Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Плаката ҫӗнетсе кӑларнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.01.2011 17:36 | 2015 хут пӑхнӑ
Календарь-плакат
Календарь-плакат

Нумай пулмасть Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗ (ЧОКЦ) темиҫе ҫул маларах тухнӑ «Авалхи чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» плаката ҫӗнетсе кӑларчӗ. Ӗҫе йӗркелекенни — ЧОКЦ хастарӗ, Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкассинчен тухнӑ А.Н. Щукин предприниматель. Вӑл ҫак сумлӑ, кашни килте ҫакӑнса тӑма тивӗҫ плаката хӑйӗн укҫипе кӑларнӑ.

Плаката М.Н. Юхма ӗҫӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Кунта кашни чӑваш хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе тата аслашшӗсемпе паллашма пултарать. Чӑвашӑн чаплӑ ҫыннисен речӗ Меттерен (пирӗн эра умӗнхи II ӗмӗр) пуҫланать, вӗҫӗнче Иван Яковлевич Яковлев тӑрать. Кунтах Купрат, Кӑтра-паттӑр, Айтар, Челпир, Ылтӑнпик, Пӑрттас, Пайтул, Чӑваш Хвети, Эмине. Плакатра ҫавӑн пекех авалхи чӑваш хулисемпе те паллашма пулать: Хӑнакур, Саркел, Аслӑ Пӑлхар, Сӑвар, Кӗрнек, Тикеш, Таяпа. Илемлетме В.И. Агеев, В.А. Гафидов, Л.Я. Павлов ӳкерчӗкӗсене усӑ курнӑ.

Плаката календарь евӗр хатӗрленӗ. Кунта эсир 2011, 2012, 2013 ҫулсенчи календарьсене курайратӑр.

Туянас тесен ӑна ЧОКЦра сутаҫҫӗ.

#ЧОКЦ, #Вӑрнар районӗ, #Вӑрманкасси

 

Комментари:

2011.01.25 18:11
Туянас тесен ăна ЧОКЦра сутаççĕ.

Почта тăрăх туянма пулать-ши, как пĕлет?
2011.01.25 20:10
Хакĕ еплерех-ши?
Тимер // 8568.8.6851
2011.01.25 21:26
Календарь-плакат пысăкрах пулнипе почтăпа яма хаклă ларать пулĕ.ЧОКЦа шăнкравлăр 58-65-06.Хакĕ 100 тенкĕ пулас.Андрей Щукина пĕлетпĕр.Маттур та пултаруллă чăваш,хамăр халăхăн пуян историне пропагандăлас ĕçре нумай вăй хурать.Сувар фондпа та тачă çыхăнса ĕçлеть.
2011.01.25 21:30
Аçтахар Плотников
Формачĕ А2. Хуçлатмасăр çитерме йывăр пулĕ унашкал япалана...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем