Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тӗрӗк киновӗн фестивальне Чӑваш Ен те хутшӑнать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.03.2018 00:55 | 1921 хут пӑхнӑ
Культура
«Хорло» фильмри самант
«Хорло» фильмри самант

Чӑваш Ен Хусанта иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк киновӗн фестивальне хутшӑнать. Кинофорума пуш уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пуҫтарӑнӗҫ.

Вӑл Стамбулта пӗлтӗр иртнӗ Тӗрӗк тӗнчи кино ассоциацийӗн президиум ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе пулать. Кинофорум валли Тутарстана суйласа илнине темиҫе сӑлтавпа ӑнлантараҫҫӗ. Тутарсен, сӑмахран, мӑсӑльман киновне ирттерес опыт пур тата республикӑра халӑхсен йӑли-йӗркине аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Тӗрӗк киновӗн фестивальне Турцирен, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Узбекистанран, Азербайджанран тата Туркменистанран килсе ҫитмелле. Хамӑр ҫӗршыври регионсенчен, Тутарстансӑр пуҫне, Пушкӑртстанран, Якут Республикинчен, Хакас Республикинчен тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Чӑваш Енрен хутшӑнмалла.

Пирӗн республикӑри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашсем Марат Никитинӑн «Хорло» фильмӗпе кайӗҫ.

#Туркменистан, #Азербайджан, #Узбекистан, #Кӑркӑстан, #Казахстан, #Турци, #кино, #Тутарстан, #Хусан, #фестивальсем, #чӑвашлӑх, #культура, #Пушкӑртстан, #Якут Республики, #Хакас Республики

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем