Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Пуйӑс ГАЗель ҫине пырса кӗнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.03.2018 08:57 | 1451 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче пуйӑспа «ГАЗель» машина ҫапӑннӑ. Чукун ҫул ҫинчи пӑтӑрмах 15 сехет те 50 минутра пулнӑ. Чукун ҫул каҫҫинче «ГАЗель» ҫине тавар турттаракан пуйӑс пырса кӗнӗ, ӑна вӑл лапчӑтсах лартнӑ. Инкек «Тутаркасси – Кӳкеҫ – Ҫӗнӗ Шупашкар» трасса ҫинче сиксе тухнӑ.

Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах пирки хыпарлакан МИХсенчен пӗри 10 вакунлӑ пуйӑс Шупашкар еннелле кайнине пӗлтерет, «ГАЗель» машина вара — Илпеше. Инкекшӗн хӑшӗ айӑпли хальлӗхе уҫӑмлӑ мар, ӑна палӑртӗҫ. «ГАЗель» автомобиль рулӗ умӗнче пулнӑ 48 ҫулти водитель ал лаппине касса янӑ.

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс Ҫӗрпӳ районӗнчи чукун ҫул каҫҫи ҫинче фурӑпа ҫапӑннӑччӗ. Светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах чукун ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ водителе явап тыттарнӑччӗ.

#Илпеш, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Кӳкеҫ, #Тутаркасси, #инкексем, #машинӑсем, #пуйӑссем, #ҫул-йӗр, #Питӗр, #яваплӑх, #Ҫӗрпӳ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем