Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӗмпӗр чунне чӗм килнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Станьял 26.03.2018 18:48 | 6536 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

(кунҫыру типтерӗнчен, 2018, пуш, 24)

Чӗмпӗрти таврапӗлӳҫӗсен 25-ҫуллӑх уявне паллӑ тӑвасси пирки Николай Казаковпа пӗлтӗрех калаҫса килӗшнӗччӗ. Уява ирттересси виҫ-тӑват кун юлсан Николай Кондрашкин йыхравларӗ, сире ҫула май Тимсӗрҫене илсе каятӑп тесе хытарчӗ. Ун хыҫҫӑнах Олег Мустаев ыйтрӗ: «Килетӗр-и. Кӗтетпӗр. Эсӗр килсен эпӗ хамӑн ӗҫ планне улӑштарсах кӗтсе илетӗп», — терӗ.

Кам каять-ха чӗмпӗрсен канашлӑвне тесе СЧК председателӗпе Сергей Сорокинпа калаҫатӑп. Ӑна чӗнмен иккен. СЧК секретариатне шӑнкӑравлатӑп — Галина Соловьева та йыхрав илменнине калать. Мӗнле-ха капла. Хамӑр уйӑрса кӑларнӑ ывӑл ача пире ним картне те лартмасть пулать-и-ха?

Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне мар, хамӑрӑн тепӗр усрав ачана — Чӑваш халӑх академине — чӗннӗ иккен. Лашине Евгений Ерагин кӳлет-мӗн, сӗлӗ хакне тӳлесен мана валли те вырӑн тупӑнма пултарать терӗ.

...Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче таврапӗлӳҫӗсем шупашкарсене ҫӑкӑр-сӑрапа ҫав тери тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Хӑна-вӗрлере курнӑҫланас йӑла ҫук манӑн, ҫапах та пичке йӑтнӑ Герман Мадюков нимеҫӗ, икӗ авӑрлӑ алтӑрпа ҫаврӑнакан ҫӳревҫӗ Николай Кирюшин, Чӗмпӗр енчи чӑваш арӑмӗсен ертӳҫи Елена Урасметова хӑпартупа сӑйласан ҫул ӗшенчӗкӗ туххӑмрах иртсе кайрӗ. Те симпыл хӑвачӗ пуҫа чӗм пачӗ, те чӗмпӗрсен уҫӑ кӑмӑлӗ чуна ҫӗклентерчӗ. Тӗрӗссипе, палланӑ ҫынсемпе ӑшшӑн тӗл пулни тӑванлӑх туйӑмне хускатрӗ ӗнтӗ.

...Тури Тимӗрҫен, Ирҫел — пирӗнпе пӗрле ҫула тухнӑ Александр Вражкин журналист ялӗ. «Тимӗрҫене кӗретпӗр» тесе темиҫе те чӗнчӗ вӑл. Кунта хӗрӗх ҫул ӗлӗкрех ҫилҫунатҫӑ-студентсен пысӑк ушкӑнне тусанлӑ ҫуран ҫул хыҫҫӑн Фадеевсем вӗри мунча кӗртнӗччӗ. Ҫав мунча халӗ те асра!

...Вӑта Тимӗрҫен — титан хуҫи Иван Корнилов, Совет Союзӗн Геройӗ Егор Воробьев, Социализмла Ӗҫ паттӑрӗ Василий Пирогов, чаплӑ педагогсем Алексей Рекеевпа Владимир Романов ӗҫленӗ ял. Кунта Владимир Милютин хореограф «Тимӗрҫен» ташӑ ҫырса илнӗ, эпӗ студентсемпе халӑх сӑмахлӑхне пухнӑччӗ. Пире иксӗмӗре Николай Кондрашкин скульптор тӑван ялӗпе, шкулпа, Иван Корнилов, Алексей Рекеев, Ваҫҫа Аниҫҫи вырӑнӗсемпе паллаштарать. Ял чылай лайӑхланнӑ, тирпейленнӗ. Иртнине аса илме лайӑх.

...Анат Тимӗрҫен, хаклӑ Анатралӑм! Кунта Шупашкар ҫилҫунатҫисене экспедицире чухне ачашласа усранӑ икӗ хутлӑ шкул ун чухнехи пекех ҫӗннӗн курӑнса ларать. Пире тӑван шӑллӑм пек йышӑннӑ Юрий Аппанов директор канӑва тухнӑ иккен, халӗ Мускавра пурӑнать-мӗн. Валериан Ромашкин журналист та канура. Курсан тӗлӗнсех кайрӑм — каччӑ пекех ҫирӗп сӑнлӑ, мал ӗмӗтлӗ, пӗрре те ватӑлман!.

