Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнче вӑрманҫӑсем хир сыснисене хӗл каҫма пулӑшас тӗллевпе апатлантараҫҫӗ. Юр ҫусан, сивӗтсен чӗрчунсем валли апат сахалланать, ҫавна май вӗсене пулӑшу кирлӗ. Районта апатланмалли лапамра хир сыснисем валли тутлӑ ҫимӗҫ хунӑ. Ытларах ушма апатлану вырӑнне тырӑ параҫҫӗ. Хальхинче вӑрманҫӑсем 300 килограма яхӑн урпа хурса панӑ. Специалистсем ку хир сыснисене хӗл каҫма пулӑшни пирки калаҫҫӗ. Уйрӑмах – ҫамрӑк чӗрчунсене. Сӑмах май, кӑрлачӑн 1-31-мӗшӗсенче ҫулталӑк тултарман хир сыснисене пеме юрать. Анчах ятарлӑ вырӑнсенче тата апатлану лапамӗсенче кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |