Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ӗҫрен кӑларса янӑ воспитателе хӳтӗленӗ хастара айӑпласшӑн

Сутатӑп Арека пальма
Сутатӑп Икӗ хутлӑ дача сутатӑп. Электричество, сарай, мунча, беседка, теплица, шыв пухма...
Сутатӑп Кроликсем сутатӑп.
Софья Савнеш 14.04.2017 21:09 | 313 хут пӑхнӑ
Республикӑра

«Уҫӑ Раҫҫей» хастарне Юрий Сидорова экстремист тесе айӑпласшӑн. Вӑл унччен ача пахчинчен кӑларса янӑ воспитателе (вӑл коррупцие хирӗҫ йӗркеленӗ митинга хутшӑннӑ) судра хӳтӗленӗ.

Паян ун патне ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче участковӑй патне пымашкӑн повестка килнӗ. «Мана «Контактра» соцсетьри страницӑра нацистсен символикине вырнаҫтарнӑ тесе айӑпласшӑн», — тенӗ Юрий Сидоров. Хастар каланӑ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем 2000 ҫулта ӳкернӗ «Сильные силы» илемлӗ фильмран кадрсем скриншот тунӑ. 4 сехете тӑсӑлакан фильмра свастика ялавӗ курӑнать-мӗн. Ку экстремистла материалсене сарнӑшӑн административлӑ явап тыттармалли сӑлтав имӗш.

Сидоров хӑйне участковӑй патне чӗннине чӑваш оппозицийӗнче ӗҫленипе ҫыхӑнтарать. Е, унӑн шухӑшӗпе, ӑна митинг ирттерме чарассишӗн сыхлаҫҫӗ. Шӑпах ҫав кун вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта митинг ирттермешкӗн заявка панӑ.

#Шупашкар, #митингсем, #судсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Студентка Борис Немцева асӑнса ирттернӗ митингшӑн штраф тӳлӗ
2017, 03, 03
Терроризма хирӗҫле акци Шупашкарта та иртӗ
2017, 04, 05
Террора хирӗҫле митинг саккунлӑ мар?
2017, 04, 06
Терроризма хирӗҫ йӗркеленӗ акцие 7 пине яхӑн ҫын килнӗ
2017, 04, 09
Шар курнӑ ҫын депутата каҫарнӑ
2017, 04, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org