Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӗсмет: Мускавра хӗсметре пулнисене сехет парнеленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 18.11.2015 17:21 | 1388 хут пӑхнӑ
Хӗсмет

Чӑваш Енрен Президент полкне кӑҫал Чӑваш Енри чи лайӑх 10 призывник каяссине эпир пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, Президент полкне каякансем Мускаври Кремле сыхлӗҫ, патшалӑх шайӗнче ирттерекен мероприятисене хутшӑнӗҫ, Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеплӗ караула тӑрӗҫ.

Ӗнер Канашри пуху пунктӗнче Мускаври Кремлӗн комендатуринче лекекенсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Сбор пунктӗнчи «Раҫҫее сыхлама шаннӑ!» мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров, Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов, Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин, Канаш хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов, Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов хутшӑннӑ.

Юрий Васильев Мускаври хӗсметрен таврӑннӑ 15 каччӑна республика символикиллӗ алла ҫыхмалли сехет парнеленӗ.

Сӑнсем (19)

#Мускав, #хӗсмет, #Канаш

 

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.04.27 00:59
Ара, тупата çурăлас патне çитсе пыратăп "хĕсмет" сăмахăра вула-вула! Ылтăн Уртаран юлнă сăмахсене мĕншĕн ала витĕр кăлараймастăр-ши, хаклă тăвансем?! Чăваш сайтне лекнĕренпе мĕн чухлĕ саванмарăм-ши тăван сăн питсене курса, халах пурнăçне тĕпчесе пырса, хыпарсене вуласа, тинĕс евĕр литература тĕслĕхĕсемпе паллашса. пултарнă таран комментарисем те çырма ăнтăлса(пăрахмалла пулать пуль кун пек хăлăка-сыракан алла ялан çапса- сирсе яма пултаракана тÿсĕм пĕтнипе). Тутар сăмахĕсемпе малалла та çаплах "шăрçалатăр" пулсан сиртен уйрăлу тÿр килме пултарать ĕнтĕ. Чăваш Ен чăвашла пĕлместь иккен тесе. Сĕрех те çилленмĕр -ха тетĕп. Мĕнле пулĕ, курăпăр. Хуравăра кĕтетĕп. Пĕр хурав та илменни ку пушă сайт мар-ши текен шухаш та килсе кĕрет. Мĕн усси? Дон Кихотах марччĕ-ха халиччен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем