Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Экс-президент Чӑваш Енри полици ӗҫӗпе паллашнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.05.2018 18:24 | 1373 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ене пирӗн экс-президент, РФ Федераци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ӗҫлӗ визитпа килнӗ. Вӑл полици ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, министерствӑн ҫӗнӗ зданийӗсене кӗрсе курнӑ.

Чӑваш Енри полици ӗҫӗпе Николай Васильевича Сергей Неяскин министр паллаштарнӑ. Вӑл йӗркене пӑсасран мӗнле профилактикӑсем ирттерни пирки, республикӑри ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

ЧР ШӖМӗн ҫӗнӗ икӗ зданийӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче 45-мӗш ҫуртра тата Дзержинский урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӗсене пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче уҫнӑ. Николай Федоров ҫав ҫуртсене ҫитсе курнӑ. Вӑл шалти ӗҫсен органӗсен музейӗнче тата экспертпа криминалистика центрӗн музейӗнче ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗре хакланӑ.

#ШӖМ, #полици, #тӳре-шара, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49528
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамăр ял // 1267.4.4136
2018.05.03 00:01
Астăватпăр. Н.Фёдоровăн тусĕ - ЧР ШĔМ министр В.Антонов пулнăччĕ. Çак чух вĕсем мускаври "Савва" компанийĕсен "ушкăнне" Чăваш Ене янă. Леш мускаврисем пирĕн ЧР пĕлтершлĕ предприятиессене "прихватизациленĕ": ЧХБК, Чăлхи-нуски-трикотажлă фабрикине ("Чебоксарский трикотаж" - малтанхи ЧТФ - вĕсене,ахăр, пĕрлештерсе), Çĕнĕ Шупашкарти çуртсене хăпартакан комбинатне (ДСК), тата ыттисене те. "Финская долина" çĕнĕ микрорайон (Кăнтăр-Хĕвел-Анăç мкр) валли, улталаса, дольщиксен укçи туртса илчĕç, "Сбербанкран" под поручительство правительства ЧР пысăк кредит илчĕç, ăна каялла памарĕç. "Волгастройгрупп" темисе объектсене хăпартма пуçласа каллех дольщиксен, улталаса, укçисене туртса илчĕç. Атăлтан инçе мар, залив, (кÿлмек) хĕрринчи "Мускаври" кĕпер умĕн "Сувар" отель туса пуçланса, укçа илсе, "Çĕнĕ хула (Новый город) валли укçи пуçтаранса, Шупашкартан, Раççейран чикĕ леш енне тарчĕç (Д.Романцов). ФХС уголовнăй ĕçĕсене уçрĕ. "Стрелочниксене" судпа айăпларĕç. Анчах, пысăк пулăсене (Н.Колесников) РФ Патшалăх Думин ЧРрен депутачĕсем хÿтелереç... Çак çинчен Н.Фёдоров Мускава куçнă хыççăн (2010-мĕш çул), М.Игнатьев ЧР Президент должноçне йышăнсан, пĕтĕм ЧР правительствин хаçатсем çырчĕç.





Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем