Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: «Юрмаран» 304 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 27.02.2018 18:10 | 1317 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

«Юрма» агрохолдинг» тулли мар яваплӑ обществӑран 304 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. Предприяти тӑпрана вараланӑ-мӗн, ҫавна май Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ суда икӗ тавӑҫ тӑратнӑ.

Пӗрремӗш тавӑҫра палӑртнӑ тӑрӑх, «Юрмаран» тӑпрана сиенлетнӗшӗн 144 миллион ытла тенкӗ шыраса илмелле, тепӗр тавӑҫра вара – 160 миллион тенкӗ палӑртнӑ. Икӗ тӗслӗхре те предприятин проект хатӗрлемелле, каяшпа вараланӑ ҫӗре йӗркене кӗртмелле.

Тавӑҫсене Шупашкар районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Судья шыраса илмелли укҫа виҫине пӗчӗклетме пултарать. Е сиенлетнӗ ҫӗре рекультваци тутарма йышӑнӗҫ. Пӗрремӗш ӗҫпе суд ларӑвӗ ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ, тепринпе – нарӑсӑн 28-мӗшӗнче.

Аса илтерер: «Юрма» кайӑк-кӗшӗк каяшне тара панӑ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫине тӑкнӑ.

#Шупашкар районӗ, #судсем, #ял хуҫалӑхӗ, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамар ял // 2581.93.5174
2018.02.27 19:52
"Юрма" агрохолдинг ертуси В.Ермолаев - Чаваш Енен чи пуян олигарх. Анчах, сак фирмин шупашкарти фирмалла магазинсен сутусесем упкелешессе: хуси вахатлаха ес укси памасть.
Шупашкарти сутсанталака та варалать. Ана явап тыттармалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем