Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Журналист «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса айӑн-ҫийӗн тиркенӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Никита Сурский 04.12.2017 15:40 | 2940 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкарта шӑматкун «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс иртни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Республикӑри журналистсем халӗ ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, халӑх тетелӗсенче сӳтсе яваҫҫӗ. Акӑ Тӑвай район хаҫачӗн корреспонденчӗ Алексей Александров та пултарулӑх тупӑшӑвӗ пирки тиркевлӗ куҫпа ҫырмасӑр чӑтайман.

«Чӑваш халӑхӗн культури калама ҫук пуян пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Халӑх юрри-ташши, ҫи-пуҫӗ, апат-ҫимӗҫӗ пӗр ҫынна та тӗлӗнтермесӗр хӑвармасть пулӗ. Ҫак эткере мӗн ӗмӗртен ҫамрӑк та хӳхӗм, сӑпайлӑ, ал-ӗҫне ӑста чӑваш хӗрӗсем тата вӗсен амӑшӗсем ламран лама куҫарса пынӑ. Ҫавӑнпах-тӑр ӗнтӗ пирӗн пикесем валли ҫулран-ҫул тӗрлӗ йышши конкурс йӗркелеҫҫӗ. Ҫав тупӑшура хӗрсем хӑйсен сӑн-сӑпатне кӑтартаҫҫӗ кӑна мар, тӑван халӑх культурине еплерех пӗлнине, чӑваш пикин чыслӑхӗпе тасалӑхне, сӑпайлӑхне еплерех упранине кӑтартаҫҫӗ», — ҫапла пуҫланӑ хӑйӗн тишкерӳллӗ статйине журналист, вӑл ӑна «Контактра» халӑх тетелӗнче хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ.

«Чӑваш хӗрӗсем валли ҫакнашкал конкурссем ирттерни, паллах, питӗ аван. Анчах куракансем тата хутшӑнакан пикесем палӑртнӑ тӑрӑх, мӗне кура пӗтӗмлетӳ туни паянхи кун та паллӑ мар. Ӗҫ-пуҫ еплерех иртнине курма, пӗр-пӗр пикене хавхалантарма килнисен асӗнче юлнӑ, уйрӑмах палӑрма пултарнӑ хӗрсем, яланхиллех тесен те тӗрӗс пуль, номинацисӗр тата сумлӑ ятсӑр тӑрса юлни, хӑйсене кирлӗ шайра кӑтартма пултарайман пикесем вара ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫни тарӑхтарать те, кулянтарать те», — палӑртнӑ Алексей Александров.

Конкурс каламалли пайтаххине асӑнса хайхи журналист конкурса малалла «шӗкӗлченӗ». «Мала тухнӑ пикене чӑнах та тивӗҫлӗ теме пулать. Йӗпреҫ районӗн чысне хӳтӗленӗ хӗр сцена ҫинче те сумлӑ курӑнать, сӑн-сӑпачӗпе те пӗр-пӗр паллӑ модельрен ирттерет, чӑвашла шутсӑр илемлӗ те ҫепӗҫ калаҫать. Вӑл — тивӗҫлӗ. Анчах «Вице-Раҫҫей чӑваш пики» сумлӑ ята тата хӑш-пӗр номинацие илнӗ хӗрсем вырӑнсӑр пек курӑнчӗҫ. Сӑмахран, «Ӑс пике» номинацие мӗне кура пани чӑнах та пысӑк вӑрттӑнлӑх пулса юлчӗ. Муркаш тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ хӗр ыйтӑвне аран-аран хуравларӗ, ӑс-тӑна палӑртмалли конкурсра вӑл чӑвашла калаҫма пултарайманни те палӑрчӗ. Конкурс положенийӗпе килӗшӳллӗн вара кашни хутшӑнакан пикен чӑвашла калаҫма пӗлмелле. Эпӗ шутласа палӑртнӑ тӑрӑх, 21 хӗртен тӑваттӑшӗшӗн чӑвашла калаҫма ҫеҫ мар, мӗн каланине ӑнланма та йывӑртарах», — ҫивӗччӗн палӑртнӑ ҫамрӑк журналист.

«Хӳхӗм пике» номинацие ҫӗнсе илнӗ Канаш хӗрӗ те ку ята тивӗҫлӗ мар тесе шухӑшлать вӑл: «Хӑйне кирлӗ шайра кӑтартма уншӑн чӑнах та йывӑртарах пулчӗ пулмалла».

«Комсомольски районӗн чысне хӳтӗленӗ «Вице-пике» вара тӗлӗнтерчӗ. Паллах, сцена ҫинче хӑйне тӗплӗн уҫса панипе, лайӑх кӑтартнипе мар, ҫак сумлӑ вырӑна йышӑннипе. Жюри пайташӗсен йышӗнче Чӑваш наци конгресӗн Комсомольски районӗнчи уйрӑмӗн председателӗ пулни те хӑйӗн тӳпине хыврӗ пулмалла», — уҫҫӑнах ҫырнӑ Алексей Александров.

#пултарулӑх, #йӑла-йӗрке, #конкурссем, #культура, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Шупашкар, #Чӑваш пики

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Пĕр хĕрарăм // 3854.93.5141
2017.12.04 16:17
Тĕрĕссине çырнă,хушамачĕсене çырнă пулсан тата та вăйлă пулмаллаччĕ,пит хăюллах мар пулас авторĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем