Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: «Эс мана ҫуратнӑ, ун хыҫҫӑн пӑрахнӑ»...

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Таисия Ташней 10.01.2018 19:18 | 585 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Ашшӗ-амӑшне кирлӗ пулман, вӗсем пирки ним те паллӑ маррисен пепкисене малашне пенси тӳлеме пуҫлӗҫ.

Пӑрахнӑ ачасем иртнӗ ӗмӗрӗн ҫурринчен пуҫласа, 1956 ҫултанпах, социаллӑ тӳлевсӗр пурӑннӑ. Ырӑ ҫынсем е патшалӑх вӗсене пӑхнӑ-ха, ашшӗ-амӑшӗ ӑҫти тата кам пулни паллӑ мартан хайхи тӗпренчӗксем тӑлӑх шутланман, социаллӑ пенси те ҫавна май тивӗҫмен.

Раҫҫей шайӗнче саккун кӑларакансем иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ку ыйтӑва татса пачӗҫ-пачӗҫех. Малашне ҫав ачасем хӑр тӑлӑхсемпе танах пенси илме пуҫлӗҫ. Саккун кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. РФ Пенси фондӗнче ун валли укҫа пӑхса хӑварнӑ.

Уйӑхри социаллӑ пенси виҫи 10068 тенкӗ те 53 пуспа танлашӗ. Ӑна ача 18 ҫул тултариччен, куҫӑн уйрӑмра вӗренекен студент пулсан 23 ҫула ҫитичченех тӳлӗҫ.

Ашшӗ-амӑшӗ кам пулни паллӑ маррисем пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра — 12-ӗн.

#тӑлӑхсем, #саккунсем, #Пенси фончӗ, #ачасем, #пенси, #укҫа-тенкӗ, #Раҫҫейре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Коллекторсене иртӗхтересшӗн мар
2016, 12, 22
Тӗлли-паллисӗр ҫухалса ҫӳрекен ашшӗ-амӑшӗ ачасене чӑрмав кӳрет
2017, 04, 29
Ача-пӑча ту... укҫа кирлӗрен
2017, 05, 03
Курортра каннӑшӑн налук тӳлеттересшӗн
2017, 07, 20
Питӗрти блогер Шупашкарти ачан ыркӑмӑллӑхне палӑртнӑ
2017, 12, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org