Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Митта Ваҫлейӗн астӑвӑм каҫне пуҫтарӑнӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.03.2018 06:43 | 1454 хут пӑхнӑ
Культура

Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 14 сехетре Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ.

Аса илтерер, чӑваш поэчӗ, куҫаруҫи Василий Егорович Митта 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи учителӗнче, Патӑрьел районӗнчи райхаҫатра яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Каярах Чӑваш Республикин радиокомитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшнӑ.

Поэта 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.

Маларах эпир Митта Ваҫлейӗн юбилейне халалласа Куславкка районӗнчи Тӗмер ял вулавӑшӗнче «Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм» ятпа курав уҫнине пӗлтернӗччӗ.

#Аслӑ Арапуҫ, #Патӑрьел районӗ, #юбилейсем, #музейсем, #астӑвӑм, #культура, #Куславкка районӗ, #Тӗмер, #Чӗмпӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем