Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм сӳнтерме тӑнӑшӑн Етӗрне хулинче пурӑнакан арҫыннӑн патшалӑха ӗҫлесе татма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухса приговор вуланӑ.
Ку пӑтӑрмах кӑҫал ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехетре Етӗрне хулинче Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче пулса иртнӗ. 47 ҫулти арҫын салтаксене халалласа лартнӑ палӑк патне пынӑ, Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм чашӑкӗ ҫине икӗ хутран кая мар пусса ӑна сӳнтерме хӑтланнӑ.
Ҫав вӑхӑтра хула ҫыннисем те ҫывӑхра пулнӑ, ҫав шутра – 18 ҫул тултарманнисем те. Арҫынна йӗрке хуралҫисем тӳрех тытса чарнӑ, полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Суд приговор вуланӑ: ӑна патшалӑхшӑн 320 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