Ялти йывӑҫ музей вырӑнне ҫӗннине лартнӑ. Тӑван тавралӑха хӳтӗлесе ӗмӗрне ирттернӗ Иван Дубов барельефӗ мана уйрӑмах ӑшшӑн саламларӗ пек. Иван Васильевичпа — Юман пиччепе — кунсерен калаҫнисем куҫ умӗнче, музей ҫинчен ҫырнӑ статьяна парнеленӗччӗ — упратӑп.

Ҫӗнелнӗ музей ҫав тери пуян, хӑтлӑ, чухласа майлаштарнӑскер. Валентина Андрихова таврапӗлӳҫӗ Юман ӗҫне малалла ҫирӗп тытса пырать. Пӗрремӗш хут курнӑ чухне вӑл ялти шкулта вӗрентетчӗ. Халӗ — паллӑ таврапӗлӳҫӗ, ӑсчах, энциклопедие тивӗҫнӗ ҫын. Мӗнле савӑнмалла мар. Хӑй те юратнӑ ӗҫӗпе савӑнтӑрччӗ, малашне те сывлӑхпа юп куртӑрччӗ!

...Чӗмпӗр, 1957 ҫултанпа чунӑма ҫывӑх Чӗмпӗр! Яковлев палӑкне пуҫ тайрӑмӑр. Урам кӗтесӗ урлах — Чӑваш культура автономийӗн ҫурчӗ. Кунтах — хаҫат тӗременлӗхӗ, кунтах ытти пӗрлешӳсем. Олег Мустаев автономи утӑмӗсемпе тӗплӗ паллаштарчӗ, Шупашкартан ҫитнисене хаклӑ парнесемпе ыталаса чыс турӗ.

Чӗмпӗрте манӑн манӑҫми туссем — Яковлев обществине йӗркелекен Иван Кирюшкин, Петр Ургалкин, Владимир Репин, Вениаминпа Галина Афанасьевсем, Иршат Замалетдинов, Петр Ишутов, Михаил Аляпкин, Владимир Вериялов ӑсчахсем пурччӗ. Халӗ вара нумайранпа сас-хура паман Виктор Аванмарта, Дмитрий Кузьмина, Николай Мулендеева, Владимир Пушкина, Иван Кирпичникова, Александр Богатова тата ытти теҫетке тӑванӑма курсан ачалла савӑнтӑм. Николай Розова, Анатолий Еграшкина, Николай Кадебина, Андриховсене, Селендеевсене, Улендеевсене, Роза Макарована, Лаврентий Данилова, ҫамрӑксене уявра тӗл пулаймарӑм. Чӗнсен те пырайман-ши е канмалли кунах ӗҫ тупӑннӑ-ши. Сӑлтавӗсем пурах-тӑр ӗнтӗ.

Чӗлхе ҫинчи Чӑваш шкулӗ... Вӑл хупӑннӑ хыҫҫӑн кашни ҫурчӗн кашни кӗтесне кӗрсе тухнӑ эпӗ, кирпӗч ҫине ҫырнӑ хушаматсене Элекканпа Денис Гордеевсемпе пӗрле сиктерми вуласа паллашнӑ. Яковлевпа Иванов пурӑннӑ хӗрачасен шкулӗн юсав вӑхӑтӗнчи кашни пӳлӗмне хут ҫине ӳкерсе илнӗччӗ. Микихвер Охотников пурӑннӑ ҫурт тӑррине тӑрӑхласа ҫакса янӑ ҫӑпатана илсе пӑрахасшӑн пӑшӑрханнӑччӗ... Шкула упрасшӑн ҫине тӑрса кӗрешнӗ чӗмпӗрҫӗ Петр Золотов аса килчӗ.

...Кӑҫал, Иван Яковлев ҫулталӑкӗнче, ҫӗнелнӗ Чӗмпӗрте пулни маншӑн хаклӑ. Тӗлпулусене кайсан ҫӗннине калама май пулать. Чӗмпӗр Чӑваш шкулӗнчи музей экскурсовочӗ экспонатсемпе пит аван паллаштарчӗ. Эпӗ унран В.И.Ленинӑн чӑваш турачӗ пирки ыйтса пӗлес терӗм те (кун пирки кӑҫал Шупашкарти коопераци институтӗнчи тӗлпулура калаҫу пулса иртнӗччӗ), вӑл мана, кӑмӑлсӑрланса, ҫулпуҫ мемориалне кайма хушрӗ. Аспирант вӑхӑтӗнче Мускав университетӗнче К-41 хваттерте Яковлев мӑнукӗсем Ольга Алексеевнапа Иван Алексеевич патӗнче пӗр эрне пурӑннӑччӗ. Вӗсен пурнӑҫне музейра тӗплӗ палӑртнӑ. Патриарх тӑхӑмӗсем ҫав хваттертен кайнӑ хыҫҫӑн пуян вулавӑша, физика лабораторине ӑҫта вырнаҫтарнине пӗлесшӗнччӗ - ыйтни вырӑнсӑр пулчӗ. Чӗмпӗрти чӑваш таврапӗлӳҫисен ҫак чаплӑ музей ӑстисемпе тачӑрах ҫыхӑнмалла пулӗ тесе тухрӑм хаклӑ ҫуртӑмӑртан.

Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн музейӗ паян кирек кама та кӳнеҫтермелле йӗркеллӗ. Унпа тимлӗ паллашас пулсан, кирек хӑш чӑвашӑн та, ача-пӑчан та ӑс-тӑнӗ кӑштах уҫӑлнӑ пулӗччӗ. Анчах халӗ трактористсемпе дояркӑсене, шкул ачисене Чӗмпӗре илсе ҫӳреме пӑрахрӗҫ. Ҫапла саманасем килсе ҫитрӗҫ наци республикисем ҫине.

Хама канӑҫсӑрлантаракан хӑшпӗр шухӑшсене «Чӑваш картишӗнче» кӗрлесе иртнӗ уявра каламасӑр чӑтаймарӑм. Уява облаҫри культура автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев ертсе пычӗ. Ӑна нумайранпа курманччӗ те, ҫамрӑк чухнехи пекех хастар та уҫӑмлӑ пулнине курса, вичкӗн сӑмах та пӗлтерӗшлӗ шухӑш каланине итлесе хӗпӗртерӗм. Чӑвашсене ҫирӗп пӗрлӗхе чӑмӑртас, чӑваш кӑйттӑлӑхне сирес, Чӗмпӗрпе ҫӗршыв чысне таса тытас тесе вӑл чӑнласах хытӑ ӗҫлет. Ун умӗнче ҫав тери пысӑк та йывӑр яваплӑх выртать. Эпӗ ӑна та, культура автономине те, ун тавра пӗтӗҫсе тӑракан ытти пӗрлӗх чӑвашӗсене пурне те ватӑ пуҫӑма тайса пил сӑмахӗ каларӑм.

Чунпа вӑй пухса таврӑнтӑм Чӗмпӗртен. Хула тирпейленнӗ, чӑваш ӗҫӗ сӳнмен. Вӑйланнӑ та. Паттӑр та ӑслӑ, ӗҫлӗ чӑвашсем ҫутӑ тӗллевсемпе хавхаланнӑ. Самана ҫаврӑмӗ вӑй патӑрччӗ вӗсене!

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Чӗмпӗр, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Ирҫел, #Тури Тимӗрҫен, #кӳршӗре, #таврапӗлӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 6675.3.3840
2018.03.26 21:00
Agabazar
Кунта асăннă Богатов хушаматлă çыннăн псевдонимĕ — Мишшаачи (вырăсла текстсенче — Мишаади.

Ваççа Аниççине Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи пек палăртма хăнăхмалла мар-ши?
Ял ачисен кĕтÿçи // 1627.99.4202
2018.03.27 16:59
питĕ лайăх каласа панă! тавтапуç!!!
https://ru.chuvash.org/news/3351.html
Ялтан // 9259.3.8429
2018.03.27 18:08
Музей,ваттисен уявĕсем ... Пĕтĕмĕшле- пирĕн хыççăн хутте потоп.
Хуларан // 3620.44.4060
2018.04.01 12:41
Тавралăха упрасси - хамăрăн тивĕç. Ваттисем паттуп хăварас мар тесе тапаçланаççĕ. ХУТТЕ ПАТТУПНЕ КАМ ТУНИ çИНЧЕН МА ШАРЛАМАСТăН, ял çерçийĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем