Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш «Юманне» Турцинче кӑтартнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.10.2018 18:29 | 2218 хут пӑхнӑ
Культура
Елена Рябцева Турцинчи кинофестивальте
Елена Рябцева Турцинчи кинофестивальте

Пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильмне

авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Лондонри «INSHORT 2018» кинофестивальте кӑтартнине эпир пӗлтернӗччӗ. Кун ҫути курнӑранпа тӗрлӗ кинофорума ҫитме ӗлкӗрнӗ ӗҫпе халӗ тата Турцинче паллаштарнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 22-30-мӗшӗсенче Турцинчи Адана хулинче Пӗтӗм тӗнчери 25-мӗш кинофестиваль иртнӗ. Елена Рябцева ӳкернӗ кӗске метражлӑ фильма унта «Тюркский мир» (чӑв. Тӗрӗк тӗнчи) конкурсри мар программӑна кӗртнӗ.

Турцинче пулнине Елена Рябцева асра юлмалли пулӑм тесе хаклать. Ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ хула илемӗпе киленнипе пӗрлех конкурс тата конкурс мар программӑна кӗртнӗ ӗҫсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Алексея Федорченко кинорежиссер тата продюсер ирттернӗ ӑсталӑх сехетӗнче ҫӗннине ӑша хывнӑ. Сӑмах май каласан, А. Федорченкон «Овсянки» фильмӗ чӑваш «Юманӗн» референсӗ пулнӑ.

Фестивале Дагестанри, Кабарда-Балкарти, Пушкӑртстанри, Якут Республикинчи, Гагаузинчи, Кӑркӑстанри, Азербайджанри киноӑстисем хутшӑннӑ.

#Кӑркӑстан, #Гагаузи, #культура, #фестивальсем, #Турци, #кино, #Дагестан, #Кабарда-Балкар, #Пушкӑртстан, #Якути, #Азербайджан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 2731.55.8743
2018.10.03 20:09
Ҫак авторӑн чӗлхи каҫӑхтарсах ярать: "конкурсри мар программа", "ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ", "кокурс тата конкурс мар программа"... Чӗчӗ ачи те йӗркеллӗ ҫавӑрса калама пултарать-ҫке ку сӑмахсене!!!
Астор скиф // 3333.52.5213
2018.10.05 13:04
"Кириллов" Контакта(ВК) тухма хӑраса шӑрса ятӑн им? Мулкачсен шӑтӑкӗнче" хӑвна паттӑр туятна ???
Базиль Кириллов // 4050.23.2482
2018.10.08 17:11
Хӑрани мар кунта."Контаксем" тӑрӑх чупма эп сирӗн пек мала кайнӑ ача мар ҫав. Кӑмака ҫинче йӑваланса выртса ывӑнатӑп та хӑш-пӗр хаҫатсене сура-сура вулатӑп. Ай-вай ҫыраҫҫӗ те!..
Базиль Кириллов // 2865.14.4353
2018.10.08 18:59
Малтанхи сӑмахрах йӑнӑш: Турцинче мар пуль Турцире пуль. Пире 1-мӗш класра ҫапла вӗрентнӗччӗ.
...Астор скиф текенни мана Золотов генерал пӗр чарусӑр ачана дуэле чӗннӗ пек туйӑнать, турчкапа ӑста ҫапӑҫакан паттӑр пулмалла ку, чӗлхи-ҫӑварӗнченех паллӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем