Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Тутарла вӗренни вырӑсла пӗлме кансӗрлемест

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.07.2017 21:30 | 2191 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Ытларикун, утӑн 25-мӗшӗнче, Тутарстанра ППЭ мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ. Темиҫе кун маларах Владимир Путин чӗлхесене (сӑмах республикӑсенчи вырӑс мар чӗлхесем пирки пырать) ирӗксӗрлесе вӗрентмелле марри пирки каланӑран кӳршӗре ППЭ мӗнле иртни чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ. Сӑмах май, Тутарстанрисем Раҫҫей Президенчӗн сӑмахӗсене хӑйсем ҫине илнӗ, Йошкар-Олара вӑл имӗш шӑп та лӑп тутарсем пирки каланӑ пулать. Аса илтерер, Тутарстанра тутар чӗлхи валли шкулсенче вырӑс чӗлхи валли пекех эрнере 5-шер сехет уйӑрнӑ (пирӗн республикӑрах чӑваш чӗлхин сехечӗсем самай сахалрах). Хӑшӗ-пӗри шухӑшӗпе ҫакӑ вырӑс чӗлхине вӗренме кансӗрлет.

Тутарстанри тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренӳ программинче вӗсем нимӗн те улӑштармӗҫ, малтанхи пекех вӗрентӗҫ. ППЭ пӗтӗмлетӗвӗ те Раҫҫейри вӑтам кӑтартусенчен пӗрре те катӑкрах мар. Сӑмахран, Питӗрти шкул ачисемпе танлаштарсан, лайӑхрах та. Мускаврисенчен вара 0,03 балл кӑна кая юлса пыраҫҫӗ. Ку вара статистикӑри йӑнӑш виҫинчен иртмест.

Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Энгель Фаттахов журналистсене республикӑри вӗренӳ тивӗҫлӗ шайра пыни пирки каласа панӑ. Вырӑс чӗлхине пӑхсан республикӑри ачасем Сарӑту облаҫӗнчисенчен чылай лайӑхрах пӗлеҫҫӗ.

Журналистсем Энгель Фаттаховран Владимир Путин сӑмахӗсем пирки ыйтсан министр республикӑри вӗрентӳ саккунпа килӗшӳллӗн пыни пирки каланӑ: «Пирӗн Тутарстан Республикин Конституцийӗ пур, чӗлхесем пирки калакан саккун пур, вӗренӳ ҫинчен саккун пур, пирӗн икӗ патшалӑх чӗлхи — вырӑс тата тутар чӗлхисем. Патшалӑх чӗлхисене пирӗн пӗр тан калӑпӑшпа вӗренеҫҫӗ. Эпир федераллӑ стандарт тӑрӑх ӗҫлетпӗр. Ку енпе пирӗн нимӗнле йӗрке пӑсни те ҫук. Эпир кашни хамӑр ӗҫе РФ вӗренӳ министерствипе калаҫса татӑлса тӑватпӑр. Эпир ӗҫ пурнӑҫлакансем, эпир саккуна пурнӑҫлатпӑр».

#Тутарстан, #тутар чӗлхи, #Президент, #вырӑс чӗлхи, #кӳршӗре, #политика, #вӗренӳ, #экзаменсем, #ППЭ, #Раҫҫейре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 1562.24.2805
2017.07.28 07:45
Тутарсем маттур! Пирӗн путене саккунне пурнӑҫа кӗртес тесе тарласа шухӑшлаҫҫӗ пулмалла. Аса илер-ха Чӑваш Конституцийӗнчен "ПАТШАЛӐХ" сӑмаха епле кӑларса пӑрахнине. Ҫакна мӗнле манӑн! Пуш пучах пек пуҫӗсене каҫӑртса ҫӳреҫҫӗ халӗ ҫав ачасем.
Хаҫатсем шарламаҫҫӗ, "Республика" кӑна путене саккунне чунтан ырлани ҫинчен пӗтпӗлтекрӗ.
Agabazar // 1781.93.3288
2017.07.28 13:40
Agabazar
Путин шухӑшне мӗншӗн суйса калатӑр?
Базиль Кириллов // 1562.24.2805
2017.07.28 16:35
Эсӗ ӑлантарса пар-ха, тен, пирӗн тӑн ҫитмест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем