Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Чӑваш депутатне Мускаври аэропортра укҫа вӑрланӑшӑн тытса чарнӑ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Софья Савнеш 02.12.2017 18:45 | 650 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Мускаври аэропортра полицейскисем ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Кияметдин Мифтахутдинова тытса чарнӑ. Вӑл сумка вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. Сумкӑра вара укҫа пулнӑ. Анчах депутат ҫакӑ тӗрӗс маррине, ӑнланманлӑх сиксе тухнине ӗнентерет.

Вӑл раштавӑн 1-мӗшӗнче Питӗртен Мускава вӗҫнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫитсен ун патни пакунлисем пынӑ та пӗр пассажирӑн сумкине вӑрланӑ тесе айӑплама пуҫланӑ. Сумкӑра 400 доллар пулнӑ-мӗн.

Кияметдин Мифтахутдинов тытса чарнӑ чухне сумкӑна вӑрламаннине, шӑпах ӑна тавӑрса пама хатӗрленнине ӗнентерме пуҫланӑ. Депутат корочкине кӑтартсан та полицейскисем хайхискере яман, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

«Ку ӑнланманлӑх. Питӗртен вӗҫсе тухиччен эпӗ тепӗр регионти ӗҫтешпе кафере апатлантӑм. Лешӗ самолета пӗрремӗш ларчӗ, эпӗ вара вӑл сумкине манса хӑварнӑ пуль терӗм, мӗншӗн тесен сумка юнашар пукан ҫинче выртатчӗ. Ӑна усал тӗллевпе илмерӗм. Мускава ҫитсен сумка манӑн ӗҫтешӗн марри тӑрӑ шыв ҫине тухрӗ. Пирӗн рейс тытӑнса тӑчӗ, эпӗ Шупашкара вӗҫекен самолета кая юлаттӑм, ҫавӑнпа малтан регистрациленесшӗнччӗ, унтан сумкӑна полицие кайса парасшӑнччӗ. Анчах мана тытса чарчӗҫ», - ӑнлантарнӑ «Газпром межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплӑ общество гендиректорӗ Кияметдин Мифтахутдинов. Сӑмах май, декларацие ӗненес тӗк, вӑл ҫулталӑкне 11 миллион тенкӗ ӗҫлесе илет.

#Раҫҫейре, #депутатсем, #укҫа-тенкӗ, #полицейскисем, #Мускав, #Питӗр, #Шупашкар, #аэропортсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46301
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пуйӑс хакӗ йӳнелнӗ
2017, 09, 20
«Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ валли юрӑ ҫырма укҫа пухаҫҫӗ
2017, 10, 29
Паянхи уяв ятне пӗлмеҫҫӗ
2017, 11, 04
Пианисткӑн юбилей концерчӗ иртнӗ
2017, 11, 14
Шупашкарта ачасене пурӑнма хӑтлӑ
2017, 11, 19

Комментари:

2017-12-02 23:38
Владимир Болгарский
Чàннипе каласан пакунлисем кунпек пéчéк капкàнсене ятарласа та тàваççé. Cтатистика ŷcтерме, éçленине кàтартма, юриех камерàceм куракан вырàна сумкàceм манса хàвараççé. Хур курни пép-пép дружинница пулма пултарать. Пакунлисен кунпек çépте саккуна пàcни çyк. Унпек сумкасене тытма юрамасть кàна.
2017-12-02 23:40
Владимир Болгарский
Халé aэропортра таҫта та камерӑсем. Вéceнчен курӑнать имéш Мифтахутдинов чàнахта cумкине тытса пуҫтарса кайни. Анчах та ку пысàк айàп мар. Вàл хàйéн айàпне судра йышàнсан тата хур курнà(тŷcнé) ҫыннипе калаҫca татàлсан, сучӗн приговор вуламасàpax àна айàпланассинчен постановлени
кàларса хàтарма право пур. Мифтахутдинoвàн сумкине пытармалла пулман, енчен те паллаканнин тесе шутланà пулсан уҫҫàн йàтса пымалла пулнà é пакунлисене тŷpex пéлтермелле пулнà.
Agabazar // 3674.96.7141
2017-12-03 05:45
Agabazar
Кашăкĕ тупăнсан та лĕкки тăрса юлать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org