Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 44-ри хӗрарӑм-водитель 56-ри арҫынна вӗлернӗ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Таисия Ташней 03.01.2018 17:49 | 226 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
ҪЙХПАИ сӑн ӳкерчӗкӗ
ҪЙХПАИ сӑн ӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи уяв чылайӑшӗшӗн хаваслӑхпа асра юлать пулсан теприсен килне вӑл хуйхӑ та илсе килнӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче 44-ри хӗрарӑм-водитель «Опель-Антара» машинӑпа арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Тӗксӗм тумланнӑскере хӗрарӑм кая юлса асӑрханӑ имӗш.

Инкек каҫхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче «Шупашкар—Ҫӗньял—Илпеш—Алькеш» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Шупашкар хӗрарӑмӗ 56-ри арҫынна вилмеллех таптанӑ. Арҫын ҫул ҫинче ӳсӗр тӑма пултарнӑ, вӑл иртен-каян машинӑна чарма хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм-водитель урах пулнӑ.

Ҫул-йӗр инспекторӗсем тата яваплӑ ытти специалист ҫул-йӗр ҫинчи инкек сӑлтавне палӑртӗ. Машина рулӗ умӗнчи хӗрарӑма еплерех явап тыттарассипе тыттармасси тата ӑна мӗн кӗтесси те каярах уҫӑмланӗ.

#ҫул-йӗр, #инкексем, #пӑтӑрмахсем, #машинӑсем, #ӳсӗрсем, #водительсем, #Шупашкар, #Илпеш, #Алькеш, #Ҫӗньял

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.xn--b1aew.xn--p1ai
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарти Гагарин палӑкӗ патӗнче пысӑк инкек пулнӑ
2017, 06, 19
Шупашкарта вӗреннӗ эксперта шанманнипе Германие кайӗҫ
2017, 06, 28
Рейсри автобус инкеке лекнӗ
2017, 11, 08
Йӗрке хуралҫи хӗрарӑм ҫине машинӑпа пырса кӗнӗ
2017, 12, 17
Тӳнсе кайнӑ автобусри пассажирсем килте тата пульницӑсенче сипленеҫҫӗ
2017, 12, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org