Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе савнине сӗтелпе тенкел парнелеймен

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Таисия Ташней 03.01.2018 15:36 | 236 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти йӗрке хуралҫисене раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 16 сехетсенче Арбат текен районтан сӗтелпе тенкел ҫухалнине пӗлтернӗ. Хула администрацийӗ вырнаҫтарнӑ ҫав пурлӑх ҫӗтнине илтсен пакунлисем шырама пикеннӗ. Часах вӗсем вӑрӑ йӗрӗ ҫине тухнӑ.

Сакпа сӗтеле 40 ҫулти арҫын куҫ хывнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер вӑрланӑ япаласене пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм патне кайса лартнӑ. Кукӑр алӑлли йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, сакпа сӗтеле вӑл ҫав хӗрарӑма Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе парнелес тенӗ.

Шупашкарти Арбатран сакпа сӗтел хӗстерсе кайнӑ самантра арҫын самаях хӗрӗнкӗ пулни ҫиеле тухнӑ. Анчах ӳсӗрри те, савнине парнелес тени те ӑна яваплӑхран хӑтараймӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.

#ӳсӗрсем, #пуҫиле ӗҫсем, #вӑрӑсем, #Шупашкар, #йӗрке хуралҫисем, #пӑтӑрмахсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.xn--b1aew.xn--p1ai
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Петрович хула ҫыннисене тарӑхтарать
2016, 12, 13
Ӑнлантару хучӗсемсӗр йышӑнни савӑнтарнӑ
2017, 08, 02
47-ри вӑйпитти ватӑ амӑшне хӗнесе пурӑннӑ
2017, 09, 30
Тӳнсе кайнӑ автобусри пассажирсем килте тата пульницӑсенче сипленеҫҫӗ
2017, 12, 18
44-ри хӗрарӑм-водитель 56-ри арҫынна вӗлернӗ
2018, 01, 03

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org