Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Депутат руль умне каллех ӳсӗр ларнӑ

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Софья Савнеш 14.05.2018 18:50 | 147 хут пӑхнӑ
Республикӑра

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тарӑх, пӗр депутата руль умӗнче ӳсӗр ларнине икӗ хутчен асӑрханӑ. Ӑна куншӑн 180 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне 2 ҫул ларма юрамӗ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен.

Пӗр депутат руль умӗнче ӳсер пулнине ҪҪХПИ ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ӑна ун чухне административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 1,5 ҫуллӑха правасӑр хӑварнӑ, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.

Анчах депутат тӳрӗ ҫул ҫине тӑма васкаман. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ӑна инспекторсем чарнӑ. Вӑл каллех руль умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ. Депутат хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ.

#депутатсем, #ҪҪХПИ, #штрафсем, #Элӗк районӗ, #Следстви комитечӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49773
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Депутат хӑнана ҫӗҫӗпе чикнӗ
2018, 03, 02
Арӑмӗ ванна кӗнине ӳкерсе илекен явап тытӗ
2018, 03, 22
Депутат пӳрт-вакун вӑрланӑ
2018, 03, 26
Депутата 4,5 миллион тенкӗ вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн
2018, 04, 10
Пӳрт-вакун вӑрланӑ депутата штрафланӑ
2018, 04, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org