Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Нумай пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ «Ӑслӑлӑх. Пултарулӑх. Аталану» («Наука. Творчество. Развитие») ҫамрӑксемпе шкул ачисен пултарулӑхӗн уҫӑ конференци-фестивалӗнчен Хӗрлӗ Чутайри шкулта 5Б класра вӗренекен Татьяна Мурайкина ҫӗнтерӳҫӗ ятпа таврӑннӑ. Унта пӗрле ҫак ӑмӑртӑва Константин Филиппов, Анна Ейкова тата Михаил Еремеев кайнӑччӗ. Татьянӑн «Шывӑн пирӗн пурнӑҫри вырӑнӗ» («Вода в нашей жизни») ӗҫӗ виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Каласа хӑвармалла — фестивале пирӗн республикӑри ачасемсӗр пуҫне Чулхула облаҫӗнчи, тата ҫавӑн пекех Мари Элпе Тутарстан республикинчи ачасем хутшӑннӑ.
Малти вырӑна тухнӑ ятпа Татьянӑна эпир те саламлатпӑр, вӗренӳре ӑнӑҫу сунатпӑр!
