Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» конкурса хутшӑнакансене пӗлме

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.02.2017 15:13 | 2888 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

«Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсне йӗркелекенсем кашни хутшӑнакана пысӑк тав сӑмахӗ калать. Ӑмӑрту йӗркипе килӗшӳллӗн йышӑнмалли чи кайри тапхӑр — вырсарникун, нарӑсӑн 5-мӗшӗн, 23 сехет (Мускавпа). Каярах ярса панисем (ҫырӑва янӑ вӑхӑта шута илетпӗр) конкурса хутшӑнмаҫҫӗ, анчах каярах эпир вӗсене «Шкул ТВ» канала лартатпӑрах.

Паянтан пуҫласа нарӑсӑн 22-мӗшӗччен конкурсӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ иртмелле. Анчах та пурин видеоне те вырнаҫтарса ҫитерейменнине пула пӗтӗмлетӳ кунне каярах куҫарма пултаратпӑр. Пур видеона та кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пире пӗр эрне те пулин пӗтӗмлетме кирлӗ пулӗ.

Енчен те сирӗн видеона халь те вырнаҫтарман пулсан ку ытларах сирӗн кӑлтӑк — маларах ярса памалла пулнӑ. Шӑматкунпа вырсарникун йӗркелӳҫӗсен ещӗкӗсене 300 ытла ҫыру килчӗ — кашнинче пӗр видео та пулин пур, кашнине уҫласа илмелле, пӑхмалла, кирлӗ пулсан йӗркене кӗртмелле, кайран вара видеохостинг ҫине тиемелле. Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра civhim2@narod.ru ещӗкре пӑхса тухман 120 ытла ҫыру выртнӑ, videosava@chuvash.org ещӗкре — 200 ытла. Уйрӑмах иккӗ-виҫҫӗ ярса паракансене пула ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ самай чакать.

Эсир хӑвӑр ӗҫе хӑвӑртрах курасшӑннине эпир ӑнланатпӑр, анчах пирӗн хута та кӗрессе шанатпӑр — пирӗн икӗ алӑ ҫеҫ. Майӗпен пурне те кӗртсе пӗтерӗпӗр те, пӗтӗмлетӗве тӑвӑпӑр.

Вырнаҫтарнӑ видеосене «Шкул ТВ» интернет телеканалта тупма пулать. Ыйтусем тухсан шӑнкӑравламалли номер: 50-66-17 (ҫитнӗ е ҫитмен пирки хальлӗхе ан шӑнкӑравлӑр!!! Пур видеона та вырнаҫтарса ҫитермен!).

#пӗтӗмлетӳсем, #вӗренӳ, #конкурссем, #Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем