Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.5 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Казах-турккӑ университечӗ вӗренме йыхравлать! (тӳлевсӗр)

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.06.2011 11:55 | 1849 хут пӑхнӑ

Х.А. Ясауи ячӗллӗ казах-турккӑ тӗнче университечӗ ҫамрӑксене вӗренме кӗме йыхравлать. Майсем питӗ лайӑх вара: стипендине долларпа тӳллеҫҫӗ, ҫулталӑкне икӗ хут Шупашкара тӳлевсӗр (хӑйсен транспорчӗпе) кайса килме пулать, общежитипе тивӗҫтереҫҫӗ, кунне виҫӗ хут укҫасӑр ҫитереҫҫӗ. ППЭ (ЕГЭ) те памалла мар — собеседованипе (Шупашкартах) йышӑнаҫҫӗ. Ку йыхрав укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен йывӑртарах, анчах та пӗлӳ илесшӗн ҫамрӑксене ытларах кӑсӑклантармалла — университета кӗме укҫа тӳлес ҫук.

Ҫак университета вӗренме каяс кӑмӑл пулсан — ҫак хыпар айӗнче хӑвӑрӑн ҫыхӑну мелӗсене ҫырӑр (хушамат, ят, ашшӗ ячӗ; электронлӑ почта, карас инҫесасӑн номерӗ тата ыттисене). Хӑвӑрӑн май пулмасан — ыттисене пӗлтерӗр. Эпир ҫыхӑну мелӗсене университет элчисене парӑпӑр — вӗсем сирӗнпе ҫыхӑнӗҫ (ҫыхӑнӑва ҫапла йӗркелӗпӗр терӗҫ...).

 

Х.А. Ясауи ячӗллӗ казах-турккӑ тӗнче университетне 1991 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Казахстан президенчӗ Н. Назарбаев 329№ Хушӑва алӑ пусса уҫнӑ. Ҫапла май Туркесстан патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗренӳ заведенине паллӑ философӑн тата ӑсчахӑн Ходжа Ахмет Ясауин ятне панӑ. Ҫулталӑк иртсен ӑна хальхи тӗнче шайне кӑлартнӑ.

Хальхи вӑхӑтра универститера пурӗ 15 пине яхӑн студент ӑс пухать, тӗрлӗ тӗрӗк патшалахӗсенчен пынисен шучӗ — пине яхӑн. Шупашкартан килсе диплом илнисем те чылай.

Университет тӗнче шайӗнчи допломпа тивӗҫтерет — унпа эсир хуть хӑш патшалӑхра ӗҫе вырнаҫма пултаратӑр. Лайӑх паллӑсемпе пӗтерекенсене малалла вӗренме ҫул параҫҫӗ — ют ҫӗршыври университетсенче магистратурӑра ӑс пухма май пур.

Буклетпа (ун сканӗпе) кунта паллашма пулать: — специальноҫсем, условисем, сӑнсем.

#вӗренӳ, #студентсем, #тӗнчере, #Казахстан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем