Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Мӗнпур чӑваш эстради (ытларах пайӗ тейӗпӗр, пурте мар ҫапах та) «тамада тыткӑнӗнче» паян. Кунран-кун туй-ҫуй шурлӑхне путнӑҫем путса пырать вӑл, ӗҫкӗ-ҫикӗ шайӗпе аталанса (е, тӗрӗсрех, аталанмасӑр) пырать». Ҫак йӗркесен авторӗн шучӗпе тӗлӗнмелле тӗрӗс шухӑша тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри «Чӑнкӑ-чанкӑ. Новые и старые чувашские песни» пабликра хускатнӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «тахҫан та пӗрре сцена ҫине тухкалани» — пирӗн юрӑҫран чылайӑшне «сӑнара, имиджа тытса пыма кӑна кирлӗ», «ытларах вара вӗсем туй-ҫуй, ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ».
«Юрӑҫсем кӑна та мар, пирӗн Тӑван радио та, Наци радиовӗ те, Чӑваш радио та, икӗ телевиденийӗ те ҫавах — унта ӗҫлекен медиаҫӑсем те тахҫанах радио е телепрограмма ертсе пынинчен ытларах туй е юбилей ертсе пыракансем пулса тӑнӑ. Тата вӗсем ҫакна пытармаҫҫӗ те — социаллӑ медиари ушкӑнӗсенче ҫакна уҫҫӑн рекламӑлаҫҫӗ, телефонӗ-контакчӗсене ҫыраҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрин хакӗсем те пур. Урӑхла каласан, чӑваш эстради тахҫанах «сфера услуг» текеннин пӗр пайӗ, пӗр секторӗ пулса тӑнӑ», — пӗтӗмлетнӗ пост авторӗ.
Юрӑҫсем туй-ҫуйпа ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳрени тем пулӗ. Пост авторӗ ҫакӑнта тӗп кӑлтӑка асӑрханӑ: «чӑваш эстрадин тӗп проблеми — «типшӗм», анчах та хавхалануллӑ, мал ӗмӗтлӗ, пултаруллӑ яшсемпе хӗрсем майӗпен «мӑнтӑра» тухса пыни». Тепӗр майлӑ каласан, пултаруллӑ ҫынсемех «паянхи кун юрӑ искусствинчен ытларах пасар ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ». Мӗншӗн тетӗр-и? Пасар ӗҫӗ вӗсене укҫа тума май парать.
Элекçeй // 1370.94.4400
2018.12.16 23:27 | |
Agabazar // 2442.53.1843
2018.12.16 23:49 | |
Çуреччĕр. Кама мĕн ĕç? Анчах ун пек çуресе хăйсен ятне тата чăваш ятне ан яччăр. Çавă кăна.
Çынсене усала мар, ырра вĕрентчĕр. | |

1,4 млн юлни, ялсенчи ача сачĕcенче шăпăрлансемпе чăвашла калаçманни, тата темиçe çултан ялсенче чăвашла калаçaкан юлманни пач шухăшлаттармасть.