Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ отставкӑна кайнӑ

Сутатӑп Арека пальма
Сутатӑп Икӗ хутлӑ дача сутатӑп. Электричество, сарай, мунча, беседка, теплица, шыв пухма...
Сутатӑп Кроликсем сутатӑп.
Вика Сорокина 01.12.2017 07:46 | 318 хут пӑхнӑ
Политика

Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Владислав Софронов ӗнертенпе отставкӑна кайнӑ. Ӗҫрен хӑтарма ыйтса вӑл заявлени ҫырнине «Правда» ПФО интернет-хаҫат чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех пӗлнине ҫырнӑччӗ-ха. Тӳре-шаран ыйтӑвне хулари Депутатсен пухӑвӗн чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ларӑвӗнче пӑхса тухассине те унта систернӗччӗ. Хыпар вӗсем хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем калани тӑрӑх хатӗрленине палӑртнӑччӗ.

Чӑн та, Владислав Софронов ӗҫрен кайма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Унӑн ыйтӑвне депутатсем ӗнер нумай калаҫса тӑмасӑр тивӗҫтернӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем ӑна ырӑ йӑлана пӑхӑнса (ҫын кайнӑ чух лайӑххине сунаҫҫӗ-ҫке) ӑшӑ сӑмахсем калани паллӑ.

Владислав Софронов малтан Канаш район админитсрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вӑл икӗ ҫул ытларах тытса пычӗ.

#политика, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Канаш, #Канаш районӗ, #депутатсем, #пухусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Юрий Кручинин уполномоченнӑй ӗҫрен кайма тивнине пӗлтернӗ
2017, 04, 10
Юрий Кручинин этем правине уйрӑм организацире хӳтӗлӗ
2017, 06, 19
Министр ҫумӗ хула пуҫлӑхӗ пулма килӗшнӗ
2017, 08, 02
Каҫал тӑрӑхне спорт шкулӗн директорӗ ертсе пырӗ
2017, 08, 28
Ҫӗмӗрле хулине паянтанпа ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать
2017, 10, 31

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org