Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Хравути пуххинче музей те уҫрӗҫ, хравути куклипе те хӑналарӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.06.2017 12:51 | 2434 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Хравути пуххинчи вӑйӑ карти
Хравути пуххинчи вӑйӑ карти

Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чемен картинче ӗнер Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи Ҫимӗк уявне ирттерчӗҫ. Тепӗр май ӑна Хравути пуххи теҫҫӗ. Ҫӗнӗрен чертсе тӑратнӑ уяв кӑҫал иккӗмӗш хут иртрӗ. Уяв ячӗ хравути (ыхра вути) курӑк ятӗнчен пулнӑ.

Хравути пуххине сумлӑ хӑнасем, инҫетрен килнисем ҫитнӗччӗ. Вӗсем хушшинче — Культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ тата ыттисем пулчӗҫ.

Хравути пуххи пуҫланас умӗн вырӑнти таврапӗлӳ музейне уҫрӗҫ. Унта Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин паллаштарчӗ.

Уяв кӑсӑклӑ та савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Халӑх кунта Раҫҫейӗн чылай регионӗсенчен хӑнасем пухӑнчӗ — Якутинчен те Мускавран та, тата ытти тӑрӑхсенчен те пулчӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пире пӗлтернӗ тӑрӑх хӑнасем ҫавӑн пекех Майамирен, Швейцарирен те ҫитнӗ.

Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен кашни ял хӑйӗн кӗтесне йӗркеленӗ, апат-ҫимӗҫне хатӗрленӗ. Вӗсен ӗҫме-ҫимипе ятарлӑ комисси паллашрӗ, кашни ял кӗтесне хак парса тухрӗ. Кашни 15 ял хӑйӗн кӗтесне хӑйне евӗр йӗркеленӗ. Сӗтеллисем апат-ҫимӗҫпе пуянччӗ, тӗрлӗ йӑла-йӗркесемпе паллаштарчӗҫ. Станьял ялӗ — туй йӑлипе, Кипечкасси — хӗр ҫураҫнин йӑлипе. Апат-ҫимӗҫӗ вара нумай тӗрлӗччӗ. Чылайӑшӗ кукӑльсем пӗҫерсе килнӗ. Ҫав шутра хравути курӑвӗпе пӗҫерекенсем те нумаййӑнччӗ. Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑран пулӑ тематики анлӑччӗ, чылайӑшӗ пулӑ шӳрпи хатӗрленӗччӗ.

Сӑнсем (243)

#Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, #Шупашкар районӗ, #Станьял, #Чемен карти, #музейсем, #уявсем, #Ҫимӗк, #чӑвашлӑх, #культура, #пултарулӑх, #Кипечкасси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем