Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Хура тинӗсри полка В.И. Чапаев ятне парӗҫ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Таисия Ташней 28.02.2018 06:22 | 210 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
В.И. Чапаев
В.И. Чапаев

Крымри пӗр ҫар чаҫне легендарлӑ ентешӗмӗр ятне пама пултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, маларах Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ҫак ыйтупа РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу ячӗпе ҫырупа тухнӑччӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Кӑнтӑр ҫар округӗн командующийӗ Александр Дворников РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне Олег Николаева ку тӗлӗшпе хуравланӑччӗ. Ҫакна Фейсбукра Олег Николаев нарӑсӑн 7-мӗшӗнче ҫырнӑччӗ. Александр Дворников Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне пирӗн ентеш ятне пама ыйтас шутлине пӗлтернӗччӗ.

Халӗ Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов Кӑнтӑр ҫар округ ҫарӗсен командующийӗн ҫумӗнчен Владимир Жаровран ҫыру илнӗ. Унта ҫар чаҫӗсенчен пӗрне В.И. Чапаев ятне пама ыйтнине ырласа йышӑннине пӗлтернӗ. Ентешӗмӗр ятне Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне парӗҫ. Ҫӗнӗ хыпара ӗнер Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн пресс-служби хыпарланӑ.

#ҫар, #астӑвӑм, #Патшалӑх Канашӗ, #Крым, #Хӳтӗлев министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Ен Крым тӑрӑхӗнчи ҫар чаҫне Чапаев ятне парасшӑн
2017, 08, 29
Александр Галкина асӑнса — литература каҫӗ
2018, 02, 04
Хура тинӗсри полка ентеш ятне парасшӑн
2018, 02, 09
Ҫутта кӑлараканӑмӑр ҫути
2018, 02, 16
Шупашкарти урама Илья Прокопьев ятне парӗҫ
2018, 02, 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org