Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш халӑх сайчӗ 11 ҫул тултарчӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 07.09.2016 09:12 | 2536 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш халӑх сайчӗ паян хӑйӗн 11-мӗш ҫулне паллӑ тӑвать. Пире пулӑшакан кашни ҫынна — хыпарсем ярса паракансене, кӗнекесем сканерлама пулӑшакансене, укҫа-тенкӗ енчен пулӑшакансене, пирӗн ӗҫе хаклама пӗлекенсене тата ыттисене те — чун-чӗререн тав тӑватпӑр! Эсир пурри сайта аталантарма хӑват парать!

Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарас килет. Чи пӗлтерӗшли — чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусне уҫни, ӑна аталантарма тытӑнни. Унпа пирӗн самай вӑхӑт иртет, ҫавна май ытти ҫӗнӗлӗхсем сахалрах. Ҫавах та ҫук мар вӗсем: чӑвашла ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене кӑларни; вырӑсла версинче хыпарсем тӑтӑш тухма пуҫлани; вырӑсла версине «Яндекс. Новости» (чӑв. Яндекс. Хыпар) хыпарлав системине кӗртни; сӑмахсарсен сайтне ҫӗнӗ словарьпе пуянлатни тата ытти те. Ҫуралнӑ кун тӗлне сайт сӑнне те кӑшт улӑштартӑмӑр — шрифтчӗ халь урӑхларах. Унсӑрӑн пуҫне кӑҫал эпир ҫавах та чӑваш халӑх тӗнӗпе ҫывӑхрах паллаштаракан «Пилсемпе кӗлӗсем» сайт уҫма палӑртнӑ. Гуманитари институчӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрле кӑларнӑ кӗнекене сканерлама пуҫласа, ҫурри ытла тунӑ та. Ҫывӑх вӑхӑтра ӑна сайта кӗртме пуҫлӑпӑр.

Ҫуралнӑ кун ячӗпе парнесем ярса пама кӑмӑл пур пулсан — сире валли пирӗн site@chuvash.org адрес пур. Укҫа-тенкӗ куҫармалли счётсене кунта пӗлтернӗ.

#тӗнче тетелӗ, #сайтсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #саламсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем