Спорт
![]() Канмалли кунсенче моржсем тупӑшӗҫ. Ӑмӑрту Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӑй-хал культурипе спорт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, моржсем Атӑл хӗрринче пухӑнӗҫ. Старт арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче пуҫланӗ. Пуҫламӑшӗ 12 сехетре. Старта Чӑваш Ен, Мали Эл, Тутарстан, Удмурт Республикин, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсен, ытти регионсен спортсменӗсем тухӗҫ. Спортсменсене 10 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальпе, дипломпа хавхалантарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ишме тухнӑ чи аслӑ тата чи кӗҫӗн ҫынна палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |