Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Мускавран Шупашкара хушма пуйӑс килӗ

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Таисия Ташней 02.01.2018 14:03 | 313 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури тӗлӗнчи вӑрӑм канмалли кунсенче ҫул ҫӳрекенсем йышланаҫҫӗ. Ҫавна май «Мускав — Шупашкар» маршрутпа пуйӑссен хушма рейсӗсем пулӗҫ.

Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр строительствин министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, 218/217-мӗш номерлӗ пуйӑс Мускавран кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 08 минутра хускалӗ, Шупашкара вӑл кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче 11 сехет те 43 минутра ҫитӗ. Ҫав пуйӑс кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава 22 сехет те 45 минутра тапранса кайӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулине кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче 12 сехет те 35 минутра ҫитӗ.

Пуйӑс расписанийӗпе паллашас тесен Раҫҫейӗн чукун ҫулӗн пӗрлехи информаципе сервис центрӗпе 8-800-775-00-00 номерпе (шӑнкравланӑшӑн укҫа илмӗҫ) ҫыхӑнма пулать е предприятин официаллӑ сайтӗнче пӑхма пулать.

#Мускав, #Транспорт министерстви, #чукун ҫул, #транспорт, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вӑрҫӑ ветеранӗсем пуйӑспа тата самолетпа тӳлевсӗр ҫӳрӗҫ
2017, 04, 27
Шупашкарта теплоходсем Атӑл леш енне турттарма пӑрахнӑ
2017, 08, 30
Китай-Берлин ҫул Чӑваш Енпе иртӗ
2017, 10, 06
Тӳнсе кайнӑ автобусри пассажирсем килте тата пульницӑсенче сипленеҫҫӗ
2017, 12, 18
Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс фурӑпа ҫапӑннӑ
2017, 12, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org