Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Элтепер «Чуваши» монографие пичетлеме пулӑшасшӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.12.2018 18:51 | 1552 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӗҫченӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патшалӑх наградисемпе чысланине эпир пӗлтернӗччӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти Чӑаш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительствинче иртнӗ.

Чӑваш халӑхӗн историйӗпе этнологине тӗпчеме тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн академикне, асӑннӑ академин Этнологипе антропологи институчӗн ӑслӑлӑх ертӳҫине Валерий Тишкова тата ҫав институтӑн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченне Александр Коростелева чысланӑ.

«Народы и культуры» (чӑв. Халӑхсем тата культурӑсем) ярӑмпа «Чуваши» монографие кӑларнӑшӑн Этнологипе антропологи институчӗн директорӗн ҫумне Марина Мартыновӑна, тӗп ӑслӑлӑх ӗҫченне Владимир Зорина, ӑслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченне Людмила Миссоновӑна чысланӑ.

Раҫҫейӗн наукӑсен акадмийӗн академикӗ Валерий Тишков «Чуваши» монографи пӗчӗк тиражпа тухнине, вӑл хӑвӑрт саланса пӗтнине палӑртнӑ та, Михаил Игнатьев Элтепер кӗнекене хушма тиражпа кӑларма Чӑваш Ен пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ.

#Мускав, #культура, #чыслав, #чӑвашлӑх, #кӗнекесем, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 9060.9.1957
2018.12.28 13:30
Agabazar
Çакăнта ÿкереннĕ Зорин та, Тишков та чăвашсем пек халахсем тĕлĕшпе гуманисла позици тытса пымаççĕ. Çапах та халлĕхе ытлашши тиркешмĕпĕр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем