Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Элӗк округӗнчи Кармал ялӗнче пурӑнакан Мария Терентьева ҫак кунсенче тӑванӗсене пухса 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Мария Петровнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Вӑл нумай ҫул «Прогресс» ятлӑ колхозра ӗҫленӗ, хӑйне яланах лайӑх енчен кӑтартнӑ, яваплӑха туякан ӗҫчен пулнӑ. Ӗҫтешӗсем ӑна кирек хӑҫан та шанма юранине пӗлсе тӑнӑ.
Унӑн пулас мӑшӑрӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Фронтран таврӑнсан вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑ, ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ: виҫӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр. Халӗ Мария Петровна пысӑк ҫемйипе савӑнса пурӑнать: унӑн мӑнуксем, кӗҫӗн мӑнуксем пур.
Пӗр ӗмӗре парӑнтарнӑ пулсан та Мария Терентьева таса ӑспа пурӑнать, хӑйне пӑхтармасть.
Элӗк тӑрӑхӗнчи кинемее сумлӑ юбилейпе чун-чӗререн салаӳлатпӑр!
