Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Икӗ района кайӑк-кӗшӗк грипне пӗтерме 300 пин тенкӗ ытла уйӑрса панӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.07.2018 16:16 | 1536 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енри темимҫе районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртни пирки сайтра хыпарласах тӑнӑччӗ. Икӗ районта грипа пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ, 300 пин тенкӗ ытла, уйӑрнӑ. Распоряжение Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Документпа килӗшӳллӗн, Комсомольски районне – 179,6 пин, Патӑрьел районне 138,7 пин тенкӗ лекӗ. Укҫана ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен уйӑрса панӑ.

Аса илтерер: Комсомольски, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Грипп тупнӑ ялсенче чӑхсене пуҫтараҫҫӗ. Пӗр килограмшӑн 55 тенкӗ те 60 пус параҫҫӗ, 10 ҫӑмарташӑн 29 тенкӗ те 70 пус тӳлеҫҫӗ.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Комсомольски районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем