Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Тӗрлӗ регионтан килнӗ ачасем ҫумӑра пӑхмасӑр чӑваш гимне шӑрантарнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.06.2017 18:19 | 1759 хут пӑхнӑ
Хулара
Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк
Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк

Паян Шупашкарта Республика кунӗ кӗрлет. Уяв, паллӑ ӗнтӗ, ытти хӑш-пӗр тӑрӑхра та иртет. Пӑрачкав районӗнче, ав, ҫав ятпа ҫӗнӗ ача пахчи уҫнӑ, йывӑҫран бензин пӑчӑкпа хитре скульптура касса кӑларакансен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ ӗҫленӗ.

Шупашкарта паян 17 сехетре пин сасӑллӑ ача хорӗн сассипе киленме май килнӗ. Тӗп хуламӑрти Атӑл кӳлмекӗ патӗнчи Анне палӑкӗ патӗнче вӗсем валли ятарласа сцена хатӗрленӗ.

Аса илтерер, пирӗн республикӑран хора 614 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килнӗ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ хорӗ юрланӑ вӑхӑтра ҫумӑр ҫума пуҫлани те ачасене шиклентереймен. Ҫумӑртан хӳтӗленмеллисем тӑхӑнса вӗсем юрланӑ. Репертуарта чӑваш юррисем те пулнӑ.

#пултарулӑх, #Республика кунӗ, #ачасем, #Шупашкар, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #уявсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.04.26 01:41
Шупашкарта çакăн пекех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пулни пире, Тулаш чăвашĕсене, савăнтарать. Вăйлă иккен-ха Тĕп хулара Чашлăх туйăмĕ. Кунашкал пысăк ĕçе пуçаракансен ячĕсене асăнса иртни çак умри статьяна пăсмĕччĕ тетĕп. Дирижёрĕ кам пулна-ши? Мĕнле юрăсем юрланă-ши? Миçе юрă? Куракансем пулнă-ши? Миçен? Юралвĕ ăнăçлă пулнă-ши? Ăсталăхĕ çителĕклĕ-ши? Хорта юрлакан ачасем хăйсен хорне юратаççĕ-ши? Хорта юрлакансем пурте чăваш ачисем-ши? Хаклă тăвансем, камăн та пулсан çак ыйтусем çине хуравăр пулсан е пĕрте-пĕр паллă çын та ÿркенмесĕр уçса параймĕç-ши? Ан.Кипеч те, Вал.Туркай та питĕ лайăх каласа пама пултарĕччĕç. Тархасшăн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем