Пилешкасси


Ваттисен сăмах-юмахĕ


Атăл тăрăхĕнчи халăхсем ĕлĕкренпех хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Пăлхарсем тĕнчери нумай çĕр-шыва пыл сутма çӳренĕ. Ĕлĕк пыл хурчĕсем вăрманта йывăç хăвăлĕсенче пурăннă. Çав вырăна чи малтан тупаканĕ унта хăйĕн несĕлĕн паллине — тăхма касса кăларнă, йывăç хăвăлне пăхса-тирпейлесе тăнă, пыл карасĕн пĕр пайне пылпа пĕрле касса илнĕ, тепĕр пайне хуртсем валли хăварнă.

Пилешкасси ялĕ пуçланса каясси те хурт-хăмăр ĕрчетессипех çыхăннă. Акă мĕн каласа пачĕ мана 91 çулхи ĕçпе вăрçă ветеранĕ Наумов Вениамин Иванович:

— Эпĕ пирĕн яла питĕ юрататăп. Мана унăн ячĕ килĕшет. Ялан шутласа çӳреттĕмччĕ: пилеш нумай пулнă-ши пирĕн таврара, мĕншĕн çакăн ятлă панă яла? Ватă çынсемпе калаçса пăхнă хыççăн мана çакă паллă пулчĕ. Чăваш халăхĕ йывăр пурнăç айĕнче хĕн курса пурăннипе ирĕк вырăнсенче, таса уйсенче, аслă çул хĕррисенче пурăнма хăранă. Вĕсем хăйсен пурăнакан вырăнсене вăрман варрипе, чăтлăхрах вырăнта, шыв-шур пуçланнă çĕрелле вырнаçма тăрăшнă.

Пирĕн ял та çавăн пек пуçланнă. Вăл пуçланса кайни халь виççĕр çул ытла теççĕ ват çынсем. Ял вырăнĕнче чи малтан сĕм вăрман пулнă. Çак асамлă вырăна Йĕпреç районĕнчи Килешкасси ялĕнчен Ярлыков Иванька ятлă çын куçса килсе ларнă. Вăл чи малтан Паварни çырми хĕрне хĕвел питне йывăç касса уçланкă тунă та пыл хурчĕн вĕллисене лартса тухнă. Хурт-хăмăр хатĕрĕсене вырнаçтарма кĕлет лартнă, сăра тума лаç туса лартнă. Йывăçне вăл кунтах касса хатĕрленĕ, мĕншĕн тесен йĕри–тавра сĕм вăрман кашланă. Каярахпа пӳрт лартнă, çемйине те илсе килнĕ. Хăй пурнакан вырăна Килешкасси тесе каланă. Çапла çав, çуралса ӳснĕ вырăн асран тухмасть вăл. Иванькка патне Турхан ялĕнчен Зотов йăхĕнчи çынсем куçса килнĕ, каярах Хутартан та кунта килсе ларма кăмăл тунă. Иваньккан ывăл çитĕннĕ. Ăна Ефрем тесе чĕннĕ. Кайран Ефремăн ывăлне Наум тенĕ. Наумăн икĕ ывăл пулнă — Фĕдор тата Игнатий. Федора Ярлыков хушаматпа мар, Наумов хушаматпа çырнă.

Малалла