Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Республика кунӗнче ҫӗнӗ производствӑсем хута кайӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 11.05.2018 19:16 | 1333 хут пӑхнӑ
Культура

Республика кунӗ тӗлне республикӑри темиҫе предприятире ҫӗнӗ производствӑсем хута каймалла. Ҫакна паян иртнӗ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин пӗлтернӗ. Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ савутра, Муркаш районӗнчи «Ҫеҫпӗл», Шупашкарти «Чӑвашторгтехника» предприятисенче ҫӗнӗ производствӑсем уҫма палӑртнӑ.

Аса илтерер, Республика кунӗ кӑҫал Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче иртӗ. Уяв кунӗсенче «Регионсем — чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» курав, фейерверксен фестивалӗ ӗҫлеттерме палӑртса хунӑ. Йӑлана кӗнӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале кӑҫал Сӗнтӗрвӑрри районӗнче уҫма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унтан вӑл Шупашкарти кӳлмеке куҫӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакансем те хӑйсен пултарулӑхне районӗсенче пурӑнакансене кӑтартӗҫ, кайран ҫеҫ Шупашкара ҫитӗҫ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Акатуй пулӗ, 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра Чӑваш Енри ачасен пӗрлештернӗ хорӗ юрлӗ. Уява концерт тата салют вӗҫлӗ.

#Красноармейски районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шупашкар, #уявсем, #культура, #ларусем, #Экономика министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем