Утар


Утарта


Атăл, Сăр, Çавал таврашĕнчи вăрмансенче мĕн-мĕн курса пĕлме пулни çинчен каласа та, çырса та пĕтереес çук. Пĕрре çулла эпир, хамăр ялти ачасем, ятарласах похода кайса Çавал тăрăх эрне ытла çӳрерĕмĕр. Çавăн чух Çавалта кăна 23 йышши тĕрлĕрен пулă тытрăмăр. Эпир тытса пĕлменни тата миçе тĕрлĕ йăх пулă пурăнать-ши унта? 26 йышши тĕрлĕрен йывăç куртăмăр. Эпир тĕл пулса курманни тата мĕн чухлĕ-ши? 59 йышши тĕрлĕ курăк, чечек, ӳсен-тăран тупрăмăр. Эпир тупса татманни тата мĕн чухлĕ-ши? 37 тĕрлĕ йăх кайăк, 42 тĕрлĕ йышши чĕрчун куртăмăр. Эпир курманни тата мĕн чухлĕ-ши?..

Кирек мĕн чухлĕ пулсан та, Атăл, Сăрпа Çавал тăрăхĕнчи вăрмансем мĕн тери илемлĕ те пуян пулин те, пирĕн ял çыннисем хамăр колхоз утарĕ таврашне юмахри пек илемлĕ те пуян çĕршыв теççĕ. Тĕрĕс хак параççĕ. Чăн-чăн заповедник, зоопарк, ботаника сачĕ теме юрать кунти вăрмана. Тем тĕрлĕ йывăç, ӳсен-тăран, тем тĕрлĕ кайăк, чĕрчун пур унта.

Пĕр хушмасăрах çапла калама пулать: кунти вăрман çавнашкал илемлĕ те пуянни пуринчен ытла Палюк мучи тăрăшнипе пулчĕ. Ĕнтĕ темиçе çул эп ас тăвассах çав утарта пурăнать вăл. Утарта ĕçлеме тытăннăранпа Палюк мучи кунта малтанах пулнă йывăçсене сыхласа хăварчĕ кăна мар, çĕнĕрен хăй тем чухлĕ лартса ӳстерчĕ, халиччен пурăнман кайăксене явăçтарчĕ. Ахальрен мар ĕнтĕ ку таврари çынсем Палюк мучи пирки сăмах пуçарсан: «Палюк мучи вăл кайăксен чĕлхине пĕлет», — теççĕ.

Малалла

Хитре иккен колхоз утарĕсем!..


Хитре иккен колхоз утарĕсем!

Йĕри-тавра ал çупрĕ улмуççи.

Чăмăртанаççĕ йышлă улмисем:

кĕренленсе çитсессĕн татса çи!

Профессорсем-ши тетĕн аптраса

кунти шап-шур халатлă çынсене.

Ĕçлеççĕ мучисем канашласа:

çил пытанать сухалĕсем ăшне.

Çынсен ĕçне ыр ĕмĕр пулăшать.

Çакна кунта туллин туятăн эсĕ:

Сар тулă çеç-им кирлĕ ялйыша?

Кашни килте нăк лартăр пыл чĕресĕ.

Пуян иккен колхоз утарĕсем,

çĕклеççĕ ĕмĕте татах вĕсем.