Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Анатолий Юманӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Никита Сурский 08.11.2017 14:06 | 2244 хут пӑхнӑ
Культура
Анатолий Юман
Анатолий Юман

Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Анатолий Юман — пирӗн вӑхӑтри поэт» пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем ӑна чӑваш ҫыравҫи, публицист, куҫаруҫӑ, Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Юман 85 ҫул тултарнине халалланӑ.

Анатолий Фёдорович 1932 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Чӑвашкасси Улхаш ялӗнче ҫуралнӑ, Хусанти партин аслӑ шкулне пӗтернӗ, 1963–1989 ҫулсенче облаҫри район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ, 1989–1994 ҫулсенче «Канаш» хаҫат редакторӗн ҫумӗ пулнӑ.

Анатолий Юман — 40 ытла кӗнеке авторӗ, вӗсенчен паллӑраххисем — «Ҫунатсем», «Телей сӑпки», «Чӗмпӗр чулӗ калаҫать», «Суйласа илнисем», «Чӗре ҫӗввисем», «Сонетсем», «Паттӑрлӑх вӑрттӑнлӑхӗ».

Палӑртса хӑварар, мероприяти вулавӑшӑн конференц-залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

#литература, #юбилейсем, #кӗнекесем, #хаҫатсем, #пултарулӑх, #вулавӑшсем, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Чӑвашкасси Улхаш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 8830.4.6274
2017.11.10 21:23
Agabazar
Цильна районĕ мар, Чăнлă районĕ темелле. Улаштарăр, тархасшăн. Май пур пулсан.

Анатолий Юман лайăх формăра пулни савăнтарать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем