланмарĕç, килĕшрĕç.

Асатте мана Савик улăхне акмалли вăрлăха миххе тултарса хума хушрĕ. Эпĕ çак хыпара аннене пĕлтертĕм те çенĕке чупса тухрăм, сĕлĕ тултарнă лар алăкне уçса пăрахрăм. Анне михĕ тытса тăрать, эпĕ тимĕр витрепе вăрлăх ăсса илетĕп... Виçĕ пăт кĕрекен миххе тултарса сӳс пайăркипе çыхсан, анне васкасах тĕпсакайне кĕрсе кайрĕ, пĕр чара улма йăтса тухрĕ, шуратма, кĕçĕрех ман валли ирхи апат хатĕрлеме тытăнчĕ, хире çӳрекен çутă шăвăç витрене те вĕри шывпа çуса хучĕ.

Хĕвел анса ларсан, урамра çамрăксем шавлани илтĕнсе кайрĕ, хĕрупраçсем юрă пуçларĕç... Кун пек чухне камăн килте ларас килĕ. Эпĕ каçхи апат çисе сĕтел хушшинчен тăрса тухнă-тухманах пăтари карттуса ярса илтĕм. Анне ятласа тăкрĕ.

— Ыран иккĕмĕш автанпа тăмалла, — терĕ вăл, — выртса çывăр. Эсĕ аçу вырăнĕнчине мантăн-и-мĕн? Ака пĕтмесĕр вăййа тухасси çинчен ан та шухăшла!