Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Апакассинчи ансамбль «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивальтен хаваслӑн таврӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.04.2018 18:39 | 1597 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакассинчи «Шуҫӑм» вокал ансамблӗ «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивальтен хавхаланса таврӑннӑ.

Красноармейски район администрацийӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗ, Красноармейски районӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗ фестивале иртнӗ уйӑхрах ирттернӗ-ха. Ырӑ хыпара апакассисем ӗнер ҫеҫ пӗлтернӗ.

«Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивале РСФСР халӑх артисчӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗсченӗ, СССР преми лауреачӗ Федор Лукин композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта Йӗпреҫ, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Муркаш тата Красноармейски районӗнчи ушкӑнсем хутшӑннӑ.

Апакассинчи «Шуҫӑм» вокал ансамблӗ (ертӳҫи — В. Парфенов) «Чи лайӑх юрлакан — вокал ансамблӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. В. Парфенов, И. Павлова, Вера Алексеева юрланине «Вокал ансамблӗсем, трио» номинацире чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.

#культура, #фестивальсем, #астӑвӑм, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Апакасси, #Йӗпреҫ районӗ, #Комсомольски районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Муркаш районӗ, #Красноармейски районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем