Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ҫамрӑк ҫемье ывӑлне чӑвашла ят панӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 04.04.2018 12:51 | 2245 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкар хулинчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачана паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑн чӑваш ячӗпе ҫырнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.

Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ валли хӑйсен кӑмӑлне каякан янӑравлӑ ят суйлать, ҫав ят ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑнӑҫу кӳрессе, ҫул уҫса пырасса шанать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Алексейпе Татьяна хӑйсен пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ ачине Тайман ят хунӑ. Тӗрӗссипе, юлашки ҫулсенче ачасене авалхи чӑваш ячӗсене парасси республикӑра анлӑ сарӑлчӗ.

Палӑртса хӑвармалла, ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ҫамрӑк мӑшӑра ывӑлӗн пӗрремӗш документне — ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панипе пӗрлех ҫирӗп сывлӑх, ҫитлӗ пурнӑҫ, телей суннӑ.

#чӑвашлӑх, #йӑла-йӗрке, #ятсем, #ачасем, #ҫамрӑксем, #Шупашкар, #Ленин районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2478.10.7365
2018.04.04 20:34
Agabazar
Тайман тенинче темле шутсăр пысăк чăвашлăх çук — https://ru.wikipedia.org/wiki/Тайманов
Хăватлăар // 1183.10.1896
2018.04.05 21:07
Тĕрĕс. Чăвашсень чăваш ятсĕм памалла, вырăс яисĕмпе пачахта пăтранса каре тăван халăх. Ман, ман ачусень чăваш ячесем
Микула // 9259.3.8429
2018.04.06 06:11
Чăвашлăх мĕнле ятсенче ? Христианство тенĕ витĕр кĕнĕ ятсем сарăличчен чăвашсен ячĕсем ислам тенĕпĕ çыхăннă пулнă. Паянхи Сетнер , Нарспи тата Илемпи шутласа кăларнă "чăвашла" ятсем.
Хунну // 3868.24.2898
2018.04.06 09:04
Хунну
Тайман кунта пур https://wikisource.org/wiki/Cv/Кăтартмăш:Чăваш_арçын_ячĕсем

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем