Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын хӑйӗн ачине чышкӑпа воспитани парасшӑн пулнӑ. Хайхискер 2009 ҫулта ҫуралнӑ ывӑлне пӗрмай ҫапнӑ. Ҫакна амӑшӗ чӑтса тӑрайман – полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Куншӑн ашшӗне явап тыттарнӑ. Ҫак кунсенче суд пулнӑ, ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи утӑччен ывӑлне ытлашши ҫирӗп воспитани панӑ, пӗчӗкскере пӗрре мар ҫапнӑ. Юлашкинчен амӑшӗ ҫакна пӑхса тӑрайман, йӗрке хуралне кайса заявлени ҫырнӑ. Унччен вӑл полицие ҫитме шикленнӗ, мӗншӗн тесен упӑшкинчен хӑранӑ. Судра ача ашшӗ ӑна чӑнах та хӗненине ҫирӗплетнӗ, кӳнтеленсем те арҫын ывӑлне ҫапнине каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |