Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Хула кунӗнче кӳлмекре самолетсем вӗҫӗҫ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Софья Савнеш 06.08.2017 22:14 | 283 хут пӑхнӑ
Хулара

Кӗҫех, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкар 548-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисемшӗн пысӑк парне пулӗ: кӳлмек ҫийӗн «Пӗрремӗш вӗҫев» пилотаж ушкӑнӗ вӗҫӗ.

Пилотсем Як-52 тата Як-54 самолетсемпе тӳпене хӑпарӗҫ. Вӗсем – летчик-инструкторсем, Раҫҫей тата тӗнче чемпионачӗсен призерӗсем. Кӳлмек ҫийӗн тӑватӑ самолет вӗҫӗ.

Сӑмах май, «Пӗрремӗш вӗҫев» пилотаж ушкӑнӗ 2013 ҫулта Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне килнӗ. Ун чухне тӳпере явӑнакан сарӑ самолетсене ҫынсем тӗлӗнсе те савӑнса сӑнанӑ. Вӗсем шупашкарсен асӗнче яланлӑхах юлнӑ.

Шоу ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехетре кӳлмекре пуҫланӗ. Репетици ҫурлан 19-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртӗ.

#уявсем, #хула кунӗ, #кӳлмек, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарта кам юрлассине хула ҫыннисем татса парӗҫ
2017, 07, 26
Кӳлмекре аттракцион лартма чӑрӑшсене каснӑ
2017, 07, 27
Хулан ҫуралнӑ кунӗнче «Браво» юрлӗ
2017, 07, 31
Хула уявӗнче техника парачӗ пулӗ
2017, 08, 02
Шупашкарсене Чапая ыталама чӗнеҫҫӗ
2017, 08, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org