Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Патшалӑх чӗлхине вӗрентӗҫ, анчах ашшӗ-амӑшӗ ирӗк парсан кӑна

Пулӑшу (Услуги) Вырӑна ҫитсе сварка ӗҫӗпе пулӑшатпӑр. Сантехниксемпе сварщиксен пулӑшӑвӗ. Харпӑр...
Сутатӑп Бетон сутатӑп. Илсе ҫитерсе паратӑп.
Сутатӑп Кавăн пуçтаракан пур-ши Чăвашра? Шултра, хăшĕсене йăтма та йывăр. Тĕрлĕ сорт пур...
Аçтахар Плотников 29.11.2017 18:11 | 362 хут пӑхнӑ
Политика

Паян кӳршӗри Тутарстанра чӗлхесене вӗрентессине пӑхса тухнӑ. Унта Тутарстан прокурорӗ Илдус Нафиков та тухса калаҫнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хӑйне пӑхӑнакан ведомство республикӑри вӗренӳ системинче тунӑ тӗрӗслевсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ. Пурӗ 3856 нарушени тупнӑ, йӗркене пӑсман пӗр вӗренӳ учреждени те юлман. Малашне тутар чӗлхине республикӑра хӑйсен ирӗкӗпе ҫеҫ вӗренме май пуррине ҫирӗплетнӗ вӑл.

Тутарстанӑн Патшалӑх канашӗ республикӑра тутар чӗлхине вӗрентмелли постановленине те йышӑннӑ. Уншӑн пур депутат та пӗр саслӑн сасӑланӑ. Йышӑнупа килӗшӳллӗн Тутарстанра патшалӑх чӗлхине вӗрентме ирӗк пур, анчах куншӑн ашшӗ-амӑшӗсен ытларахӑшӗ йышӑнмалла.

Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть Михаил Бабич патшалӑх чӗлхисене вӗрентме ирӗк парасси пирки каланӑччӗ. Анчах пурне те вӗрентесси е хӑйсен ирӗкӗпе-и — паллӑ марччӗ. Чӑннипе вара иккӗмӗш варианчӗ пурнӑҫа кӗни палӑрчӗ.

#депутатсем, #Тутарстан, #политика, #вӗренӳ, #тутар чӗлхи, #кӳршӗре, #прокуратура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тутарла вӗренни вырӑсла пӗлме кансӗрлемест
2017, 07, 27
Ҫӗпрел чӑвашӗ тутар чӗлхине вӗренни усӑ пани пирки пӗлтернӗ
2017, 10, 09
Тутарстанра чӗлхе пирки сӑмахларӗҫ
2017, 10, 15
Пӗтӗм тутарсен обществӑлла центрӗ демократиллӗ ҫӗршывсене Раҫҫейри халӑхсене вӑйпа вырӑслатассине сивлеме ыйтнӑ
2017, 11, 15
Республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисене икӗ сехет вӗрентӗҫ
2017, 11, 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (20.02.2018)

22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org