Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Раҫҫей Президенчӗ Чӑвашра ҫуралнӑ спортсменсене саламланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.08.2017 20:30 | 1548 хут пӑхнӑ
Спорт

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Дарья Спиридоновӑпа Кирилл Прокопьев гимнастсене Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑра ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ. Иккӗшӗн ячӗпе те вӑл телеграмма янӑ.

Кирилл Прокопьев гимнаст ирӗклӗ хӑнӑхтарура ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Дарья Спиридонова пӗрене ҫинчи хӑнӑхтарупа ҫӗнтернӗ.

Кирилл Шупашкарти олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулӗнче вӗреннӗ, халӗ Улатимӗр облаҫӗшӗн ӑмӑртӑва хутшӑнать. Дарья Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ, спортри малтанхи утӑмсене Чӑваш Енре тунӑ, халӗ Мускавра пурӑнать.

Сӑмах май, Чӑваш Енрен Универсиадӑна Владислав Поляшов хутшӑннӑ. Вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Улатӑр хӗрӗ Евгения Шелгунова гимнастка тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Бронза медаль илме ӑна кӑштах ҫеҫ май килмен.

#Улатимӗр облаҫӗ, #Мускав, #Шупашкар, #Улатӑр, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #спорт, #саламсем, #ӑмӑртусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем